7


  • Учителю
  • Конспект урока по литературному чтению на чувашском языке

Конспект урока по литературному чтению на чувашском языке

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

О.Туркай. Çулçă.

(3-мĕш класра ирттернĕ литература вулавĕн урокĕ)

Тĕллевсем: Терлě жанрлă хайлавсене вуласа анланас ханахава малалла аталантарасси, ачасен вулавĕн терлě тěсĕсене çивěчлетеси; çут çанталак илемне курас, унпа килěнес туйăма аталантарасси.

Урок юхăмĕ

1.Урока пуçлани, ун тĕллевне палăртни.

- Ачасем, кĕр пĕлтерӳçи тесе мĕне калаççĕ-ши? Мĕншен çапла шутлатăр?

( Ачасем хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ)

- Сирĕн шухăшсем питехте кăсăк пулчĕç. Атьăр-ха ӳкерчĕсен альбомне 6-мĕш страницăна уçар. Мĕн куратăр унта? (Тăватă тӳркĕтеслĕх. Пĕрремĕш тӳркĕтеслĕхре çаралнă йывăç çинче пĕр çулçă çакăнса тăрать. Тăваттăмĕш ӳкерчĕкре ашшĕпе ывăлĕ утса пынине куратпăр. Ача çулçа пĕшкенсе илесшĕн. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш тçркĕтеслĕхре ӳкерчĕксем çук.)

Мĕнле шухăшлатăр, меншĕн йывĕç çинче пĕр çулçă анчах. Мĕн теслĕ-ши вăл? Ачан кăмăлĕ меенле-ши? Художник мĕнле ĕçсене ӳкермесĕр хăварнă-ши? Мĕн пулса итнĕ-ши çулçăпа?

( Ачасем хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ)

- Çулçăпа мĕн пулса иртнине мĕнле пĕлме пулать-ши?

(Çулçăпа мĕн пулса иртнине пĕлес тесен хайлава вуласа тухмалла)

- Кам çырнă ку хайлава? Вăл мĕн ятлă?

- Тĕрĕс, паян эпир сирĕнпе Ольга Туркай çырнă «Çулçă хайлавпа паллашăпăр.

2. Çĕнĕ темăпа ĕçлени.

Текста чĕрĕтленсе вулани. Вуланă май чи çивĕч саманта тишкĕретпĕр: «Çил ăна çавăрса илет те аялалла-çӳлелле ярăнтарма пуçлать. «Ах, эпĕ те вĕçетĕп! Мĕнле телей! Мĕнле ырă самант! Эпĕ кайăк пек вĕçетĕп!» - савăннă вăл»

- Çулçă мĕншĕн савăнать? Вăл хăйне мĕнпе танлаштарать? Мĕнле шухăшлатăр, çулçă нумайччен вĕçĕ-ши? Мĕншĕн?

Ачасем «Унтан пĕр вĕçĕмсĕр сивĕ çумăр çума пуçланă. Çулçă шăнса ĕнтеркенĕ. Хăй сывлăшра вĕçнĕ саманта аса илсе хуйхине пусарнă. Шаннă, ĕненнĕ çулçă тепре çĕкленессе» сăмахсем тĕлне çитсен ыйтусем çине хуравлаççĕ:

- Мĕнле шухăшлатăр, Çулçă тепĕр хут çĕкленме , вĕçсе кайма пултарĕ-ши?

(Ачасем хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ)

Малалла вуланă май «Вĕсен аллинче карçынкка. Пĕшкĕне-пĕшкĕне çĕр çинче тем шыранă вĕсем» сăмахсем тĕлне çитсен авторăн «пытаннă» ыйтăвĕ çине хуравлвтпăр.

- Мĕн шыранă-ши Пысăк çынпа Пĕчĕк çын? (Кăмпа)

- Çулçă вĕсен çулĕ çинче выртать. Мĕн кĕтме пултарать-ши Çулçа? ) Ăна таптаса кайма пултараççĕ.

- Хайлав мĕнле вĕçленнине хăвăр теллĕн вуласа пĕлĕр.

- Хайлавпа паллашнă хыççăн ӳкерчĕксен альбомĕ патне таврăнар. Мĕнле ĕçсене ӳнерçĕ ӳкермесĕр хăварнă-ши?

( Ачасен хуравĕсем: Çулçă çилпе вĕçни тата Çулçă ытти çулçăсемпе çĕр çинче выртни).

- Ачасем, хайлавăн тĕп шухăшĕ менле-ши? ( Ачасен хуравĕ: Нихăçан та алла усмалла мар. Ĕмĕтленмелле).

3. Кану вăхăчĕ

4. Ĕç тетрачĕпе ĕçлени

Ĕç тетрадĕнчи 8-мĕш страницăри 1 - мĕш ĕçе пурнăçланă май ку хайлв юмах е калав пулнине ăнлантарни. ( Ачасем ăнлантарни: Ку - юмах. Мĕншĕн тесен кунта чĕрĕ мар япаласем çын пекех савăнма, кулянма, хурланма, сăмахлама пĕлеççĕ.

Ĕç тетрадĕнчи ĕçсене пурнăçлани

- Ачасем, хайлава вуланă май сирĕн кăмăлăр мĕнле улшăнса пычĕ. Мĕншĕн?

(Ачасем харкам шухăшне калаççĕ, текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. ĔТ с. 9 , 6-мĕш ĕç)

Малалла ачасем 9-мĕш страницăри 5-мĕш ĕçе пурнăçланă май Ольга Туркайăн «Çулçă» хайлавĕнчи йĕркесене номерлесе ĕçсем мĕнлерех аталанса пынине палăртаççĕ. Ансат план тăваççĕ.

Текста пĕлтерĕшне тата шухăшне шута илсе, тивĕçле интонаципе (хăвăрт е хуллн, сасса хăпартса е хăпартмасăр, логика пусăмĕсем, тăхтавсем туса) вуласси.

- Калавра пайăр мар ят сăмахсене пысăкран çырнине тупăр, мĕншĕнне ăнлантарăр.

- Тĕп сăнар хăшĕ пулать? Ăна сăнласа парăр.

5.Урока пĕтĕмлетни

«Ылтăн пучахри 37-мĕш страницăри ыйтусем çине хуравлвни

6. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани:

- Мĕн килĕшрĕ сире паян урокра? Хăвăр ĕçĕре мĕнле хаклатăр?

Ачасем хăйсен ĕçне хăйсем хаклаççĕ.

7. Киле ĕç пани.

- Ӳкерчĕксен альбомĕнчи сиктерсе хăварнă ӳкерчĕксене хайласа килĕр. Тепĕр урокра выставка йĕркелĕпĕр


Усă курнă литература

1. Литература вулвĕ: Ылтăн пучах. 3-мĕш класс валли/Т.В.Артемьева, О.И.печников. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. - 239с.

2. «Литература вулвĕ: Ылтăн пучах. (3-мĕш класс) вĕренӳ кĕнекипе ĕçлемелли ӳкерчĕксен альбомĕ/Т.В.Артемьева. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2012. - 32с.

3. «Литература вулвĕ: Ылтăн пучах. (3-мĕш класс) вĕренӳ кĕнекипе ĕçлемелли ĕç тетрачĕ /Т.В.Артемьева, О.И.Печников. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. - 64с.






 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал