- Учителю
- Урок по чувашской литературе для 8 класса «Иван Мучи пултарулăхĕ»
Урок по чувашской литературе для 8 класса «Иван Мучи пултарулăхĕ»
Урок теми: Иван Мучи пурнăçĕпе пултарулăхĕ. «Хурах! Хут вĕрентеççĕ!» кулăшла калав.
Урок тĕсĕ: Писатель пурнăçĕпе пултарулăхне вĕренмелли, хайлава вуласа тишкермелли урок.
Урок: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок
Урок тĕллевĕсем: 1.Иван Мучи пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.
2. Кулăш çинчен ăнлантарасси.
3. «Хурах! Хут вĕрентеççĕ!» кулăшла калав вуласа тухса тишкересси.
4. Ачасен пуплевне аталантарасси: хайлава илемлĕ вулама, содержани каласа пама малалла хăнăхтарасси, илемлĕх мелĕсене, каларăшсене тупма вĕрентесси.
5. Ачасене тăрăшса вĕренме хавхалантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; калаçу; ыйту-хурав; илемлĕ вулав; содержани калаттарни; тишкерни; кирлĕ вырăнсене тепĕр хут вулани; пĕтĕмлетни; кĕнекесемпе, ÿкерчĕксемпе паллаштарни; ÿкерчĕкпе усă курса калаçу йеркелесси; харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа çырни; словарь ĕçĕ; ачасем каласа пĕлтерни(доклад)
Словарь ĕçĕ: ликпункт - хут пĕлменлĕхе пĕтерекен пункт. Унта вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ.
Дезертир- таркăн (тарса çÿрекен çын)
Предметсем хушшинчи çыхăну: вырăс литератури, вырăс чĕлхи
Литература теорийĕ: кулăш, сатирик
Урокра кирлĕ хатĕрсем:1.çыравçă портречĕ
2.учебник
3.Иван Мучи кĕнекисен куравĕ
4.«Капкăн» журналăн кивĕ кăларăмĕ
5. проектор
6.PowerPoint программăра хатĕрленĕ слайдсем
7.компьютер
8.буклетсем
9.Кокель ÿкернĕ «Ликбез» ÿкерчĕк
Урок эпиграфĕ:1) Кулăш - ĕçе пулăш
2) Кулă-юмах - çуллă çăмах
3) Усал-тĕселе - кулăш саламачĕ
УРОК ЮХĂМĔ
1.Класа йĕркелени: сывлăх сунни; класра кам пуррипе çуккине палăртни.
2. Килти ĕçĕ тĕрĕслени
Учитель сăмахĕ.
- Эпир иртнĕ уроксенче кулăшла хайлавсем вуланăччĕ. Вĕсем çинчен аса илĕр.
- Ачасен хуравĕсем: Хумма Çеменĕн «Шишка» калав. Н. Евдокимовăн «Картара» юптару.
Учитель сăмахĕ.
- Мĕн вăл кулăш?
Кулăш - шÿтлĕ кĕске хайлав, пурнăçра хăш-пĕр япăх енсемпе çитменлĕхсене курма, йывăр лару-тăруран çĕнтерсе тухма пулăшакан пулăм.
3.Çĕнĕ темăна вĕрентни:
1)Учитель сăмахĕ.
- Паян кулăш ăстипе паллашатпăр. Вăл Иван Мучи. «Хурах! Хут
вĕрентеççĕ» хайлава тишкермелле пулать.
Чăваш кулăшне 1925 çулта тухма пуçланă «Капкăн» журнал çине тăрса аталантарнă. Журнала никĕслекенĕ, йĕркелесе тăраканĕ чăвашсен сатиркĕ, артист, талантлă çын Иван Мучи пулнă.
2) Учитель сăмахĕ.
- Иван Мучи пурнăçĕпе пире (ача ячĕ) паллаштарать.
3) Ача сăмахĕ. (Писатель сăн ÿкерчĕкне кăтартать)
- Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) 1895 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче
Шупашкар районĕнчи Чуралькасси (халĕ Тойтерек) ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Хусанти
учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ.
Граждан вăрçине хутшăннă.
Граждан вăрçи хыççăн Хусанти пĕрремĕш чăваш театрĕнче артист пулса ĕçленĕ.
1922 çулта театрпа пĕрле Шупашкара куçса килнĕ. Пĕр вăхăт «Канаш» хаçат редакцийĕнче вăй хунă.
