- Презентации
- Презентация по чувашскому языку на тему Второстепенные члены предложения 8 класс
Презентация по чувашскому языку на тему Второстепенные члены предложения 8 класс
Автор публикации: Филиппова Н.К.
Дата публикации: 07.11.2016
Краткое описание:
1
Урок теми: Предложенин тěп тата кěçěн членĕсем
2
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ Вĕрентÿ тĕллевĕ:предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсене, пулăвне, кĕçĕн членсен паллăрах пĕлтерĕшĕсене, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илмелли мелсене, тĕп членсем хушшине тире лартмалли правилăсене аса илсе çирĕплетесси, текстпа ĕçлесси, . Воспитании тĕллевĕ: этем ăс-хакăлĕ кивçен туянайми пуянлăх пулнине ĕнентересси Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ. Пуплеве аталантарасси: кĕскен каласа пама, ыйтусем çине туллин хуравлама вĕрентесси, харпăр хăй шухăшне çирĕплетсе тата хирĕçлесе калаттарасси. Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки,компьютер, проектор,
0
Благодаря этой рекламе сайт может продолжать свое существование, спасибо за просмотр.
3
Урок эпиграфĕ: «Этем ăс-хакăлĕ кивçен туянайми пуянлăх » (Каларăш)
4
Подлежащи предложенире сказуемăй ĕçне кам тунине е сказуемăйра кăтартнă паллă камăн е мĕнĕн пулнине кăтартакан сăмах. япала ятĕнчен, местоименирен, хисеп ятĕнчен, паллă ятĕнчен, наречирен, евĕрлев сăмахĕнчен, глаголăн сăпатсăр формисенчен пулать Кам? Мĕн? Камсем? Мĕнсем?
5
Подлежащисен пуплевě
6
Сказуемăй подлежащи ĕçне е пĕр-пĕр паллине кăтартакан тĕп член. глаголăн сăпатлă тата сăпатсăр формисенчен, япала ятĕнчен, хисеп ятĕнчен, паллă ятĕнчен, евĕрлев сăмахĕнчен, наречирен, пулать мĕн тăвать? мĕн вăл? кам вăл? мĕнле вăл?
7
Сказуемăй пуплевĕ
8
Панă предложенисенчен подлежащипе сказуемăй çыхăнăвне кăтартса тухăр 1.Кĕтÿ кĕпер çине кĕчĕ. 2.Хапха патĕнче чăхсем çĕр чавалаççĕ. 3.Çулла иксĕмĕр те фермăра ĕçлерĕмĕр. 4.Апатланнă хыççăн пичче, аппа, эпĕ хамăр урама тухса лартăмăр. 5.Аннепе йăмăк ирех пахчара ĕçлеççĕ. 6.Иккĕшĕ киле кайрĕç.
9
Предложенин кĕçĕн членĕсем Определени-япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн член:Зинови ури айĕнче вĕтĕ чулсем юхса шăкăртатрĕç. (Ю.Скворцов) Дополнени-ĕçе е мĕнлелĕхе кăтартакан сăмаха ăнлантарса падеж ыйтăвĕсенче тăракан кĕçĕн член:Çирĕклĕх шывне вăрăм çÿç пек усăнакан туратлă çирĕксем хупласа хунă. (Ю.Скворцов) Обстоятельство-ĕç мĕнлелĕхне, вăхăтне, сăлтавне, тĕллевне т.ыт.те кăтартакан кĕçĕн член: Урамра чечек шăваракан хĕрсем çеç тулли лейкăсем йăтса газонсем хушшипе утаççĕ. (Ю.Скворцов)
10
Определени япала ятĕнчен, паллă ятĕнчен, хисеп ятĕнчен, местоименирен, наречирен, евĕрлев сăмахĕнчен, глаголăн сăпатсăр формисенчен япала ятне ăнлантарать пулать япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн член вырăнĕ-йĕрки урлă хыçсăмахпа аффикспа çыхăну мелĕсем
11
Дополнени япала ятĕнчен, местоименирен, хисеп ятĕнчен, паллă ятĕнчен, иртнĕ причастирен глагола, паллă ятне, наречие ăнлантарать мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн? пулать ручкăпа çыр кĕнеке вула анне валли илтĕм вырăнĕ-йĕрки урлă хыçсăмахпа аффикспа çыхăну мелĕсем ĕçе е мĕнлелĕхе кăтартакан сăмаха ăнлантарса падеж ыйтăвĕнче тăракан кĕçĕн член.
12
Обстоятельство ĕç мĕнлелĕхне, вăхăтне, вырăнне, сăлтавне, тĕллевне т. ыт. те кăтартакан кĕçĕн член. наречирен хисеп ятĕнчен, паллă ятĕнчен, глаголăн сăпатсăр формисенчен глагола, паллă ятне ăнлантарать пулать хăçан? хăçанччен? хăçантанпа? ăçта? ăçтан? ăçталла? мĕнле? епле? мĕншĕн? мĕн пирки? мĕн тĕллевпе? мĕн тума? мĕн чухлĕ? миçе хутчен? миçен? Обстоятельство пĕлтерĕшĕсем мĕнлелĕх вăхăт вырăн сăлтав пирке тĕллев Анлă тата ансăр предложени
13
Кĕçĕн членсен ыйтăвĕсем
14
Предложенире палăртнă сăмахсем мĕнле кěçěн член пулаççĕ? Яшка тăварсăр пиçмест. Тинĕс тӳлеккĕн тĕлĕрет. Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,ешĕл тум-тир тăхăнать. Çăкара чăмласа çи, сăмаха шухăшласа кала. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен ырă шăрши сарăлать. Эпĕ вăтаннипе хĕрелсе кайрăм. Юри килтĕм юрлама.
15
Панă сăмахсемпе ансăр тата анлă предложенисем тăвăр. 1)Тинĕс, вĕренет, тĕлĕрет, сасă. 2)Кулчĕ, юлташ ,сăнаççĕ, хыпар. 3) Хĕвел, каять, ачасем, илчĕ.
16
Панă схемăсемпе пĕрер тĕслĕх тупăр. 1)Определени+подлежащи+дополнени+сказуемăй. 2)Дополнени +подлежащи+сказуемăй. 3)Обстоятельство+подлежащи+сказуемăй. 4)Определени+ обстоятельство+ определени +подлежащи +дополнени+сказуемăй. .
17
Текста вулăр, палăртнă предложенисене членсем тăрăх тишкерĕр. Текстри сказуемăйсем мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине калăр. Академик – ачасен тусĕ Ыхраçырми ятлă ялта пĕр ача пурăннă. Хĕлле шкула чупнă, çулла шыва кĕнĕ, аслисене ĕçре пулăшнă. Çав ачан географа вĕренсе инçе çĕре çÿрес, çут çанталăка тĕпчес ĕмĕт пулнă. Çавăнпа та Патăрьел шкулне пĕтерсен вăл Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. Вăхăт иртнĕ май Патăрьел таврашĕнчи çынсем, тен, манса та кайнă пулĕччĕç ку ача çинчен, анчах пĕр учитель аллине «Ача-пăча кăмăлĕ», «Этем пуласси ачаран паллă» ятлă кĕнекесем лекнĕ. Çыраканĕ Шакуров иккен. Мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка тĕпчес ĕмĕтпе пурăннă Рафаила ача-пăча тĕнчи мĕншĕн илĕртнĕ-ха. Хусан университетне пĕтерсен ăна Çĕпĕре ĕçлеме яраççĕ. Унта, Новосибирск çывăхĕнчи Чулым станцийĕнче, шкул ертсе пыма шанаççĕ. Часах пурнăç сукмакĕсем ăна инçетри Киева, аспирантурăна илсе çитереççĕ. Вĕренсе пĕтерсен кунтах наука лабароторийĕ шанса параççĕ. Мĕн тесен те, тăван ен хăй еннеллех туртать. Вун тăватă çул ĕнтĕ Шакуров Хусанта Наука академийĕн тĕпчев институтĕнче ĕçлет. Çак хушăра вăл ик çĕр ытла ăçлăлăх ĕçĕ пичетленĕ. Халĕ ĕнтĕ Рафаил Хайруллович Шакуров академика тăван Патăрьел районĕнче кăна мар, пĕтĕм çĕр-шывĕпех пĕлеççĕ. («Çил çунат».)
18
ăс-хакăл - 1)ум, разум, рассудок, интнллект 2)внутренний склад, нравственный облик, духовный мир
19
Предложенисене çырса илěр те членсем тăрăх тишкерěр Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ. Хăш-пĕр чухне çула юр кĕрчĕсем хĕве-хĕве каяççĕ. Шăрăхра ачасем кÿлĕрен тухма пĕлмеççĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ.
20
Йăнăшсене тупăр. Атте аллисем тěрле ěç тума пултараççě. Анне пулăна çу çинче ăшаларĕ. Кукка пасартан таврăннă май пирĕн патне кĕрсе тухма тăрăшать.
21
Килте тумалли ěç Ӑтăр е çÿлевěç çинчен калав хатěрлемелле