7


  • Учителю
  • Урок чувашского языка для 8 класса «Хурăн (Берёза)».

Урок чувашского языка для 8 класса «Хурăн (Берёза)».

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание: Хурăн йышăнчи ӳсентрансенчен нумайĕшĕ 30-45 м çӳллĕш йывăçсем, вуллине ыталасан 120—150 см таран. Хăшпĕр тĕсĕсем - тĕмсем, çĕр çинче выртса кăштах çĕкленекен таран. Пурте пĕр çуртлă, аçа тата ама чĕчеклĕ, чечек тусанне çилпĕ сараççĕ.Тымарĕсемхăватлă. Хăшпĕр тĕсĕсен çĕр çиĕн, н
предварительный просмотр материала

Вĕрентекен:Такина Алевтина Александровна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Ачасен ÿсĕмĕ: 8-мĕш класс.

Вĕренÿ кĕнеки:

Печников О.И., Печникова М.Н. Чăваш сăмахĕ:Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли / О.И.Печников, М.Н.Печникова.- Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008.

Урок теми:Хурăн.

Урок тĕсĕ: Хутăш урок.

Вĕренÿ тĕллевĕсем: хурăнпа тĕплĕн паллаштарасси, чăвашла предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелес ăслайсемпе хăнăхусене çивĕчлетесси.

Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, вулав хăнăхăвĕсене, ыйтусене хуравлас ăсталăха аталантарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕсем: Ачасен тавра курǎмне пуянлатасси, тăван тавралăха сăнама, юратма, ÿсен-тăран тĕнчин илемĕпе киленме хăнăхтарасси, унăн илемне упрама вĕрентесси.

Усă курнă технологисем: критикăллă шухăшлав, информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: вĕренÿ кĕнекипе (учебникпа) ĕçлени, çыхăнуллă калав йĕркелени, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени (илемлĕ вулани, куçару), ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, презентаципе усă курни, учитель панă ыйтăва текстра тупса вуласси, лару-тăру моделĕсене улăштарни (ĕçленĕ тата калаçнă чух пĕр ĕçрен тепĕр ĕç çине хăвăрт куçни), инсерт мелĕ, кластер йĕркелесси (инсерт мелĕн элеменчĕ),

вăйă меслечĕ, "Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем" рефлекси мелĕ.

Чĕлхе теорийĕ: предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелеме хушакан правило.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, Pover Point программăпа ачасем валли хатĕрленĕ презентаци, хур тата хурăн ÿкерчĕкĕсем, Ăсан Уçăпĕн кĕнекисем, хурăн сĕткенĕ, ЧР Хĕрлĕ кĕнеки, " Хурăнăн усси" выставка, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем.

Усă курнă литературăпа интернет ресурсĕсем:

1. Печников О.И., Печникова М.Н. Чăваш сăмахĕ:Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли, / О.И.Печников, М.Н.Печникова.- Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008.

2. Печников О.И. Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи урокĕсем: меслет сĕнĕвĕсем / О.И.Печников, М.Н.Печникова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательствин центрĕ, 2010.

3. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕсенчи I-IX классен программи / И.А. Андреев профессор хатĕрленĕ. - Шупашкар, 2004

4. Родной край(6-7 класс) / Елена Енькка. - Чебоксары, 2005.

5.

6

Алексей Шадриковăн « Шурă хурăн» юррн. dic.academic.ru Словари и энциклопедии на Академике (фразеологизмы)

7.


Слайдсен аннотацийĕ

1-мĕш слайд: Ачасене урока йĕркелесси.

2-мĕш слайд: Тĕрĕс калăр! (Фонетика зарядки).

3-мĕш слайд: Тупмалли юмах.

4-мĕш слайд: Ăсан Уçăпĕ çинчен çырнă информаци.

5-мĕш слайд: Словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем.

6-мĕш слайд: Текста мĕнле ăнланнине пĕр-пĕрне ыйтусем парса тĕрĕсленĕ чух фон вырăнне усă куракан хурăнлăх ÿкерчĕкĕ. Кану саманчĕ (гиперссылка ÿкерчĕк). Гиперссылка хурăн туратти (хурăнăн усси презентаци тухать).

7-мĕш слайд: Хурăнсен тăватă пахалăхĕ.

8-мĕш слайд: Эх, юррăм, янăра! (юрăсен списокĕ) + кĕвĕ файлĕ.

