7


  • Учителю
  • Рабочая программа по литературному чтению на чувашском языке в 1 классе

Рабочая программа по литературному чтению на чувашском языке в 1 классе

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Раздел теми,

сехет шучĕ

п/п

Урок теми

Кăмăл-сипете

аталантарасси

Универсаллă

вĕренÿ

ĕç-хĕлĕсем

Предмет

ăшĕнчи

пĕлÿ, хăнăху

Ачасен ĕç-хĕлĕ

Хушма

материал

Литература вулавё. 1-мĕш чĕрĕк (9 сехет)

Шкула каяр-ха вĕренме.

(2 сех.)

1.

Эпĕ халĕ шкул ачи.



Ачасене вĕсен пурнăç йĕрки мĕнле улшăнни çинчен калаçтарни, шкул ачин яваплăхĕпе, тивĕçĕсемпе паллаштарни, шкула юратма вĕрентни.

Ачасене кун йĕркине пăхăнма, учитель вуланине итлеме тата ăнланма,

хăйсен туйăмĕсене сăнаса пама хăнăхтарни.

Шкул йĕркисемпе паллаштарни, вĕсене ăнланса, ăса хывса куллен пурнăçлаттарни.Çыхăнуллă калаçма вĕрентни.

Хайлав тата илемлĕ хайлав ăнлавсемпе паллаштарни, вĕсене туйма, ăнланма вĕрентме пуçласси.

«Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ» кĕнекепе паллашни,

«Эпĕ халĕ шкул ачи» калаçу ирттерни.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.279

2.

Хайлав. Илемлĕ хайлав.



Кĕнекери сăнарсемпе туслашни, шкул ачин тивĕçĕсене асăмласа çирĕплетни.

Халăх сăмахлăхĕ. (4 сех.)

3.







Халăх сăмахлăхĕ (сăвви-юрри)



Пуплешÿ, чěнÿ-йыхрав, шутлав сăввисене мěнле тěллевпе каланине, мěнле йěркеленсе пынине аталантарни. Тупмалли юмахсен хăйьевěрлěхне, тытăмне сăнатарни. Вĕсемпе пурнăçра вырăнлă усă курма вĕрентни.

Кун пек сăвăсене кашни сасса, кашни сăмаха такăнмасăр, уçăмлă каламаллине палăртни. Мăшăрпа ĕçлеме хăнăхтарни.

Халăх сăмахлăхěнчи тěрлě сăвăсене танлаштарма, вěсене кăмăл-туйăма палăртса, хăвăрткаларăшсене такăнмасăр калама вěрентни, артикуляцие çирěплетни. Тупмалли юмахсем икě пайран тăнине, кашни пайěнче ытарлăх пуррине палăртасси. Вěсене хайланă чухне танлаштару тата сăпатлантару мелěсемпе усă курма вěрентни.

Килěшнě сăвă тăрăх ÿкерчěк тăвасси.

Шутлав сăввисене аса илсе вăйă вылясси.

.

«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.186-202

4.







Чĕнÿ-йыхрав сăвви-юрри. Шутлав сăввисем



5.





КТВ.А.Отачкин. Шкула.

Ю.Силэм.Тимлӗ итленӗ.

6.

Хăвăрткаларăшсем.

Тупмалли юмахсем.













Юмах юпа тăрринче… (1 сех)

7.

Юмахсем.

«Пукане юмахĕ», «Упапа хĕр ача».

Пурнăçра чеерех те тавçăруллăрах пулма вĕрентни.

Юмах тытăмěн хăш-пěр вăрттăнлăхěсене уçăмлатма пулăшасси.



Ыйтусене ăнланма, вěсене хуравлама, хăйсен шухăшне уçăмлă палăртма вěрентни. Юмахсене вуланă чух тимлĕ пулмаллинекалани.

Юмах жанрěн хăйьевěрлěхне ăнлантарма пуçласси.

Ачасене юмах логикине, сюжетне сăнатарасси.

«Кам юмахçă пуласшăн?» вăйă вылясси.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.205-216

Вăйă вылятпăр. (2 сех.)

8.









Сăвăласа çырнă хайлавсем.







Ачасене сăвăлласа çырнă хайлавсемпе паллаштарасси. Сăвăç пире тěнчене урăхларах курма пулăшнине ăнлантарни.

Итленĕ хайлавсен шухăшĕсене каласси, ыйтусем лартасси, туллин хуравласси.

«Рифма» ăнлава (термина асăнмасăр) уçăмлама пулăшасси, «автор», «сăвăçă» ăнлавсемпе паллашасси.

«Пěрле вěçлер-ха» вăйă вылясси.

.

«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.191

9.

Çыравçă хайланă юмах. В.Сутеев «Шăшипе кăранташ» юмахĕ.

2 - мĕш чĕрĕк (7 сехет)



10

КТВ. В.Давыдов-Анатри.Таван сершыв.

Таван сершыва юратма, хисепеме верентесси.

Ваттисен самахесемпе еслесси, весене анлантарасси.

Таван сершыв синчен каласа парасси.

Таван яла укересси, санласа парасси..

«Чевелти»

С.10-18

Теттесем.

(1 сех.)

11.

Шÿтлĕ сăвăсем.

П.Çăлкуç «Ăмсанса пăхать Кампур», М.Волков «Пăрçа хуралçисем», Н.Карай «Пулăра»



Шÿте ăнланма, ачасене хăйсене те шÿтлеме вěрентсе пырасси.

Ачасем хăйсемпе кулăшла пулса иртнě самантсене аса илсе каласа парасси. Группăсемпе ĕçлеме хăнăхтарни.

Сăвăлласа çырнă хайлавсене итлеме, туйма-ăнланма малалла вěрентесси.

Словарь ĕçĕ.

«Хăш ушкăн нумайрах ыйту парать?» вăйă вылясси.

«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.192,236

Ачасем çинчен.

(2 сех.)

12.













Прозăпа çырнă хайлавсем.«Калав»ăнлав.

( Н.Ишентей «Хуплу пĕçерни», П. Яккусен «Анне», И.Микулайĕ «Арбуз» суйласа ил)



Ачасене хутшăну этикечěн ансат йěркисемпе паллаштарни, хутшăнупа çыхăннă хăш-пěр ăнлавсене уçăмлатни. Атте-аннене юратма вĕрентни. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарни.

Ачасем хăйсен шухăшне тěрěс те туллин пěлтересси, сăнарсен тата хăсен ĕçне хаклама пěлесси.

Калав мěн çинчен пулнине ăнланма, калав темине уçăмлатма вěрентесси. Калав темипе унта мěн калани, ячě мěнле çыхăннине, калав ятěнче унăн теми палăрнине ăнлантарасси.







Словарь ĕçĕ.





«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.224

13.

Калавра мĕн çинчен калани. Калав ячĕ.

Л.Сарине «Арман авăртать»

Чĕр чунсем çинчен.

(3 сех.)

14.









Юптару.

П.Çăлкуç «Хур аçи»,

Ю.Мишши «Лашапа кашкăр».



Мěн çинчен те пулин шахвăртса, юптарса каласа кăтартнине, юптарусенче чěр чунсем çынсем пекех калаçнине туйса илме пулăшасси.

Чěр чунсене юратма , пĕр-пĕринпе туслă пулма вěрентни.

Юптарусене илемлĕ, палăртуллă вуламаллине каласа хăварни. Вĕсенчи сăнарсене хаклама хăнăхтарни.

«Юптару» ăнлава уçăмлаттасси, çак жанр хăйьевěрлěхне сăнатарасси, ăса хывтарасси; ку жанрпа çырнă хайлавсене ыттисенчен уйăрса илме вěрентесси.







Словарь ĕçĕ.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.227

15.









КТВ. Г.Ирхи. Асамат кепере. Тетре.

16.

О.Печников «Усала вĕрентнĕ путек», Е.Чарушин «Томка тĕлĕкĕсем».

В.Сутеев «Кăмпа айĕнче».



Тавралăх - асамлă тĕнче.

(1 сех.)

17.

А.Пăртта «Çумăр ташши»,

А.Ыхра «Пукан», Л.Сарине «Вăрманта».

Çутçанталăкри пулăмсене, чěр чунсене сăнама, итлеме,тимлеме хăнăхтарса пырасси.

Хăйсем тĕллĕн калав тăвасси, сăввине илемлĕ,палăртуллă вулани.

Пурнăçра кашни япалан, кашни пулăмăн ячě пуррине ăнлантарасси. Хайлавсенеятпамавěрентесси.

Пĕр-пĕрчĕрчун çинченкалавтăвасси.

«Пĕчĕккисенкĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.259

3- мĕш чĕрĕк (10 сехет)

Килсе çитрĕ хаваслă хĕл. ( 3 сех.)

18.







В.Эктел «Юр», П.Çăлкуç «Ытарми хěл», Л.Смолина «Тăвайкки».



Хěллехи çутçанталăка сăнама, юратма вěрентни.Юмахра чăн пурнăçра пулма пултарайман ěçсем çинчен каланине ăнлантарни.

Ачасен илемлě, палăртуллă вулавне аталантарасси, вуласа тухни тăрăх ыйтусем лартасси тата вěсем çине туллин хуравласси. Ачасем хăйсен ěçне хаклама пěлесси.

«Строфа» ăнлава уçăмлатасси, сăвăçсем чěрě маар япаласене чěрě пек туса кăтартни сăвăсене курăмлăрах, витěмлěрех тунине, пěр шухăша тем тěрлě те палăртма пултарнине ăнлантарни.

Сăвă çаврăмěсемпе ěçлесси.



Тăвайккинче ярăнни çинчен ÿкерчěк тăвасси.



Учебникри ыйтусемпе ěçлени.

«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.143

19.









В.Эктел «Хěл Мучи», П.Çăлкуç «Тăвайкки», Е.Кузнец «Çеменпе Сивě Мучи».



20.

КТВ.Г.Мальцев. Урай шални.В.Раштав. Шарпак перчи.

Ача - пăча сăмахлăхĕ

(2 сех.)

21.







Кулленхи сăвă-юрă.

Чěнÿ-йыхрав сăвви-юрри, хăвăрт сăмах, тупмалли юмахсем.



Пÿплешÿллě сăвăсене, пулмасла такмаксене мěнле тěллевпе каланине, вěсем мěнле йěркеленнипе паллаштарасси, тупмалли юмахсен хăйьевěрлěхне, тытăмне сăнатарасси. Вěсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси.

Ачасене рольпе вулама хăнăхтарасси. Çакăн евěр хайлавсене вуланă чух тимлě пулма вěрентни.

«Ача-пăча сăмахлăхě» ăнлавне уçăмлатасси. «Тема», «автор» терминсемпе паллаштарасси. Халăх сăмахлăхěнчи юмах-халапсен, сăвă-юрăсен, шÿтсен пěтěмěшле авторě халăх пулнине ăнлантарасси.



Словарь ěçě.



Чěнÿ-йыхрав сăвви хайласси, тупмалли юмах ăсласси.



Вěçсěр такмак сăвăласси.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.189-199



22.







Пулмасла халап. Вěçсěр такмак. Шÿт.



Юмах ятăм, юптартăм. (1 сех.)



23.

Улăп халапěсем. «Тилěпе Качака таки».

Ачасене ăс-хакăл пухма, ырă та тÿрě

чунлă пулма, пурнăç çине чěрě куçпа пăхма вěренме пулăшасси, чăваш халăх юмахěсенче çынсен кăмăлне чěр чунсенче кăтартнине ăнлантарасси, пěр-пěринпе туслă пурăнма вěрентни.

Юмахри сăнарсене хаклама пěлесси.

Ачасем хăйсен шухăшне тěрěс те туллин пěлтерни.

Юмахсене илемлě - сасса кирлě пек улăштарса, харпăр хăй унта пулса курнă евěр каласа пама хăнăхтарасси, юмаха пурнăçпа çыхăнтарма вěрентесси.

Учебникри ыйтусемпе ěçлесси.

Словарь ěçě.

«Çарăк» юмаха лартса парасси.

«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.205-215

Пирĕн вăйă-кулă (1 сех.)







24.

Л.Сорокина «Пукане», Ю.Силэм «Шак-шак-шак», Р.Сарпи « Ташлать Илемпи».

Туссен пěр-пěрне пулăшмаллине, вěрентнě чух кăмăллă та ăшă пиллě пулмаллине хăнăхтарасси.

Хайлавсенчи сăнарсене хаклама пěлесси.

Ачасен илемлě, палăртуллă вулавне аталантарасси, вуласа тухни тăрăх ыйтусем лартасси тата вěсем çине туллин хуравласси.

Сăвăпа калава уйăрма

вěрентесси, паллă калавçă сăвăçсемпе паллаштарасси.

Словарь ěçě.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.217

Ачасем çинчен

( 3 сех.)

25.





КТВ.Юмах юпа тарринче. Чахапа услам су. Чаваш халах юмахе.

Чăвашсем ěçчен халăх пулнине, ачисене çамрăклах ěçе хăнăхтарнине, аслисен сăмахне итлемеллине, тăвансене пулăшмаллине, ваттисене хисеплемеллине, хăйсене çын çинче тирпейлě тытмаллине палăртса хурасси.

Ыйтусене ăнланма, вěсене хуравлама, хăйсен шухăшне уçăмлă палăртма вěрентесси.

«Калуллă текст», «тěп сăнар» ăнлавсене уçăмлатасси. Калавăн пайěсемпе паллаштарасси, вěсене уйăрма вěрентесси.

«Пěрле вěçлер-ха» вăйă вылясси.





Килěшнě калав патне ÿкерчěк тăвасси.

Ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.236



26.











В.Голявкин «Инкек», Р.Сарпи.«ÿкерчěк».

А.Ыхра калавěсем, Н.Карай «Макăрмарě».



27.

М.Салихов «Усăллă кану», В Осеева «Ырă ěç», Н.Рогачёв «Пулăçсем».

Чĕр чунсем çинчен

(3 сехет)

28.







И.Яковлев «Хураçка», А.Ыхра«Шурка»,Е.Чарушин «Томка ишме вěренни».



Чěр чунсене юратма , вěсем те çынсем пекех туйма пултарнине, хăйсене майлă ăсě пуррине палăртма вěрентесси.

Хайлавсем патне ыйтусем лартса, хуравсене тěслěхсемпе çирěплетсе пěтěмлетÿ тăвасси.

Калаври тěп сăнарсене тупасси, ăна пайсем çине уйăрассине çирěплетсе хăварасси.



Словарь ěçě.

Тупмалли юмахсемпе ěçлесси.



«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.237



29.









К.Чуковский «Чěрěп кулать», Э.Шим «Шапапа калта», «Пакшапа пăрăнтăк».



30.

КТВ. Г.Мальцев Ытарайми анне. Ю.Силэм. Кавак сурах.

Тавралăх - асамлă тĕнче (3сех.)

31.







Комплекслӑ тĕрĕслев ĕҫĕ.

Вулав хӑвӑртлӑхне тĕрĕслесси.









Тавралăха юратма , мěнле улшăннине сăнама вěрентни.

Ачасен илемлě, палăртуллă вулавне аталантарасси, вуласа тухни тăрăх ыйтусем лартасси тата вěсем çине туллин хуравласси. Ачасем хăйсен ěçне хаклама пěлесси.

«Сăнлав» ăнлава уçăмлатасси, çутçанталăкри пулăмсене е япаласене сăмахсемпе хитре ÿкерчěксем пек çырса кăтартнине ăнлантарасси.

«Çуркунне темăпа сăмахлă ÿкерчěк тăвасси.





Тупмалли юмахсемпе ěçлесси.

«Пĕчĕккисен кĕнеки»: Хрестомати/ Т.В.Артемьева, Г.Ф.Трофимова/

Стр.241

32.

С.Соколинский «Çумăр»,

П.Çăлкуç «Çумăр умěн».





33.

А. Ыхра «Çурхи илем». Х.Çеменě «Çуркунне». В.Тарават «Кăнтăр çěршывěнче».



























</ Умĕн калани

Литература вулавепе пĕрремĕш класс ачисене вĕрентмелли ес программине сак документсене тепе хурса йеркелене:

  1. Федеральный закон «Об образовании в Российской Федерации №273-ФЗ от 29.12.2012 года;

  2. Федеральный государственный образовательный стандарт начального общего образования

  3. Основная образовательная программа начального общего образования МБОУ «Бичурга-Баишевская СОШ»

  4. «Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 классем валли» М.К. Волков, Л.П. Сергеев, Т.В. Артемьева, О.И. Печников, Р,Н. Петрова, Д.С.Филиппова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательстви, 2008.- 88 с.»