И.Мучи чăвашсен сатира журналне - «Капкăна» пуçласа яраканĕ пулнă. Вун пилĕк çул ытла çак журналăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче И.Мучи Чăваш академи театрне ĕçлеме куçнă. Иван Мучи талантлă артист, чăваш литературинче сатирăпа юмор жанрне пуçараканĕ, ăста прозаик пулнă.
Вăл классикăлла вырăс литературине пропагандăлас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. А.П.Чехов произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
Писатель 1946 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче сарăмсăр вилсе кайнă.
Çапла пулас писатель хура-шур нумай курнă. Хĕрлĕ Çара çырăнсан вăл салтаксене
тĕрлĕ спектакль, концерт лартса парас ĕçе хутшăнать. 1921 çултан пуçласа Чăваш тĕп
театрĕн артисчĕ пулать. Выçлăх çулĕсенче тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлет.
4) Учитель сăмахĕ.
- Иван Мучи Хветĕр Уярпа туслă пулнă. Хветĕр Уяр ун çинчен «Капкăн»
хуçи çинчен» ятлă аса илÿ çырать. Аса илĕве 1-мĕш сăпатран (ача ячĕ ) каласа парать.
5) Ача сăмахĕ. Доклад итлесси ( Ача Хветĕр Уяр сăн ÿкерчĕкне кăтартать)
Чăвашсем юлташу хăвăнтан лайăх пултăр тенĕ. Çак ылтăн сăмахсем ман пурнăçра ытла
та тÿрре килчĕç, мĕншĕн тесен эпĕ чи лайăх çынсемпе, ăста писательсемпе туслă пулнă.
Вĕсенчен пĕри Иван Мучиччĕ.Чи малтан ун сăнĕнчен пуçлар пуль. Ытти çынсенчен ярт
уйрăлса тăракан этемччĕ вăл. Пысăк пит-куçлă, хулăн туталлă, мăн сăмсаллă çÿллĕ çын.
Ача чунлă улăп.Пĕрремĕш хут курнă чухнех çын кăмăлне тыткăна илекен асамçă. Вăл
çынсене хăй патне тÿрĕлĕхĕпе, йăваш кăмăлепе, чееленме пĕлменнипе туртатчĕ. Иван
Мучирен ĕçчен çын çукчĕ те пуль.
Çынсемшĕн тем тума та хатĕрччĕ Иван Мучи. Кирлĕ пулсан çийĕнчи кĕпине те хывса паратчĕ.Хальтерех ялтан килнĕ хваттерсĕр çыравçăсене хăй патне пуçтарса усратчĕ. Эпĕ çавăн пеккисенчен пĕри пулнă ĕнтĕ.
Анчах хăйшĕн мĕн те пулин тумалла, тăрăшса çÿремелле, такамран тем ыйтмалла тесен унран мĕскĕн те çукчĕ. Вырăссем калашле, хăйшĕн хыпса çунасси ютчĕ уншăн. Ăна вăл путсĕр ĕç тесе шутлатчĕ. Хăйне юрама хăтланса пĕкĕрĕлсе çÿрекенсене килĕштермесчĕ. Тÿрĕ çын, ĕçчен, вăл пурне те çавăн пек курасшăнччĕ.
Çапла, çынсемпе çав тери сапăрччĕ, сăпайччĕ Иван Мучи. Ăна ним мар кÿрентерме
пулатчĕ. Юлташĕсем,артистсем, пулăшмасан ялта апат та тупса çиейместчĕ вăл. Анчах
журналта унран принциплă çын пулман. Унта вăл патшалăх ĕçне тунă- çке. Пурнăçри йăх-
яхсемпе ывăнма пĕлмесĕр кĕрешетчĕ Иван Мучи, тăшмансене кураймастчĕ.
Иван Мучи приказсем парса шавласа çÿренисене курман эп. Курма та пултарайман. Ун
пек çын марччĕ вăл.Кăвакарчăн пĕр-пĕр чĕр чуна пырса сăхма пултарайман пекех, Иван
Иванович та сассине хăпартма пĕлместчĕ.Хăйне çынсенчен уйрăм тытасси те çукчĕ унăн.
«Капкăн» хуçи çĕрле тăра-тăра ларнине, тем чĕре-чĕре хунине темиçе те курнă эп. Шултра
почеркпа васкамсăр çыратчĕ вăл.
Пур инкекрен хăтăлса тухакан,хăйĕн пур тăшманесене ухмаха тăратса хăваракан Кукша
Иван пирки кĕнеке çырма ĕмĕтленетчĕ, çыраймарĕ. Вăхăт тупаймарĕ. Кунĕ кĕске пулчĕ ун.
( Хветĕр Уяр асаилĕвĕнчен)
6) Учитель сăмахĕ.
- Хветĕр Уяр аса илĕвĕнчен Иван Мучи мĕнле çын пулни курăнать? Хĕвеллĕ кластер тăватпăр.
Калавпа ĕçлени.
7) Учитель сăмахĕ.
-- Халĕ Иван Мучи çырнă «Хурх! Хут вĕрентеççĕ» калавĕ пирки калаçăпăр. Ку калава
сирĕн килте вуласа тухмалла пулнă. Килте калава вуланă чухне мĕнле ăнланман сăмахсем
тĕл пултăр. Тетраде çырса хуратпăр.
Словарь ĕçĕ :
Ликпункт - хут пĕлменлĕхе пĕтерекен пункт. Унта вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ.
Дезертир - таркăн (тарса çÿрекен çын)
8) Ыйтусемпе ĕçлени:
- Ухливан тĕлĕкре вĕренессинчен хăраса ăçта, ăçта çитсе килет? Çав вырăнсене тупса вулăр, каласа парăр.
Хуравсем: (ял советĕнче пулать, хулара пĕр учереждение кĕрет, тĕрмене çитет, çар комиссариатĕнче пулать)
- Пур çĕрте те Ухливана хут вĕрентесси пирки калаççĕ. Унăн мĕншĕн вĕренес килмен-ши?
- Пĕлÿ илни Ухливана чăрмантарĕччĕ-ши?
- Калав вĕçĕнче эпир Ухливан çинчен мĕн пĕлетпĕр?
- Ухливан пеккисем халĕ пур-ши?
- Эсĕ вĕренÿ çине мĕнле пăхатăн?
- Калав мĕнле вĕçленет тата вăл пире мĕнле пулма вĕрентет?
Учитель сăмахĕ.
- Чăнах та ĕнтĕ, ку хайлав вĕренес килмен çынсене питлет. Ухливана ку калавра кулăшла сăнланă. Калав вĕçĕнче вăл вĕреннин уссине ăнланса илнĕ. Историре чăнах та çак калаври пек тапхăр пулнă. 1930 çулсенче пирĕн çĕр-шывра ликпунктсем уçнă. Унта çырма, шутлама, пĕлмен çынсене хутла вĕрентме пуçланă. Ухливан çамрăк пулман , çавăнпа та вăл вĕренессинчен хăранă пуль. Ун пек сăнарсем пурнăçра татах та пулнă.
9) Ÿкерчĕк тăрăх ĕçлени. Кашни ача умĕнче А.Кокель ÿкернĕ «Ликбез» картина.
- Ÿкерчĕкре мĕн куратăр?
-Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ.
4. Çирĕплетÿ тапхăрĕ
Учитель сăмахĕ.
-Çапла вара, ачасем, паянхи урокра эпир кулăш ăстипе паллашрăмăр. Ун çинчен мĕн ас-
туса юлтăр?
- Вĕренÿ, пĕлÿ, ăс çинчен калакан ваттисен сăмахсем питĕ тарăн шухăшлă. Вĕренÿ çинчен
калакан ваттисен сăмахĕсене аса илетпĕр
Вĕренни мулран хаклă.
Вĕренни - пысăк пуянлăх.
Хут вĕренни хур тумасть.
Хутла пĕлни куçа уçать.
Вĕренмесен çăпата хуçма та пĕлеймĕн.
Хăюлăх- хăватлă, пĕлÿлĕх - пит хаклăю
Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест
Ăслă тăшманран ан хăра, айван тусран хăра.
Ăспа сывлăха сутăн илме çук.
Вĕрен явма та вĕренни кирлĕ.
Вĕреннĕ çын виçĕ айванран ирттерет.
Вĕренни йăтса çÿрес çĕклем мар.
Знание дороже денег, острее сабли, сильнее пушки (грузинская)
У кого сильные руки - победит одного, у кого много знаний - победит тысячу. (татарская)
Не стыдно не знать - стыдно не учиться (русская)
Не надейся на силу - надейся на ум (башкирская)
Книга- ключ к знаниям (адыгейская)
Красна птица пером, а человек умом.
5. Киле ĕç
1.Кукша Иван сăнарĕпе усă курса кулăшла калав çырса пăхăр. Ĕç- пулăмĕсене хăвăр
пурнăçранах илĕр. Чи лайăххисене стена хаçатĕнче пичетлĕпĕр.
2. Калав содержанине пĕлмелле.
3. «Хурах! Хут вĕрентеççĕ» калав тăрăх ÿкерчĕк тăвасси.