9 -мĕш слайд: Çыру ĕçĕ ирттернĕ чух фон вырăнне усă куракан хурăнлăх ÿкерчĕкĕ.

10-мĕш слайд: Çĕнĕ Шупашкарти хула варринчи çÿллĕ хурăн.

11-мĕш слайд: 4 çулталăк вăхăтĕнчи хурăнсем + (гиперссылка ÿкерчĕк "Хĕллехи хурăнсем") резерв:(+вырăс ÿнерçисен хурăна халалланă ÿкерчĕкĕсем (гиперссылка сăрăсем)_

12-мĕш слайд: Пĕтĕмлетÿ+ cапăрлăх саманчĕ ирттернĕ чух усă куракан фон.

13-мĕш слайд:Суйлавлă килти ĕç.

14-мĕш слайд :Ачасене урокри ĕçшĕн тав туни, сыв пуллашни.


Урок юхăмĕ.

Класа урока йĕркелени. (1 слайд)

-Сывлăх сунатăп, ачасем!

-Сывлăх сунатпăр, Алевтина Александровна!

Вĕренекенсем: Шăнкăр - шăнкăр шăнкăрав,

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине,

Пуçлар чĕлхе урокне.

Вĕрентекен: Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

Пĕлмелли питех нумай,

Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май (П.Хусанкай)

I.Фонетика зарядки. (2 слайд)

- Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха.

ĕ-çĕ-ĕç

ĕçлеме пуçлар

ă-сă-ăс

ăслăрах пулар

« Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн, эп пуласшăн ик ăслах».

  • учитель хыççăн ачасем вулаççĕ

  • вырăсла куçарасси

  • ушкăнпа, пĕчченшерĕн вулаттарасси

II.Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.

  1. Умĕнхи калаçу.

- Учебникри текстсене пайсем (модульсем) çине уйăрнă. Ачасем, пурĕ миçе модуль?

Паянхи урокра эпир сирĕнпе «Ÿсен-тăран тĕнчи» пая (модуле) пуçлатпăр.Çак модуле вĕренме

пурĕ 17 урок уйăрнă. Паян пирĕн пĕрремĕш урок.

Эпĕ сире пĕр тупмалли юмах парасшăн.

Хĕлле ăшăтать,

Çуркунне савăнтарать,

Çулла сивĕтет,

Кĕркунне тăрантарать.

Мĕн вăл? (йывăç)

(Ачасем тупсăмне калаççĕ)


Айтăр вăйă выляр-и?

Йывăç ячĕсене пĕлнине

Тěрĕслесе пăхар-и? (Ачасем йывăç ячĕсене калаççĕ.)

-Паянхи урокра вара мĕнле йывăç çинчен тĕплĕнрех калаçасси те тупмалли юмах тупсăмĕнчен палăрĕ.

Мĕнле кайăк ячĕ çумне ăн хушсан йывăç ячĕ пулать?( 3 слайд)

Çапла вара, хурăн çинчен калаçăпăр. « Хурăн» текста тишкерÿллĕн вулăпăр, çыхăнуллă пуплеве, вулав, куçару хăнăхăвĕсене аталантарăпăр, чăвашла предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелес хăнăхусене çивĕчлетĕпĕр.

III.Çĕнĕ материала вĕренни.

-Ачасем, эсир хурăн çинчен мĕн пĕлетĕр? (Ачасем хурăн çинчен мĕн пĕлнине калаççĕ.)

1.Текстпа ĕçлени.

- Кĕнекесене 170-мĕш страницăна уçатпăр, «Хурăн» текста тупатпăр.

- Ку текста кам çырнă?

-Кам-ха вăл Ăсан Уçăпĕ? (4слайд) (Унăн кĕнекисене кăтартмалла.)

1).Словарь ĕçĕ. (5слайд)

-Текста лайăх ăнланма малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр. Çак сăмахсенчен эсир хăшĕсене пĕлетĕр?

Хурăн папки - берёзовая почка

Ăнсăртран - случайно,ненароком

Астив - попробовать,испробовать

Йышăн - занять.занимать

Хайла (кĕвĕле) - сочинять

Вăйă карти - хоровод

Карталанса тăрса - встав в круг, образовывая круг

  • пурте пĕрле, ретĕн-ретĕн, уйрăмшарăн вулаççĕ

  • сăмахсемпе тата сăмах майлашăвĕсемпе предложенисем тупни.

2).Текста вулани.

-Халĕ текста пĕтĕмĕшле вулăпăр.(Текста вуланă май ачасем Инсерт мелĕпе усă курса кăранташпа хăйсене шухăшлаттаракан, кăсăклантаракан вырăнсене паллă туса пыраççĕ:

v если то, что вы читаете, соответствует тому, что вы знаете;

+ если то, что вы читаете, является для вас новым;

? если то, что вы читаете, непонятно,

(кашни ачана валеçсе памалла)

-Тимлĕ пулăр, ăнланма тăрăшăр, ударенисене асăрхăр. Текстăн содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

3).Текст содержанине вырăсла калаттарасси (аудировани).

4).Текста çурма сасăпа вулаттарасси, Инсерт таблицине тултарасси.

- Следующим шагом будет заполнение таблицы «Инсерт», количество столбцов которой соответствует числу значков маркировки:

«V» - соответствует тому, что знаю ( пĕлетĕп)

«+» - является для меня новым (ку маншăн çĕнĕ)

«?» - непонятно, не понимаю

(ăнланмалла мар, ăнланмастăп)


  • Инсерт таблицисене тишкересси.

5).Суйлавлă вулав.

-Текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вуламалла.

6).Ыйтусене хуравлаттарасси.

-Текста мĕнле ăнланнине пĕр-пĕрне ыйтусем парса тĕрĕслĕпĕр. (Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ.) (6слайд)

  • Кану саманчĕ (6слайд+ гиперссылка ÿкерчĕк)

Айтăр, эпир те вăйă картине тăрар,

«Хурăн çулçи çурăлсан» юрра шăрантарар.

2. Ушкăнсемпе ĕçлени.

-Халĕ ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр. Пирĕн виçĕ ушкăн, кашни ушкăнта консультантсем (чăвашла лайăх ăнланакан, пĕлекен ачасем) пур.

(6слайд+ гиперссылка хурăн туратти (хурăнăн усси презентаци тухать)

-Ачасем, хурăнăн мĕн пур?(Хурăнăн вулли,туратти,çулçи,кăчки,хуппи,тымарĕ пур.)

-Унăн кашни пайĕ усă кÿрет.

  • Грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс предложенисем йĕркелесси.

(кашни ушкăна карточка валеçсе памалла)

1ушкăн: Хурăнăн туратлă тăррин усси çинчен.

2ушкăн: Хурăнăн вуллин усси çинчен. ( япалисене кăтартмалла!)

3ушкăн: Хурăнăн хуппин усси çинчен.

(Кашни ушкăнтан пĕр ача тухса калаçать.)

1 ушкăн……. .

- Кам мунчара çапăнма юратать? (Ачасем хуравлаççĕ)

- Кама «Хурăн пăтти çитернĕ»?

Березовая каша» - фразеологический оборот, символически обозначающий наказание за проступок. Когда то, в старые времена, на Руси из голых березовых веток делали розги и били ими детей за озорство и хулиганство. Это как бы родительский вид наказания преимущественно.

  • Никамăн та «Хурăн пăтти» çиес марччĕ.

2 ушкăн………

3 ушкăн………

Ушкăнсен ĕçĕсене хаклани.

Хурăн тымарĕн усси çинчен калаçасси.

-Çуркунне çынсем хурăн шывне тутанса пăхма васкаççĕ.

-Кам хурăн шывĕ ĕçсе курнă?

-Эсир хурăн шывĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? (Ачасем калаççĕ.)

-Ачасем, сĕткенне юхтарса хурăна сиен кÿрес марччĕ! Атьăр, лавккара сутакан хурăн сĕткенне астивсе пăхар. (Ачасем хурăн шывне ĕçеççĕ)

-Ачасем, эсир пĕлетĕр-и хурăнăн хăйĕн кунĕ те пур иккен. Ака уйăхĕн 11-мĕшĕ - Хурăн кунĕ шутланать.

(7 слайд) Халăх авалах хурăнсен тăватă пахалăхне хисепленĕ. Пĕрремĕш вăл - тавралăха илем кÿни, иккĕмĕш - тасалăхра тытни, виççĕмĕш - шăв-шава лăплантарни, тăваттăмĕш - чир-чĕртен сыватни.

3.Эх, юррăм, янăра! (8 слайд)

- Хурăн йывăççин илĕртÿлĕхĕ, илемлĕхĕ, асамлă туртăмĕ тĕрлĕ юрăсенче тĕл пулать.

-Айтăр, кĕвĕ янăравĕпе куçсене кантарса илер. (Кĕвĕ янăрать.(1 çаврăм))

-Мĕнле юрă кĕввине итлерĕмĕр? («Во поле берёза стояла»)

-Вырăссен те хурăн çинчен вăйă юрри пур.

4.Грамматика материалĕпе ĕçлесси (Çыру ĕçĕ). (9 слайд)

- Хурăнсем нумай ÿсекен вырăна пĕр сăмахпа мĕнле калаççĕ?

- Хурăнлăх мĕнле курăнать? Текстри пĕрремĕш предложенипе хуравлатпăр.

-Ку предложение грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркеленĕ-и?

-Мĕншĕн тĕрĕс йĕркелемен тесе шутлатăр? (Вĕренекенсем чăваш чĕлхинче предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелеме хушакан правилăна калаççĕ, вырăс чĕлхинчипе танлаштараççĕ,)

-Тĕрĕс предложение çыратпăр.

-Хурăнлăх сăмаха тытăмĕ тăрăх тишкеретпĕр.

IV.Калаçу йĕркелесси.

1. Çĕнĕ Шупашкарти хурăнсем.

-Пирĕн хулара хурăнсем ÿсеççĕ-и?

-Вĕсене ăçта курма пулать?

-Хула варринче те çÿллĕ хурăн ÿсет. Асăрханă-и? (10 слайд)

2.Шкул картишĕнчи хурăнсем.

-Шкул картишĕнче хурăнсем пур-и?

-Пурĕ миçе хурăн ÿсет-ши? Уроксем хыççăн шутласа тухăр.

-Пирĕн кабинет чÿречисем умĕнче те хурăнсем ÿсеççĕ. Çак хурăнсен илемĕпе киленетпĕр.

Хĕлле те çав тери капăр ку йывăç. Шап-шурă пас тытнăскерне пăхса ытараймастăн.

(11 слайд) Ахальтен мар пулĕ, чăваш ÿнерçисенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçĕсене хурăна халалланă.

(12 слайд+гиперссылка ÿкерчĕк "Хĕллехи хурăнсем")

V.Урока пĕтĕмлетни.

- Паянхи урокра мĕнле йывăç çинчен калаçрăмăр?

-Сире хурăн килĕшет-и?

-Мана та питĕ килĕшет.

- Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

1)Ачасем хăйсен кăмăлне тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе палăртни.

Кашни ачан конвертра тĕрлĕ тĕслĕ чечексем. Ачасем кирлĕ тĕслĕ чечексене суйласа илеççĕ те чечек çыххи тăваççĕ, хăйсен мĕнле кăмăл пулнине калаççĕ.

Симĕс чечек - паянхи темăна ăнлантăм,

cарă чечек -пĕтĕмпех ăнланаймарăм,

кăвак чечек - паянхи урок килĕшрĕ,

хĕрлĕ чечек - нимĕн те ăнланмарăм,

хура чечек - урок килĕшмерĕ.

Пĕтĕмлетÿ+cапăрлăх саманчĕ: Шурă хурăн. Илемлĕ те вăл, усăллă та. Хамăр тавралăхри çак ырă йывăçа кашнинех упрама тарăшмалла, ăна лартса ÿстермелле, пăхмалла, унăн илемĕпе киленмелле. Ахальтен мар пулĕ шурă хурăн чăваш халăх чунĕнче сăнарланса юлнă, Раççей халăхĕн символĕ пулса тăнă. (12 слайд)

VI.Киле ĕç пани. (13 слайд)

-Хурăн çинчен пĕр урокра калаçса та пĕтерес çук.Килте тумалли ĕç суйлавлă пулать:

  1. Хурăн çинчен Интернетра, кĕнекесенче интереслĕ материал тупмалла.

  2. Кластер тумалла. 3)Презентаци тата буклет туса килме те юрать.

VII. Ачасен ĕçне хаклани. Маттур, ачасем. Аван ĕçлерĕр.

Урокра ĕçленĕшĕн хăвна мĕнле паллă лартатăн? Суйла.(Кашни ачана валеçсе памалла.)

"5"


"4"


"3"


"2"


Учитель лартнă паллă: _____


VIII. Урока сăвă йĕркисемпе вĕçлени.



 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал