- Учителю
- Конспект урока по чувашскому языку для 5 класса по теме «Зима»
Конспект урока по чувашскому языку для 5 класса по теме «Зима»
Конспект открытого урока в 5а классе.
Урок теми: Хĕлле.
Урок тĕллевсем
1.Сапăрлав тĕллевĕ: Хĕллехи таврлăхпа савăнма, чĕр чунсене сăнама, вĕсене хĕрхенме, пулăшма вĕрентесси.
2. Пĕллÿ тĕллевĕ: сăпат тата падеж формисемпе, глаголăн хальхи вăхăчĕпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
3. Аталантару тĕллевĕ: хĕлле çинчен калав тума хăнăхтарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, шырав, тишкĕрÿ, ыйту - хурав, предложенисем, калаçу, монолог, кластер тăвасси.
Пуплеве аталантарасси: предложенисем, тĕрĕс хуравсем, пĕчĕк калав тăвасси.
Словарь ĕçĕ: кăçатă (çăм атă ), аскăнчăк çил, ту, вар, айлăм, тĕмеске, мамăклă хÿре.
Курăмлăх хатĕрĕсем: ÿкерчĕк, карточксем, дидактика материалĕ, компютер, проектор.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Урок йĕрки:
1. Йĕркеллÿ тапхрĕ,
2.Вреннине аса илни.
3.Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
4.Çирĕплетÿ тапхăрĕ.
5. Пĕтĕмлетни.
Урок юхăмĕ:
-
Йӗркелӱ тапхӑрӗ
Шăнкăрав сас пачӗ,
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ.
Парта хушшинче.
- Ларăр. Алăсене хутăм ăр.
- Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă
Ак çапла тÿрĕ ларар.
Пуçсене çÿле çĕклер.
Паян пурте ачасем
Пиллĕкпе çеç вĕренер.
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр, Галина Алексеевна.
- Ырă кун пултăр, хăнасем.
- Ачасем сирĕн мĕнлерех паян кӑмӑлсем?
- Саша , Дима, Илья, Женя сирĕн кăмăлсем?
- Питĕ лайăх, паян пурин те лайăх кăмăл.
Пурте пĕрле: паян пирĕн лайăх кăмăл!
- Апла пулсан эсир паянхи куна та лайăх пуçланă пуль. Айтăр - ха хăнасене хамăрăн кун йеркипе паллаштарар. Экран çинче кун йеркипе çыхăннă аса илсе каламалла пулать.
1 слайд.
1 ӱкерчӗк - Вӑранма мана хистет
Ирсерен куккук сехет.
Ун юрри пӗрре ку -ку.
Ҫиччӗ ҫитрӗ, тӑр, Якку.
2 ӱкерчӗк - Ҫиччӗре сиксе тӑратӑп.
Физзарядка эп тӑватӑп
Пит ҫӑватӑп, тумланатӑп,
Апат ҫиетӗп васкаса.
Шкула каятӑп савӑнса.
3 ӱкерчӗк - Кун йеркине пӗлмелле:
Кунне виҫҫӗ ҫимелле.
Пӗчеккисен ӱснӗ чух
Ытларах ҫисен те чух.
4 ӱкерчӗк - Пит аван урамра
Футболла выляма.
Сикетӗп, чупатӑп.
Вайлӑ пулатӑп.
5 ӱкерчӗк - Юлташпа эпир ялан
Пурӑнатпӑр пит аван.
Пурӑнатпӑр хулара.
Пӗр урамра, пӗр ҫуртра.
Вӗренетпӗр пӗр шкулта,
Пӗр шкулта та пӗр класра.
- Ҫапла вара, эпир сирӗнпе шкула та ҫитрӗмӗр.
- Класра паян кам дежурный?
- Паян класра кам ҫук?
2 слайд.
- Пурте урокра пур пулсан, урок темипе паллаштарма та вӑхӑт. Урок темине эпир ребус тупсӑмне тупсан пӗлӗпӗр, ӑна пӗлес тесен ӱкерчӗк ячӗсен пӗрремӗш сас паллийӗсене тӑваткалсене ҫырса тухмалла. тупсӑмӗ: Хӗлле.
Урок тӗллевӗсемпе паллаштарасси .
Урока ӑнӑҫлӑрах ирттерес тӗллевпе эпир сирӗнпе ушкӑнсемпе ӗҫлӗпӗр. Кашни ушкӑнра хӑйсен ертӱҫисем пур. Вӗсем урок пуҫламӗшӗнче тата вӗҫӗнче сӑмах тухса калӗҫ. Халӗ вӗсене сӑмах: 1 рет - Эвелина; 2 рет- Юля, 3 рет - Соня.
- Пӗр - пӗрне ӑнӑҫу сунасси.
Эпир вара чӑваш чӗлхинчен вай - хал илӗпӗр, Митта Ваҫлейӗн сӑвӑ йеркисене аса илӗпӗр:
- Тӑван чӗлхем ,
Таса хӗлхем.
Парсам пӑлхавлӑ чунӑма,
Пар чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем,
Пар ирӗк, ҫутӑрах ҫунма.
II. Ҫӗнӗ тема патне куҫас тапхӑр.
3 слайд.
- Ачасем, пурте урама пӑхӑр - ха, ҫулталӑкӑн хӑш вӑхӑчӗ халӗ?
- Хӗл ҫитни ӑҫтан паллӑ - ши?
- Юр мӗн тӗслӗ?
- Ачасем, айтӑр - ха, пӗрремӗш юра халлаласа сӑвӑ йеркисене аса илӗпӗр.
- Юр ҫӑвать, пӗрремӗш юр.
Юр ҫӑвать, тухса эс кур.
Ут эс тӱрӗ ҫулпалла,
Юр пӗрчи вылять санпа.
Пит ҫине ачаш ӱкет.
Кӑтӑклать те ирӗлет. ( Чайковскин «хӗлле» кӗвви)
4 слайд.
- ачасем, айтӑр -ха юр пӗрчи ҫинчен калаҫар. Мӗн калама пултаратӑр ун ҫинчен.
- ачаш, пӗрремӗш, вылять санпа, кӑтӑклать те ирӗлет.
5 слайд.
3. 6 слайд. Малалла эпир сирӗнпе хӗл ҫинчен калаҫӑпӑр. Кӗнекесене уҫатпӑр. Словарьсене уҫӑр та ҫӗнӗ сӑмахсене ҫырса хуратпӑр.
-
ҫырасси
-
Сыпӑкан - сыпакӑн вуласа ҫырасси.
-
Пусӑм лартасси.
-
Физминутка:
Пӱрнесем, пӱрнесем
ӑҫта пултӑр эсир?
Асанне патӗнче
Асатте патӗнче
Анне патӗнче
Ку эпӗ
Ку пирӗн ҫемье.
4. Текстпа ӗҫлесси.
-
Вуласси: учитель - пӗрле - кашни ача
-
Вулав - куҫару.
7 слайд.
-
Ҫӗнӗ сӑмахсене текстра тупасси.
-
Текст миҫе пайран тӑрать, тӗп шухӑшӗсене палӑртӑр.
-
Арпаштарнӑ плана йӗркелесси.
8 слайд. Ыйтусем ҫине хуравласси.
Физминутка:
Хура алсиш алсиш - алӑра,
Шур ҫӑматӑ урара.
Кӑвак тутӑр пуҫӑмра,
Сар ҫунашка айӑмра.
5. Ҫирӗплетӱ тапхӑрӗ.
9 слайд. Ҫулталӑк вӑхӑчӗсене танлаштарасси.
-
1 рет - Ҫулла
-
2рет - кӗркунне
-
3 рет - хӗлле.
10 слайд. Ӱкерчӗкпе ӗҫлесси. ( япала яч. + глагол = вырӑсла предложени)
-
Грамматика ӗҫӗ.
-
Ваттисен сӑмахӗсем.
6. Пӗтӗмлетӱ.
11 слайд. Кластер тӑвасси.
12 слайд. Калав тӑвасси.
7. Урока вӗҫлесси.
-
Ушкӑн пуҫлӑхӗсен сӑмахӗ.
-
Ачасен пӗлӗвне хакласси.
-
Сывпулашасси. (Сӑвӑ ярӑмӗсем)