- Презентации
- Презентация по чувашскому языку на тему: Çăварни (8 класс)
Презентация по чувашскому языку на тему: Çăварни (8 класс)
Автор публикации: Соловьева Н.А.
Дата публикации: 03.12.2016
Краткое описание:
1
8-мĕш класс 67-мĕш урок Чăваш çăварнийĕ Хатĕрлекенĕ: Соловьёва Н.А. чăваш чĕлхи учителĕ
2
Чăваш çăварнийĕ Чăвашсем Çăварние шавлă, хаваслă ирттернĕ. Хăш-пĕр чăвашсем çак уява икĕ эрне паллă тунă, хăшĕ-пĕрисем вара – пĕр эрне. Пĕрремĕш эрне «Аслă Çăварни» ятла пулнă, иккĕмĕш эрне- «Кĕçĕн Çăварни».Христос тĕнне йышăннă хыççăн вырăссемпе чăвашсем Çăварние пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă. Уява ачасем пуçланă. Вĕсем ирех çунашкапа ярăннă. Пĕрремĕш хут тăвайккинчен аннă чух ачасем катăр вăррисем сапса çапла каланă: «Кăçал йĕтĕнпе кантăр вăрăм пулччăр!»
Благодаря этой рекламе сайт может продолжать свое существование, спасибо за просмотр.
3
Çăварни вăхăтĕнче пурте пĕр –пĕрне икерчĕпе хăналанă. Çамрăксем лашапа ял тăрăх ярăннă, юрланă, ăмăртусене хутшăннă. Вырсарни кун Çăварни уявĕ вĕççленнĕ. Ялти çынсем çак кун кăвайт чĕртнĕ. Ун тавра юрланă, ташланă. Кăнтăрла кăвайт çинче Çăварни карчăкне çунтарса янă. Çăварни хыççăн Аслă типĕ пуçланнă. Вăл çичĕ эрнене пынă.
4
Ыйтусене хуравлăр Чăваш çăварнийĕ мĕнле иртнĕ? Уява камсем пуçланă? Ачасем ирех мĕнпе ярăннă? Çамрăксем уявра мĕн-мĕн тунă? Хăçан кăвайт чĕртнĕ? Çăврни карчăкне хăçан çунтарнă? Сирĕн хулара Çăварни иртет –и? Ăна хăçан ирттереççĕ?
5
Çăварни юрри Çӳресе çинçелмен çӳрен ут... Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут! Ытарса илейми чечен ир, Куçпала виçейми çеçен хир... Лар часрах! Ăш вăркать, ăш çунать... Кукалет - çул ыйтать çил çунат. Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсем Уçăлайччăр эпир вĕçнĕçем. Шăпăрне çухăртса çил ачи Чуптăр пирĕнпеле катаччи. Тусран тус лайăхрах, çил-тăмак! Ирĕк, ирĕк!.. Тăван, мĕн тăвам? Янкăс чун ямшăкла кăтăртса, Е ярам-и ши-ши! шăхăрса? Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут, Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют. Камăн çулĕ пире хирĕç мар — Ларкăча тус-йышла сиксе лар! Савнăç, савнăç! Чупту, ытала! Ямшăк тус, хулленрех хăвала... Киленсе куç хупса иличчен Ялăм юлнă таçта çитиччен. Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут, Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют. Камăн çулĕ пире хирĕç мар — Ларкăча тус-йышла сиксе лар! Савнăç, савнăç! Чупту, ытала! Ямшăк тус, хулленрех хăвала... Киленсе куç хупса иличчен Ялăм юлнă таçта çитиччен. Юр ӳкет-и лапка та лапка... Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка! Çамрăк ĕмĕр — самант. Ун парни —
6
Çаварни-çăварни Çăварние хальхи вăхăтра ирттереççĕ. Ăна февраль вĕçĕче е март пуçламăшĕнче паллă тăваççĕ. Уявра юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Пурте хăйсен вăйне виçеççĕ.
7
Уяв вĕçĕче Сăварни кĕлеткине çунтараççĕ.
8
Ваттисем Çăварни пирки çапла каланă Çăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать. Çăварнире шăхличпе шăхăртсан кайăксем хăвăртрах вĕçсе килеççĕ. Çăварнире юр нумай çусан çулла кăмпа нумай пулать. ă