- Учителю
- Урок по чувашскому языку на тему Ялта
Урок по чувашскому языку на тему Ялта
Вĕренев теми: Çăвăнмалли пÿлĕм
Тĕллевсем:
-
Иртнĕ вĕреневрине аса илсе çирĕплетесси;
-
Çăвăнмалли пÿлĕмри япаласен ячĕсемпе паллашасси, вĕсемпе калаçура усă курма вĕрентесси;
-
Тасалăха, тирпейлĕхе вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем: «Кала-ха» вĕренÿ пособийĕ; ачасен çăванмалли пÿлĕмри, ирхи ĕçĕсене сăнлакан ÿкерчĕксем; ал шăлли, тура, курка, супăнь, шăл щётки, шăл пасти, тĕкĕр; компьютер, проектор.
Вĕренев юхăмĕ
-
Вĕреневе пуçлани: Сывлăх сунатăп!
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр,
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп çыратăп,
Калаçатăп чăвашла.
-
Иртнĕ вĕреневрине аса илни
-
Вĕрентÿçĕ ыйтăвĕсене хуравлани, ĕçсене пурнăçлани
- Эпĕ чăвашла калаçатăп. Эпĕ чăвашла лайăх пĕлетĕп. Эсĕ чăвашла пĕлетĕн-и? Лайăх пĕлетĕн-и? Кăштах пĕлетĕн-и? Пĕлместĕн-и?
- Эпĕ Алина Владимировна ятлă. Эсĕ мĕн ятлă? (Сăнчăр мелĕпе пĕр-пĕринчен ячĕсене ыйтаççĕ)
- Эсĕ миçе çулта? Китайла шута аса илетпĕр (числосене пÿрнесемпе кăтартаççĕ)
- Класра миçе ача? Шутлатпăр (Пурте пĕрле шутлаççĕ)
- Класра кам çук? (Класра пурте пур)
- Мĕнле пурăнатăр? Лайăх-и?
- Эсир ăçта пурăнатăр? Шупашкарта-и? Парижра-и?
- Шупашкарта лайăх. Ку пÿлĕм. Пÿлĕмре те лайăх. Пÿлĕмре мĕн-мĕн пур? Чÿречерен пăхăр-ха. Урамра лайăх-и, япăх-и?
-
Çанталăка сăнлани (вĕрентÿçĕ ÿкерчĕксем кăтартса пырать, ачасем пурте пĕрле калаççĕ)
- Хĕвел пăхать-и, пăхмасть-и?
- Çил вĕрет-и, вĕрмест-и?
- Юр çăвать-и, çумасть-и?
- Юр выртать-и, выртмасть-и?
- Тÿпе таса-и, таса мар-и?
-
«Талăк. Ирхине» темăна аса илни(вĕрентÿçĕ ÿкерчĕк кăтартать)
- Ку талăк. Талăкра 24 сехет. Халĕ ирхине. Ирхине эпир мĕн тăватпăр? (вĕрентÿçĕ ÿкерчĕксем кăтартать, ачасем хусканусем тăваççĕ, мĕн тунине сăмахпа калаççĕ)
- Хускану тăватпăр!
- Çăвăнатпăр!
- Шăлăнатпăр!
- Тумланатпăр!
- Çÿç туратпăр!
- Апат çиетпĕр!
- Чей ĕçетпĕр!
- Шкула каятпăр!
-
«Ирхине» сăвва аса илни:
Ирхине ирех тăратăп,
Эпĕ хускану тăватăп.
Çăвăнатăп, шăлăнатăп,
Чей ĕçетĕп, тумланатăп,
Шкулалла тухса чупатăп.
- Кам ас туса юлчĕ? Кам хастар? Кам пултаруллă? Кам каласа парать? Кам чи маттурри?
-
Çĕнĕ темăна ăнлантарни
-
Вĕренев темипе паллаштарни:
- Ку пÿлĕм. Эпир пÿлĕмре. Эпир пÿлĕмре-и? Эпир ăçта?
- Ку Этнер (компьютер çинчи слайд). Этнер мĕн тăвать?(Çăвăнать). Этнер ăçта çăвăнать? (Çăвăнмалли пÿлĕмре).
Вĕренев теми: Çăвăнмалли пÿлĕм.
-
Кĕнекери ÿкерчĕксемпе ĕçлени (слайдсем çинче)
- Ку Никита. Никита çăвăнмалли пÿлĕмре. Никита йĕп-йĕпе (вĕрентÿçĕ аллине шыва чиксе кăларать). Никита мĕн тăвать?(Шăл тасатать). Ăна шăл тасатма килĕшет-и? (Килĕшет)
- Ку Нина. Нина çăвăнмалли пÿлĕмре. Нина мĕн тăвать?(Çăвăнать) Ăна çăвăнма килĕшет-и, килĕшмест-и? (Килĕшмест)
-
Çăвăнмалли пÿлĕмри япаласемпе паллашасси (вĕрентÿçĕ катартать, япала ятне калать, ачасем ун хыççăн каласа пыраççĕ)
- Никита шăл мĕнпе тасатать?(Шăл щёткипе)
Ку шăл щётки. Ку шăл пасти. Ку ал шăлли. Ку курка. Ку тĕкĕр. Ку супăнь. Ку тура.
-
Вăйă «Кăтарт»
-
Кĕнекери сценкăна рольпе выляни.
Кĕнекесене уçатпăр. Ман хыççăн вулатпăр.
- Ку Этнерĕн амăшĕ - Наталья Петровна. Наталья Петровна калать: Апат хатĕр, килĕр!
- Ку Этнерĕн пиччĕшĕ - Саша. Саша калать: Эпĕ çăвăнатăп!
- Кусем Этнер, Никита тата Нина. Вĕсем калаççĕ: Эпир хускану тăватпăр!
- Ку Этнерĕн аппăшĕ - Аня. Аня калать: Эпĕ çÿç туратăп.
- Наталья Петровна калать: Апла пĕчченех çиетĕп.
- Ачасем, сире театр килĕшет-и? Атьăр эпир те артистсем пулатпăр, рольпе вылятпăр.
-
Сăвва вĕренни:
- Ачасем халĕ сăвă вĕренетпĕр. Ман хыççăн калатпăр. Пурте пĕрле.
Ал çăватăп супăньпе,
Шыв ăсатăп куркапа.
Пуç çăватăп шампуньпе,
Çÿç туратăп турапа.
- Кам хастар? Кам пултаруллă? Кам ас туса юлчĕ?
-
Çĕнĕ темăна çирĕплетни
-
Вăйă «Мăшăрне туп»
- Вылятпăр-и? (Вылятпăр)
Вăйă «Мăшăрне туп» ятлă. Кусем ÿкерĕксем. Ку тĕкĕр. Ку тура. Ку супăнь. Ку ал шăлли. Ку шăл щётки. Ку шăл пасти. Ку курка. Вĕсем мăшăрлă. Ÿкерчĕксене хăма çине тепĕр майлă çавăрса çыпăçтаратăп. Сирĕн мăшăрсене тупмалла. Кам нумайрах тупать - çав çĕнтерÿçĕ пулать. (Ачасем пĕрерĕн тухса икшер ÿкерчĕк çавăрса пăхаççĕ. Мăшăрĕсене тупсан ÿкерчĕксене хăйсене илеççĕ. Мăшăрсене пурне те тупнă хыççăн çĕнтерÿçе палăртаççĕ)
-
Вĕреневе вĕçлени
- Эсир маттур ачасем.
Шăнкăртатрĕ шăнкăрав,
Ак вĕçленчĕ вĕренев!
- Сывă пулăр, ачасем! Тепре тĕл пуличчен!