2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пуçламăш шкулта çĕнĕ патшалăх федераллă вĕренÿ стандарчĕ вăя кĕрет. Стандарт кĕçĕн классенче вĕренÿ ĕçĕн тĕрлĕ енĕсене йĕркелесе тăракан тĕп документ пулса тăрать.

Ку вĕренÿ çулĕнчен пуçласа вĕрентÿ программисемпе вĕрентÿпе меслетлĕх комплекчĕсем çĕнĕ стандарт ыйтнине тивĕçтермелле. Паллах, пĕр харăсах кашни предметпа пур классем валли те çĕнĕ кĕнеке-пособи калăпласа кăларма та, малтанхисене çĕнетсе йĕркелеме те май çук. Хальлĕхе Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви халиччен шкулсенче усă курнă кĕнекесемпех ĕçлеме ирĕк парать. Çĕнĕ вĕрентÿ хатĕрĕсене малашне çулсерен пĕр класс хыççăн теприне пичетлесе пыма палăртнă. Ĕçе çĕнĕ стандартра палăртнă тăрăх çĕнĕлле йĕркелеме тивет. Ятарлă вĕрентÿпе меслетлĕх комплекчĕ хатĕрлесе çитериччен 1-мĕш класра литература вулавне йĕркелесе пыракан документ вырăнне çак меслетлĕх кăтартăвĕсем пулмалла.

Кунта «литература вулавĕ» предметăн вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшне, тĕллевĕсемпе задачисене çырса кăтартнă. Предмета вĕрентнĕ май ачасем туянмалли компетенцисемпе Вĕрентĕвĕн Универсаллă Действийĕ (малалла:ВУД; вырăсла: УУД -Универсальное Учебное Действие) палăртнă, хальлĕхе усă курма юрăхлă вĕрентÿ хатĕрĕсене пахаласа хакланă. Çавăн пекех тĕслĕхлĕ вĕрентÿ ĕç программине тапхăрăн-тапхăрăн пайласа панă.

«Литература вулавĕ» предметăн 1-мĕш класс ачисене вĕрентсе ăс парас тата воспитанипарас ĕçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ

Патшалăх базис программипе килĕшÿллĕн 2006-мĕш çултан пуçласа чăваш наци пуçламăш шкулĕсен вĕрентÿ планне «Литература вулавĕ» предмета кĕртнĕччĕ. Ку предмет маларахри вулав урокĕсен вырăнне йышăнчĕ. 1-мĕш класра литература вулавне еплерех йĕркелесе ирттермелли çинчен çапла каланăччĕ: «Пĕрремĕш çур çулта, ачасен вулав хăнăхăвĕсем йĕркеленсе çитиччен, букварь умĕнхи тапхăрта тата букварь урокĕсенче эрнере 15-20 минут литература итлевĕ ирттермелле. Иккĕмĕш çур çулта эрнере пĕрре литература вулавĕн урокĕ пулмалла». (Артемьева Т.В. Литература вулавĕн урокĕсем: 1-мĕш класс: меслет сĕнĕвĕсем Т.В.Артемьева, О.И.Печников. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн центрĕ, 2009. 13 с.) Программăра палăртнă тăрăх, «литература вулавĕ пуçламăш шкулăн чи пысăк икĕ тĕллевне пĕрлĕхлĕн татса пама май парать: пĕрремĕшĕнчен, вулама тата кĕнекене юратма хăнăхтарать, иккĕмĕшĕнчен, литература хайлавне ăнланма тата унпа ĕçле вĕрентет». (Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-1У класĕсем валли (М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева, О.И.Печников, Р.Н.Петрова, Д.С.Филиппова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2008. 7 с.)

Предметăн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ



Çĕнĕ вĕрентÿ стандартне пăхăнса, 1-мĕш класра чăваш чĕлхине вĕрентме палăртнă сехетсене эрнере çапларах пайламалла: вулама-çырма вĕрентмелли уроксем - 4; литература вулавĕн урокĕсем - 1. - 33 сехет)

Вĕренÿ предмечĕн пĕтĕмĕшле характеристики

«Литература вулавĕ» чăваш пуçламăш шкулĕсенче çĕнĕ предмет. Юлашки вăхăтра ун тавра калаçу чылай пулчĕ. Семинарсемпе конференцисенче, тĕрлĕ çавра сĕтелсенче, меслетлĕх журналĕн страницисенче, меслетлĕх кăтартăвĕсенче ку ыйтăвăн тĕрлĕ енĕсене сÿтсе явма тиврĕ. Тĕпрен илсен çак шухăш çирĕпленчĕ: литература вулавĕ - техникăллă вулавран илемлĕ сăмах тĕнчине куçмалли çул-йĕр. Меслетçĕсем вăл пуçламăш шкулта тĕп гуманитари предмечĕ пулнине, предметăн харкам задачисене татса панипе пĕрлех ытти предметсен ачан гуманитари аталанăвĕпе çыхăннă пĕрлĕхлĕ задачăсене те тимлемеллине палăртаççĕ. Ку вăл чи малтан шкул ачин харкамлăхне, унăн ăславлă пултарулăхне, кăмăл-сипетпе иле- млĕх туйăмĕсене аталантарассипе çыхăннă.

Вĕрентÿпе аталантару тата сапăрлав (воспитани) задачисене татса панă чухне илемлĕ сăмахлăхпа пуплевре усă курас мехелпе анлă усă курасси вĕрентекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те яланах пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулнă. Хальхи вăхăтра, ачасем сахал вуланă, вĕрентÿ условийĕсем çĕнелсе улшăннă тапхăрта, асăннă ыйту çивĕчлĕхĕ тата ÿссе кайрĕ. Ачасем илемлĕ литературăпа кăсăкланманни, илемлĕ литература хайлавĕсене суйласа илме, йышăнма, вуласа ăнланма, хак пама пĕлменни аслисене хытă пăшăрханать.

Ачасен вулавçă культурине ăнăçлă хăнăхтарса пырсан вĕсен пурнăçĕнче илемлĕ литература, илемлĕ сăмахлăх витĕмĕ пысăкланса каять. Илемлĕ литература этемĕн кăмăл-туйăмне вăратакан, хускатакан, йĕркелекен хатĕрсенчен пĕри. Вăл ачан шухăш вĕçевне, ăслав пултарулăхне аталантарать, ăс-тăна çивĕчлетет. Вулав, уйрăмах илемлĕ литературăна вулани, этеме харкам тĕллĕнех аталанса пыма май паракан хăватлă хатĕр.

Пуçламăш классенче «литература вулавĕ» предметăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăталла этемĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, ĕç-хĕл тĕсĕсем никĕсленеççĕ, психикăн ытти мĕн-пур функцийĕсем çирĕпленсе аталанма пуçлаççĕ.

Нумай вулани, вуланине итлени ачан ăс-тăнне çивĕчлетет. Вăл вĕренÿре кирлĕ ăслайсене ăнăçлăрах алла илсе пырать. Илемлĕ литературăна чуна хывасси ăспа кăна мар, сисĕм-туйăм урлă та пулса пырать. Çавăнпа илемлĕ хайлавсемпе паллаштарни ачан кăмăл-сипет тата илемлĕх туйăмĕсене (тараватлăх, савăнса киленни, тĕлĕнни, сапăрлăх т.ыт.те.) аталантармалли паха услови те пулса тăрать. Илемлĕ сăнара, чĕлхен илемлĕхпе сăнарлăх мелĕсемпе хатĕрĕсене ăнланас тесен мĕн вуланине ăсра курма пултармалла. Çавăнпа литература вулавĕн урокĕсенче ачасен сăнарлă шухăшлавне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене ăнкарса татса пама майсем ытларах.

1-мĕш класра «Литература вулавĕ» вĕренÿ предмечĕ кăна мар, вăл ача-пăча аталанăвне тата воспитани ĕçне витĕм кÿрекен хăватлă хатĕр те. Литература çÿпçи кăмăл-туйăмпа ăс-хакăл пахалăхĕсене аталантармалли майсемпе мелсем тĕлĕшĕнчен питĕ пуян. Илемлĕ сăмах, сăнарлă пуплевĕн палăрту хатĕрĕсемпе мелĕсем шкул ачисене культура тĕлĕшĕнчен аталантармалли никĕс. Гражданлăх тата патриотизм воспитанийĕн никĕсĕ те - литературăн паха хайлавĕсене вуланинче.

Уроксенче паллашакан хайлавсем ачасен ăс-хакăлĕнче таврари тĕнче çинчен пĕлÿсем калăплама пулăшаççĕ: сăнарсем, ăнлавсем, идейăсем урлă. Ачасем хайлав содержанийĕпе паллашнă май сăнарсем тĕнче çине мĕнле куçпа пăхнине, вĕсен шухăш-кăмăлне, ăс-хакăл пахалăхĕсене сăнаса ăса хываççĕ. Вĕсен хăйсен Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, этем тата этемлĕх çинчен пуçламăш ăнлавсем çуралса йĕркеленеççĕ.

Вулав урокĕсенче воспитани задачисем анлăнрах, ăнăçлăнрах пурнăçланса пыраççĕ. Ăсĕпе вулавçă хăй мĕн вуланине чĕри витĕр кăларать, лайăххипе япăххине, ыррипе усаллине уйăрма хăнăхать. Ку пахалăхсем пуçламăш классенчех никĕсленсе аталанма пуçламалла. Илемлĕ хайлавсене тимленĕ, ăса хывнă май ача-пăчан кăмăл-сипет, ăс-хакăл тата туйăм опычĕ пуянланса аталанать

Илемлĕ хайлавсене вуласа унти сăнарсен хăтланăшĕсене, кăмăл-туйăм хусканăвĕсене сăнанă-тишкернĕ ачасем çут çанталăкри, çынпа çын, çынпа çут çанталăк хушшинчи хутшăнусене туйма, хаклама, вĕсен илемне курма хăнăхса пыраççĕ, харкам хутшăнăвĕсене килĕшÿллĕрех йĕркелеме хавхаланаççĕ. Çакă ачасем шкул картине кĕрсенех, пĕрремĕш класрах пуçланать.

Илемлĕ литература социаллă пурнăçа, çут çанталăка сăнарласа сăнлать.Çавăнпа унăн витĕмĕ те вăйлăрах, çивĕчрех.



Предмета вĕрентнĕ май планлакан результатсем

Стандартра вĕренÿ вĕçленнĕ тĕле ачасен мĕн пĕлменнине, вĕсен ĕç результачĕсем мĕнле шайра пулмаллине те кăтартнă. Вĕсене тĕпрен илсен виçĕ ушкăна уйăрнă. Харкам (личностные) результатсем ачасем хăйсен социумри вырăнне ăнланассипе, вĕсен тĕнче курăмне йĕркелессипе, тĕрлĕ халăх çыннисен культурине ăнланса йышăнма, тантăшĕсемпе тата аслисемпе тĕрлĕ лару-тăрура хутшăнма вĕрентессипе, вĕренÿ ĕçне сăлтавлама, вĕренекен яваплăхне ăнланса ăса хывма пулăшассипе çыхăнса тăраççĕ.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные) содержанийĕнче палăртнă ăслай-хăнăхусем, компетенцисем пуçламăш шкулти ытти предметсене вĕрентнĕ май йĕркеленсе пымалла. Ку вăл ачасене вĕренÿ тĕллевĕпе задачисене ăса хывма, асра тытма, вĕсене татса пама май паракан çул-йĕре шырама вĕренсе пырасси; вĕренÿри тĕп ăнлавсене уçăмласси; вĕренÿ ĕçĕмĕсене (учебные действия) алла илесси.

Уйрăм предметăн ятарлă результачĕсем пĕр-пĕр предмета вĕрентнĕ май йĕркеленекен ятарлă ăслай-хăнăхусем, компетенцисем кĕреççĕ. Пĕрремĕш класра литература вулавне вĕрентнĕ май çак результатсене планлама пулать.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

- вĕренекенсем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанса пыни;

- пуплев ĕç-хĕлĕн пур тĕсĕсене те алла илсе малалла çивĕчлетни;

- ятарлă ăнлавсемпе терминсен пĕлтерĕшне уçăмласа ăса хывма хăнăхса пыни;

- ачасен ăслав пултарулăхĕ аталанни;

- вĕренÿ ăслай-хăнăхăвĕсем йĕркеленме пуçлани

Предметăн харкамлăх результачĕсем:

- вĕренекенсен социаллă тата кăмăл- сипет опычĕ пуянланни;

- тăван халăх тата кÿршĕ халăхсен культурине хисеплеме, пуринпе те тÿсĕмлĕ те çураçуллă пулма хăнăхса пыни;

- ачасем çитĕнсен мĕн-пур этемлĕхĕн литература пуянлăхне ăнланма, хисеплеме, унпа киленме вĕренсе пыни;

- вулав хатĕрĕсем урлă ачасен чунĕнче гражданлăхпа патриотлăх, çынлăх, тивĕçлĕхпе яваплăх туйăмĕсем аталанса пыма пуçлани, пурнăçра лайăххипе япăххине, ыррипе усаллине чухлама вĕренсе пыни.

Предметăн ятарлă результачĕсем:

- ачасен хăйсен ÿсĕмне тивĕçтерекен литература хайлавĕсене итлес-вулас кăмăлĕ амаланни;

- калăпăшĕпе пысăках мар, ансат сюжетпа интригăллă, тĕрлĕ жанрлă илемлĕ хайлавсене тăнласа е вуласа ăнланма, туйса илме вĕренсе пыни;

- илемлĕ хайлав çинчен пĕтĕмĕшле ăнланни. Проза тата поэзи хайлавĕсен хăй евĕрлĕхне туйма вĕренни;

- литература жанрĕсем çинчен пĕтĕмĕшле ăнланăвĕ тарăнланса пыни;

- илемлĕ хайлавпа ĕçлемелли пуçламăш хăнăхусем калăпланни, хайлавсен содержанине ăса хывмалли тата асăмламалли мелсене вĕренсе пыни;

- ача хăй те хайлав ĕçне явăçма сĕмленни;

- сăмах искусствипе киленме вĕренсе пыни;

- литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе паллашни.

Эпир 1-мĕш класс вĕçнелле ачан çак ВУДсем калăпланса çитессе кĕтетпĕр:

Пĕлÿсем туянас (познавательный) ВУДсем тĕлĕшĕнчен илес пулсан, ача вĕренÿ кĕнекине чухлама, йышăннă паллăсене ăнланма вĕренсе çитет; текстра палăртнă вырăнсемпе йĕркесене тата сăмахсене тупса вулама пуçлать; тивĕçлĕ ÿкерчĕксемпе текст сыпăкĕсене шайлаштарма хăнăхать; информацин икĕ çăлкуçĕпе (вĕренÿ кĕнеки тата «Ĕç тетрачĕ») ĕçлеме, вĕсенчи йышăннă паллăсене танлаштарма, вĕсемпе усă курма, кĕнекесенчи палăртнă вырăна тупма вĕренет.

Харкамлă ВУД енчен пăхас пулсан, ача кăмăлпах вĕренме хăнăхать. Мĕн пĕлни çумне пĕлменнине хушса пыма пуçлать, вĕренÿри йывăрлăхсене чухлать, хăй пурнăçлакан тата хутшăнакан ĕçсен пурнăçри вырăнне чухлакан пулать. Хăйне Россия обществин, чăваш халăхĕн пĕр уйрăлми тĕпренчĕкĕ пек туйма вĕренет, çывăх тăванĕсемпе тус-тантăшне, ваттисене хисеплеме, вĕсен шухăш-кăмăлне уяма хăнăхать.

Регулятивлă ВУД енчен пăхсан, шкул ачи пĕр ыйтăвах тĕрлĕлле хуравлама май пуррине ăша илет, хăй шухăшĕпе килĕшÿллĕ текст илсе кăтартма хăнăхать.

Хутшăну (коммуникативлă) ВУДсем. Шкул ачи вĕренсе çитет: пĕр парта хушшинче ларакан тантăшĕпе килĕштерсе ĕçлеме (ĕçе пайлама, валеçсе илме, пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслеме); черетленсе ĕçлеме; хăйĕн тата ыттисен шухăшне ăнланма, вăл е ку шухăшăн тĕрлĕ енĕсене курма.



Предметăн шалашĕ (содержанийĕ)

«Пĕчĕкçĕ пĕрчĕн» 1-мĕшпе 2-мĕш кĕнекисем

Чи кĕçĕн шкул ачисем валли вĕсен илемлĕ сăмахлăхпа паллашассин хăй евĕрлĕхне шута илсе 1-мĕш класра литература вулавĕн урокĕсенче усă курма икшер кĕнекепе ĕç тетрачĕ хатĕрленĕ. пĕрремĕш çур çулта ачасен вулав техникин хăнăхăвĕсем йĕркеленсе çитеймен пирки «литература итлевĕсем» иртттерме палăртнă. Ку уроксенче «Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ» ятлă кĕнекепе тата 1-мĕш ĕç тетрачĕпе усă курмалла. Иккĕмĕш çур çулта 2-мĕш кĕнекепе тата ĕç тетрачĕпе ĕçлемелле.

Вĕренÿ кĕнекине официаллă «Литература вулавĕ» ятсăр пуçне тата ятарлă ят та панă: «Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ». Ку ят ăнсăртран кĕрсе ларнăскер мар. Вăл аталану принципĕпе килĕшсе тăрать. Çĕр çинче мĕн пурин пуçламăшĕ пурте - вăрлăх е пĕр пĕрчĕ. Пĕрчĕрен калча сăмсаланать. Калчаран пучах ÿссе çитĕнет, пучах çумне пучах хушсан кĕлте пулса тăрать.

Кĕнекери уйрăм палăртусем: ыйту палли - ыйтусемпе ĕçсем; мăнтăр шрифтлă сăмахсем - ас туса юлмалли ăнлавсем; кăранташпа киçтĕк - ÿкерсе хума тата сăрласа илемлетме сĕннисем; хур тĕкĕ - харкам тĕллĕн хайлама хушнисем. 2-мĕш кĕнекере тепĕр паллă хутшăнать: сăмах енчĕкĕ (ачасен сăмах йышне пуянлатмалли сăмахсем). Уйрăм палăртусен тĕллевĕ - ачасене кĕнекепе хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарса пырасси.

Çавăн пекех илемлĕ литература тĕнчи тăрăх ирĕклĕн çÿреме пулăшма 1-мĕш кĕнекене виçĕ, 2-мĕшне тăватă персонаж кĕртнĕ. Кусем ачасен тантăшĕсем Верукпа Тимук тата пысăк ăслă (мудрый) та сапăр кăмăллă ватăсем - Шухши мучипе Мариç кинеми.

Верукпа Тимук çивĕч ăс-тăнлă, туслă ачасем. Вĕсем те 1-мĕш класс ачисем, ачасемпе пĕрлех ÿссе аталанса пыраççĕ. Тем те курасшăн, тем те пĕлесшĕн çунакансем. Тантăшĕсене кĕнеке тăршшĕпех текстсенче хускатнă çивĕч ыйтусем тавра пĕрле ларса шухăшлама чĕнеççĕ, хистеççĕ, хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Çакă пĕрремĕш класс ачисемшĕн, тин çеç шкул партти хушшине ларнă пепкесемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенчен хăшĕ-пĕри кĕнекепе те шкула çÿреме пуçласан çеç паллашать. Çавăнпа та учебникри хăш-пĕр ыйту вĕсемшĕн кăткăсрах та пулма пултарать. Хăшĕ-пĕри тата пĕр-пĕринпе те тÿрех туслашса та çитеймеççĕ. Хăш-пĕр ачасене хальлĕхе хăйĕн кăмăл-туйăмне сăнаса палăртма та, шухăшĕсене йĕркелесе уçăмлăн калама та çăмăл мар. Çавна пула хăшĕсем калаçăва хутшăнма та именсе тăраççĕ. Çак сăлтавсене шута илсе чылай ыйтăва Верукпа Тимук хуравланине панă. Ку хуравсен тĕллевĕ - ачасене вăл е ку пулăма тишкерме явăçтарасси, тарăнрах ăнланма, хăйсен шухăшĕсене уçăмласа çыхăнуллă, ĕнентерÿллĕ палăртма хăнăхтарса пырасси. Вĕсем ачасемшĕн тĕслĕх вырăнне пулаççĕ. Верук пулăма хĕр ача, Тимук арçын ача куçĕпе пăхса хаклаççĕ. Ачасем майĕпенех пĕр пулăмах тĕрлĕрен куçпа пăхма пулнине, харкамла ăнланни йăнăш пулманнине ăса хывса пыраççĕ.

Шухши мучипе Мариç кинеми ачасемшĕн аслашшĕпе асламăшĕ (кукашшĕпе кукамăшĕ) вырăнĕнче. Мучи нумай пурăннă, илтнĕ-курнă, шÿте-мĕне ăнланакан, хăй те шÿтлеме хирĕç мар ватă. Вăл ачасене урокран урока йăлăхтармасăр ăса вĕрентет, ансат пĕтĕмлетÿсем йĕркелеме сĕмлентерет. Кинеми ачасемпе кăмăл-сипет ыйтăвĕсене хускатать, вĕсем тавра калаçăва явăçтарать.

Пĕрремĕш класра ачасен ансат литература пĕлĕвĕсем те кăштах туянмалла, хăш-пĕр терминсен пĕлтерĕшне ăса хывмалла. Çаксене тума та ачасене Шухши мучиех пулăшса пырать.

Кĕнекери персонажсемпе ачасене малтанхи урокрах паллаштармалла, уйрăм палăртусен пĕлтерĕшĕсене те ăнлантармалла. 1-мĕш кĕнеке «Шкула каяр-ха вĕренме» сыпăкпа пуçланать. Кĕнеке çак сыпăкпа ăнсăртран пуçланмасть. Кунта ачасен хальччен тĕп ĕç-хĕл вăйă пулнине, халĕ вĕсен тепĕр самай кăткăс та этем пурнăçĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕле вĕренме пуçламаллине шута илнĕ. Сыпăк тĕллевĕ - ачасене вĕренÿ йĕркипе, ĕç-хĕлĕпе, шкул пурнăçĕпе паллаштарса пырасси, вĕсен вĕренÿ хăнăхăвĕсене йĕркелеме пулăшасси, вĕренес хавхине чĕртсе амалантарса ярасси, тăрăшса вĕренсе пыма хвхалантарасси.

Хайлавсемпе паллаштарнă май ачасене вĕсем ĕнтĕ халĕ ахаль ача мар, вĕренекен пулса тăнине, çавна пула пурнăç йĕрки те, тивĕçсемпе яваплăхсем те самай улшăнассине ăнлантармалла. Ачасене вĕренÿ питех те кăткăс, анчах та кăсăклă та илĕртÿллĕ пулма пултарнине ĕнентерсе пымалла. Çак шухăшсене кĕнекери ытти сыпăксенче те тимленĕ.

Илемлĕ литературăпа паллаштарасси икĕ кĕнекинче те халăх сăмахлăхĕнчен пуçланать. Ачасем чĕнÿ-йыхрав юррисемпе, шутлав сăввисемпе, тупмалли юмахсемпе, халăх юмахĕсемпе паллашаççĕ. Иккĕмĕш кĕнекере тата вĕçсĕр такмаксемпе шÿтсем хутшăнаççĕ.

Çапларах йĕркелени илемлĕ литература аталанăвĕн логикипе килĕшÿллĕ. Халăх сăмахлăхĕнче тăван чĕлхемĕрĕн сĕткенĕ, чунĕ, пуянлăхĕ упранса юлнă. Вăл хайлавсенче чăн чăваш чĕлхи янăрать. Çакă вара тин çеç шкул алăкне уçнă, пуплевĕ йĕркеллĕ аталанса та çитеймен ачасемшĕн чи пахи.

Çакăн хыççăн кĕнекесенче çыравçăсен хайлавĕсене панă. Тĕп вырăнта - чăваш çыравçисен хайлавĕсем. Вĕсемпе пĕрлех вырăс тата ытти халăх литературисен паха тĕслĕхĕсене те кĕртнĕ. Хайлавсене календарьпе тематика принципне пăхăнса ушкăнланă. Ачасем тин çеç вăйă-кулă тĕнчинчен уйрăлса пыма пуçлани çинчен çырнă хайлавсене кĕнекесенче «Вăйă вылятпăр», «Теттесем», «Пирĕн вăйă-кулă» сыпăксене панă. Ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе хутшăнма вĕренсе пымаллине, çут çанталăкпа тĕплĕрех паллашмаллине шута илсе икĕ пайĕнче те «Ачасем çинчен», «Чĕр чунсем çинчен», «Тавралăх - асамлă тĕнче» сыпăксем пур.

Хайлавсене йышăнма-ăнланма пулăшас, тишкерме вĕрентес тĕллевпе ятарлă ĕçсемпе ыйтусен системине йĕркелеме тăрăшнă. Ыйтусемпе ĕçсем текста тĕрлĕ енлĕн тишкерме май параççĕ:

- хайлав содержанине сÿтсе явса ăнатарăнрах ăнланма, ăса хывма пулăшасси;

- хайлава итленĕ-вуланă май хăйсем мĕн туйни-шутланине сăнама, сăнлама хăнăхтарса пырасси;

- хайлав темине палăртма сюжетне йĕрлесе пыма вĕрентесси;

- хайлаври сăнарсене уйăрма вĕрентесси;

- хайлав пуплевне сăнама хăнăхтарасси.

Хайлавсене тишкернĕ май ачасене литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе те паллаштарса пымалла. Вĕсем ытларах Шухши мучи пĕтĕмлетĕвĕсенче.

Кĕнекесенче хайлавсен шучĕ уроксен шутĕнчен ытларах. Вĕрентекене программăра палăртнă кашни задачăна татса пама суйламалăх пултăр тенĕ. Калăпăшĕ тĕлĕшĕнчен пăхсан 1-мĕш кĕнекери хайлавсем пĕчĕкрех, вĕсене, тĕпрен илсен, ачасем учитель вуланине итлесе йышăнаççĕ. Иккĕмĕш кĕнекери хайлавсемпе ачасен хăйсем тĕллĕн вуласа паллашмалла.



Аттестаци- вулав хӑвӑртлӑхне тата ӑнлану тĕрĕслесси (комплекслӑ ĕҫ.)



«Литература вулавне» вĕрентмелли хатĕрсем шутне çаксем кĕреççĕ:



1. Т.В. Артемьева, О.И. Печников Литература вулаве (Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ): 1 класс.Верену пособийе. - Шупашкар: Чăваш кенеке изд-ви.2008.

2. Кульев О.Г., Кульева А.Р.. Чĕвĕлти: Хушма вулав кенеки. 1 класс. Верену пособийе - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви. - 2012

3. Артемьева Т.В., Кульева А.Р. Пуçламăш шкулта литература вулавне йĕркелесси. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви. - 2007

4. Т.В. Артемьева, О.И. Печников Литература вулавĕн урокĕсем. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви. - 2009

5. Т.В. Артемьева, О.И. Печников. «Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ» электронлă дидактика хатĕрĕ. 2011.









 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал