- Презентации
- Презентация по родному(чувашскому) языку и литературе на тему О земле -планете (7класс)
Презентация по родному(чувашскому) языку и литературе на тему О земле -планете (7класс)
Автор публикации: Федорова Т.А.
Дата публикации: 06.11.2016
Краткое описание:
1
«Çĕр планета хăрушлăхра» Класс тулашĕнче ирттермелли ĕçĕн сценарийĕ Ĕçе çыраканĕ – Иванова Лидия Вениаминовна
2
Çĕр планета хăрушлăхра. Экологи юмахĕ Юмахра вылякансем: Звездочёт – Тĕнче уçлăхне пăхса тăракан, Косми – космос çул çÿревçи, Шыв, Сывлăш, Фауна, Флора, Озон,Çĕр – çĕр çинчен килнĕ хăнасем.
0
Благодаря этой рекламе сайт может продолжать свое существование, спасибо за просмотр.
3
Косми: Ырă кун пултăр, хисеплĕ Звездочёт. Звездочёт: Сывлăх сунатăп, Косми. Ăçта çитсе куртăн-ха юлашки вăхăтра? Косми: Эпĕ тĕнчери чи илемлĕ планета çинче - Çĕр çинче пултăм. Звездочёт: Мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăнтăн эсĕ унтан? Косми: Çĕр - тĕлĕнмелле планета иккен. Анчах та унта пысăк инкек пулма пултарать. Звездочёт: Çĕр планетăн тăшмансем пур-им? Косми: Пур çав. Тăшмансем пур кăна мар, вĕсем çав тери хытă чунлă. Хисеплĕ Звездочёт, сирĕн пата Çĕр çинчен манпа пĕрле хăнасем килчĕç. Вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа парасшăн. Звездочёт: Чăнах-и? Косми: Чăнах. Звездочёт: Апла пулсан пурне те хăвăртрах кунта чĕнсе кил. 100 çула яхăн Çĕр çинчен нимле хыпар та çук. Косми, камсем-ха вĕсем, пирĕн хăнасем? Косми: Вĕсем йышлăн: Шыв, Сывлăш, Çумăр, Фауна, Флора, Озон, Çĕр .
4
Шыв: Ырă кун пултăр, Звездочёт.Эпĕ Шыв ятлă. Звездочёт: Питĕ хавас санпа паллашма. Шыв, сана мĕн пăшăрхантарать? Шыв: Çĕр çинче 71% шыв шутланать. Сарлака юхан шывсем, çутă кÿлĕсем, вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕссем, океансем нумай унта. Çынсем шывсăр пĕр кун та пурăнма пулараймаççĕ. Апла пулин те хăйсем ман çинчен шухăшласах каймаççĕ. Звездочёт: Мĕн тăваççĕ-ха вĕсем? Шыв: Çынсем манăн тасалăхшăн пĕрре те тăрăшмаççĕ, пĕр шелсĕр варалаççĕ, тĕрлĕ каяшсем кăларса яраççĕ. Звездочёт: Мĕншĕн эсĕ хăв кÿреннине кăтартмастăн? Шыв: Хăш-пĕр чух, чăнах та, питĕ тарăхса каятăп. Анчах та ним тума та çук. Эпĕ пĕчĕк ача пекех – хама хам хÿтĕлейместĕп. Манăн çынсемсĕр пуçне никамран та пулăшу ыйтма çук. Мана вĕсем кăна пулăшма пултараççĕ.
5
6
Звездочёт: Чăнах та, ку питĕ пысăк инкек. Флора, эсĕ мĕн калăн тата? Флора: Эпĕ – Çĕр çинчи ÿсен-тăран тĕнчи. Эпĕ çав тери пуян. Звездочёт: Сана мĕн шухăшлаттарать-ха? Флора: Манăн пысăк ĕмĕт пур. Çĕр çинче ĕлĕкхи пекех вăрмансенче тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, тĕрлĕ чĕр чунсем, çырла, кăмпа, мăйăр нумай пултăрччĕ. Вара пурăнма аван пулĕччĕ. Звездочёт: Ку пуянлăх Çĕр çинче сахал-и вара? Флора: Сахалланчĕ çав. Çынсем вăрмансенче, парксенче канма юратаççĕ. Анчах та вĕсем хыççăн çывăха пыма та хăрушă. Пур çĕрте те çÿп- çап, ванчăк кĕленчесем, хут … Çынсем çапла тунăшăн эпĕ питĕ кÿренетĕп. Звездочёт: Çапла, ку питĕ кÿренмелли япала. Флора: Тата çынсем, уйрăмах шкул ачисем, йывăç тураттисене хуçма юратаççĕ. Ах, мĕн тери ыраттараççĕ вĕсем мана.
7
Звездочёт: Çав тери тĕлĕнмеле япала пулчĕ ку маншăн. Ачасен чунĕсем хытса пыни мана та шухăшлаттарать. Фауна, сана мĕн канăç памасть? Фауна: Пурте пĕлеççĕ: эпĕ - чĕр чунсен тĕнчи. Звездочёт: Санăн та пурнăç йывăр-и? Фауна: Йывăр. Çынсем ман çинчен пачах шухăшлама пăрахрĕç. Вĕсем тискер чĕр чунсене лăпкă пурăнма, ĕрчеме памаççĕ. Этем малалла та хăйне çапла тытсан эпĕ Çĕр çинче çухалас хăрушлăх та пур.
8
9
Звездочёт: Çĕр, эсĕ мĕн пĕлтересшĕн пире? Çĕр: Хальхи халăх мана та ĕлĕкхи çынсем пек юратмасть. Мана авал хисеплесе «Çĕр-анне» тесе калатчĕç. Манăн халĕ те çак сăмахсене илтес килет. Анчах мана ним вырăнне те хумаççĕ. Звездочёт: Мĕншĕн кун пек шухăшлатăн? Çĕр: Эпĕ ĕлĕкхи пек тухăçлă тыр-пул, пахча- çимĕç, улма- çырла пама пултараймастăп, мĕншĕн тесен çынсем çĕр çинче чуна парса ĕçлесшĕн мар. Пур çĕрте те çум курăкĕ айне пулнă уйсене курма пулать.
10
Звездочёт: Ах, мĕнле-ха капла? Çынсем кун пек пулса каясса тĕлленмен те эпĕ. Эсĕ мĕн калăн, Сывлăш? Сывлăш: Манăн та савăнмалли сахал. Звездочёт: Мĕншĕн? Сывлăш: Заводсем, фабрикăсем, автомашинăсем - манăн тăшмансем. Вĕсем сиенлĕ газсем кăлараççĕ. Звездочёт: Ку сана чăрмантарать-им? Сывлăш: Паллах чăрмантарать. Хăш-пĕр çĕрте сывлама та май çук. Звездочёт: Çынсем вара мĕнле пурăнаççĕ? Сывлăш: Халлĕхе чăтаççĕ. Таса мар сывлăш пуриншĕн те япăх: ÿсен-тăрансемшĕн те, тискер кайăксемшĕн те. Уйрăмах вара - çынсемшĕн. Çавăнпа ĕнтĕ юлашки çулсенче чирлĕ çынсен йышĕ пысăклансах пырать.
11
Звездочёт: Озон, эсĕ мĕн калама пултаратăн? Озон: Эпĕ тÿпере, çав тери çÿлте пурăнатăп. Эпĕ - Çĕрĕн озон сийĕ. Эпĕ – Çĕрĕн тĕп сыхлавçи. Звездочёт: Эсĕ Çĕре мĕнрен сыхлатăн? Озон: Эпĕ Çĕре хĕвелĕн çунтаракан пайăркисенчн хÿтĕлетĕп, вĕсене Çĕр çине ямастăп. Звездочёт: Озон, эсĕ мĕнрен хăратăн? Озон: Манăн чи хăрушă тăшман вăл - сиенлĕ газсем. Звездочёт: Мĕнле майпа кансĕрлеççĕ вĕсем сана? Озон: Ку тăшманпа кĕрешсе манăн пысăк шăтăк пулса кайрĕ. Ку шăтăк вăл питĕ хăрушă. Звездочёт: Эпĕ пĕлнĕ тăрăх çак шăтăк витĕр хĕвелĕн сиенлĕ пайăркисем Çĕр çине çитме пултараççĕ. Озон: Пултараççĕ çав. Ку вара çыннăн ÿчĕшĕн уйрăмах сиенлĕ.
12
Звездочёт: Эсĕ тата мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн, Çумăр? Çумăр: Эпĕ кислоталлă çумăр. Çавăнпа та çынсем мана юратмаççĕ. Звездочёт: Эпĕ темскер ăнлансах илеймерĕм-ха. Çынсем çумăра яланах кĕтетчĕç вĕт. Çумăр: Эпĕ ахаль çумăр мар çав. Ман тумламсем ÿсен-тăрансемшĕн те, чĕр чунсемшĕн те, пĕр сăмахпа каласан, пуриншĕн те сиенлĕ. Звездочёт: Мĕнрен пулса кайнă-ха эсĕ, кислоталлă çумăр? Çумăр: Тÿпене лекнĕ сиенлĕ газсенчен.
13
Звездочёт: Хисеплĕ хăнасем, эсир пĕлтернĕ тăрăх Çĕр çинче çынсем тăван тавралăха сыхламалли çинчен шухăшласах каймаççĕ. Ман шупа, вĕсем кăна пĕлеççĕ, анчах та пур чухне те асра тытмаççĕ. Косми: Звездочёт, атьăр вĕсене кун çинчен аса илтеретпĕр. Звездочёт: Тĕрĕс. Манăн халех Çĕр çине çынсем патне васкавлă телеграмма ямалла. Косми: Çынсем пире итлесен питех те аван пулĕччĕ. Мĕнле сĕнÿсем паратпăр-ха вĕсене, ачасем? (Вĕрененкенсем хăйсен сĕнĕвĕсене калаççĕ. Звездочёт пĕтĕмлетÿ тăвать).
14
Телеграмма Ҫут çанталӑк ырлӑхне упрама ачаран хӑнǎхса пымалла.Ку ырлӑх пире кӑна мар,пирӗн хыççӑнхи ӑрусене çиттӗр. Ҫӑла ан сур-хӑвǎнах ӗçмелле пулӗ. Ан манӑр:этем-сут çанталӑк ачи. Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ-Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун. Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ-Раççейре экологсен кунӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗ- -Пӗтӗм тӗнчери озон сийне сыхламалли кун.