7


  • Учителю
  • Сценарий мероприятия Анне пурри-телей

Сценарий мероприятия Анне пурри-телей

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Анне пурри-телей

( 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ)



Класра "Манăн аннеçĕм" сăн ÿкерчĕклĕ хаçатсем çакăнса тăраççĕ. Стена çинче пысăк сас паллисемпе: "Анне - пирĕн телей" тесе çырнă.

Ертсе пыракан: Ырă хĕвел ăшшипе

Ирхи хĕвел куллипе

Ырă кун пултăр!

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарнинче - аннесен кунĕ. Сире пурне те Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатăп.

Вĕренекен : Анне... Çак тăватă сас паллинче ырă та лайăх туйăм пытанса тăрать. Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ.

Ертсе пыракан: 8-мĕш класс ачисем те уяв ячĕпе хаçат, сăвă-юрă, аннесем çинчен каласа пама хатĕрленĕ.

(Ачасем сăвăсем вулаççĕ)

1.Савăнса кĕтсе илетпĕр

Аннесен уяв кунне.

Йышăнса илсемĕр тетпĕр

Парнине те саламне.

2.Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурăнать ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

3.Анне, санпа эп мухтанатăп,

Пăхатăн ăшшăн, кăмăлтан,

Ачашласа чуппа тăватăн,

Мана эс вăй-хăват паратăн.

4.Аннеçĕм, ытарми аннеçĕм,

Эс пуринчен те хитререх.

Эс манăн кăн-кăвак чечекĕм.

Тата та пул чипертерех.

5. Тÿпере хĕрÿллĕн

Сар хĕвел пăхать,

Ман аннем пит-куçĕ

Кулăпа çунать.

6.Эй, анне, аннеçĕм,

Юрататăп сана.

Чăн-чăнах хĕвелĕн

Кулăпа çунать.

7.Сар хĕвел пек çутă

Эс пире саватăн.

Пурнăçу та шутăр

Санăн пыл та çу.

Ертсе пыракан: эпир сирĕнпе вăйă вылятпăр. Ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайне тупмалла.

Анне -................................ ................ кил ăшши.

Аннерен çывăх.................. ................ тăван çук.

Анне ăшши........................ ................ хĕвел пек.

Анне кăмăлĕ...................... ................. хĕвелрен ăшăрах.

Атте-аннерен хакли............ .................. никам та çук тĕнчере.

Аçу-аннÿне......................... .................. хисепле.

Анне парни........................ .................. чуна ăшăтать.

Аннерен вĕреннĕ чĕлхене... ................манма çук.

Анне - ăшă çумăр, амаçури - пăр:... ... çумăр ачашласа ÿстерет, пăр ватса çĕмĕрет.

Анне куççулĕ - вăрăмлăх,................. ... хĕр куççулĕ - вăхăтлăх.

Ашшĕсĕр ача - çур тăлăх,................. .... амăшсĕр ача - хăр тăлăх.

Атте-анне халалĕ............................... ..... пин сумлă.

Анне хĕвелтен................................... ..... малта.

Ертсе пыракан: Эсир питĕ маттур. Анне çинчен тата мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр?

Ачасем:

Анне алли ачашлама юратать.

Анне алли çапсан та çемçен çапать.

Анне апачĕ пылтан тутлă.

Анне ăшши пурне те çитет.

Анне ăшши хĕвел пек.

Анне вăл хăй çиес çăкçрне те, ĕçес шывне те ачине парать.

Анне кăмăлĕ - çемçе кăмăл.

Анне кăмăлĕ хĕвелрен ăшăрах.

Вĕренекен: Аннеçĕм! Мĕнле телей пирĕншĕн эс пурри. Сансăр хĕвел те ăшăтмасть, уйăх та çутатмасть, чечек те çеçке çурмасть.

(Ачасем малалла сăвă вулаççĕ)

1.Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çвн тăвасшăн

Çунать чĕререн?



Кам тĕлĕкĕнче те

Курать-çке пирех,

Килте пуринчен те

Тăрать иртерех?

2.Кам ир вучах чĕртнĕ -

Апат пĕçерет,

Ĕне суса кĕнĕ -

Ăш сĕт ĕçтерет?

Е ăшă çи-пуĕ-и

Тимлет сан валли?

Пĕр-пĕр инкек пулчĕ -

Сиплет кам алли?

3.Кам ыррăн, хавассăн

Пурне те пире,

Çапла лăш курмасăр,

Пăхса ÿстерет?



Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне:

Вăл - пирĕн телей-çке,

Вăл пирĕн анне!

4.Вăл кирек хăçан та

Чи çутă тивлет.

Анчах ман çакна та

Калассăм килет.

Хăш чух эпир темшĕн

Чĕресĕр пекех,

Çуратнă аннешĕн

Хыпмастпăр питех.

5.Анне таврăнать-и

Ĕç хыççăн хиртен,

Каллех тупăнать ун

Тем те пĕр килте.

Ик алăшăн - пин ĕç,

Вăл пĕр пушă мар.

Эпир ăна тивĕç

Куллен пулăшма.



6.Анчах та манатпăр

Çавна час-часах,

Ĕçрен пăрăнатпăр

Вăййа васкаса.

Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

Тăвать хăй ĕçне -

Çуратнă аннемĕр,

Юратнă анне.

7.Пире вăл ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн.

Çак сăвă çĕклетĕр

Кашнин шухăшне:

Ача хисеплетĕр

Тăван амăшне! (Аркадий Ĕçхĕл)

Ертсе пыракан: Амăшĕ хăйĕн ачине юрла-юрла çывăрттарать. Лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунать. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пыраççĕ. ("Сăпка юрри")

Ертсе пыракан: Анне - чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Мăшăр çунат ÿстернĕшĕн,

Ÿстернĕшĕн, юратнăшăн.

Сÿнми телей пилленĕшĕн.

Ертсе пыракан: Вăйă "Анне" сăнарĕ литературăра. Анне çинчен çырнă мĕнле хайлавсем пĕлетĕр?

Ачасем:1. "Анне" сăвă ( А.Ĕçхĕл)

2. "Мать" М.Горький.

3. Анне сăнарĕ (юрă) Сăвви А.Гордеевăн. Кĕвви Г.Маркияновăн

4. Аннене (юрă) Сăвви Н.Васильеван. Кĕвви А.Орлов-Шуçăмăн

5. Тавах, аннем (юрă) Сăвви В.Урташăн. Кĕвви Н.Григорьевăн

6. Лар, аннеçĕм, юнашар (юрă) Сăвви Ю.Плотниковăн. Кĕвви А.Серггевăн





Ертсе пыракан: Пирĕн юратнă аннесем ачисемшĕн тем те тума хатĕр. Килте тĕрлĕ ĕçе тăваççĕ. Вĕсем апат пĕçерекен те, вĕрентекен те, çĕвĕç те, кĕпе-йĕм çăвакан та, пахчаçă та, тухтăр та тата ыт. те. Унсăр пуçне вĕсен хăйсен суйласа илнĕ юратнă ĕçĕ те пур.

( Ачасем хăйсен амăшĕсен профессийĕ çинчен каласа параççĕ)

Ертсе пыракан: поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Эсир аннене менпе танлаштарма пултаратăр, анне çинчен мĕнлерех ăшă сăмахсем калама пултаратăр? Çакăнта хĕвел пайăркисем, кашни пайăрки çине аннене сăнлакан чи ырă сăмахсем çырмалла.

(Ачасем хĕвеллĕ кластер тăваççĕ.)

Сценарий мероприятия Анне пурри-телей

























(Илемлĕ, пархатар, ăшă, савăнăçлă, тарават, тимлĕ, хаваслă, хастар, хисеплĕ, пурне те каçарать, пулăшма хатĕр, çепĕç, çутă, таса, кăмăллă, кăвак куçлă, хĕвел, ĕçчен, мерчен, ахах, чечек.)

Вĕренекен: Анне кулли -

Хĕвел çути,

Анне кулли -

Чи илемли.

Анне кулсан

Чунра аван:

Юрлас килет,

Ташлас килет.

(Презентаци "Ман юратнă анне". Ачасем амăшсем çинчен каласа параççĕ.)

Вĕренекен: Тÿпере пиншер çут çăлтăр

Çуталать-çке йăлтăр-йăлтăр.

Кам-ши çутнă вĕсене?

Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?

Вĕсене пĕрле пухатпăр,

Çăлтăрсен пуххи тăватпăр,

Анне кунĕ ячĕпе

Парнелетпĕр аннене.

(Амăшсене парне параççĕ.)

Вĕренекен: Ырă тĕслĕх эс маншăн, аннем,

Пурăнсамччĕ ялан, пурăнсам,

Эсĕ панă пехил ĕмĕре

Упранать манăн чун-чĕремре.

Пурте ура çине тăрса юрă юрлаççĕ. ( "Пусть всегда будет мама" юрă)



Пусть всегда будет солнце,

Пусть всегда будет небо,

Пусть всегда будет мама,

Пусть всегда буду я.

Яланах хĕвел пултăр,

Яланах тÿпе пултăр,

Яланах анне пултăр,

Яланах эп пулам!



Ачасем пурте пĕрле:

Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!

Эпир сире питĕ юрататпăр!





 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал