7


  • Учителю
  • Конспект к уроку чувашского языка 'Упрар тăван чĕлхемĕре', 9 класс

Конспект к уроку чувашского языка 'Упрар тăван чĕлхемĕре', 9 класс

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала


Упрар тăван чĕлхемĕре


Чăваш чĕлхи - сăмах тĕлĕшĕнчен çав тери пуян чĕлхе. Илемлĕхĕпе те, çепĕçлĕхĕпе те уйрăлса тăрать вăл ытти чĕлхесенчен.Чăваш чĕлхи маншăн тăван чĕлхе. Аннен кăкăр сĕчĕ урлă куçнă вăл ман чуна. Манра аннен юнĕ чупать, аннен чăваш юнĕ, çавăнпа та чăвашлăх туйăмĕ манра ĕмĕрлĕхех хуçаланать. Чăвашăн сăпайлăхĕ те, ĕçченлĕхĕ те пур ман çумра. Хама чăваш туса çуратса янишĕн чунтан савăнатăп, аннене çĕре çити пуç таятăп. Чĕлхине те аннене юратнă пек юрататăп, ăна хисепленĕ пек хисеплетĕп.

Анне… Кашни çыннăн чĕритĕпелĕнче упранать çăк сăваплăсăмах. Çак сăмахпа пирĕн чĕлхемĕр уçăлать. Çак сăмаха илтсен, куçумне чи çывăх çын сăнарĕ тухса тăрать. Хамăрăн виçсе тухайми аслă Тăван сĕршывăмăра та эпир Анне тетпĕр. Çуралнă килтен пуçласа виçесĕр аслă Тăван çĕр-шыв таран - акă мĕн анлăш вăл Анне сăмах. Çавăнпа та çынна вăл амăшне мĕнле пăхнине кура хаклаççĕ. Мĕн авлтан чăваш: «Аннене кўрентерме юрамасть, ăна кўрентерни пуç çинеўкет», -- тенĕ. Чăн-чăн çын чи йывăр самантра амăшне аса илет те, унăн сăн-пичĕ шалтан çуталсакаять, варавăл кирек мĕнле йывăрлăха çĕнтерме те вăй-хал тупать. Аннемĕрсене чĕнме эпир чи çепĕç сăмахсем шыратпăр, анчах… Анне сăмахран лайăхраххи те çепĕçреххи тупаймастпăр. Унран хаклăраххи те пулаймĕ. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе манăн анне калаçать, пĕрремĕш сăмахĕ те пирĕн чăвашлах пулнă - анне. Çавăнпа та тăван чĕлхене пирĕн тăван аннемĕре хисепленĕ пек, юратнă пек хисеплемелле теюратмалла. Ăна манма хушни амăшнеманма хушниех. Тăван чĕлхене юратманни - хăйне юратманни. Тăван чĕлхепе калаçма вăтанни - хăйне курайманни.

Çакă çутă тĕнчере пурăнакан çичĕ миллиард çын ик çĕр патшалăхра пурăнать, сахалтан та икĕ пин çурă чĕлхепе калаçать. Вĕсенчен 250-шĕ кăна çырулăхлă. Çав шутра- чĕлхемĕр те. Телейлĕ вăл, пирĕн чăваш чĕлхи. Апла пулсан унăн малашнехи телейне те пирĕн татас марччĕ, ура айне хурса сĕмсĕррĕн таптас марччĕ. Пурăнтăрччĕ вăл çак чăваш çĕрĕ çинче ыр курса, чăваш халăхне савăнтарса.

Тăван чĕлхемĕрĕн çўпçи калама çук тарăн та пуян. Н.Ашмарин словарĕнчех 40 пин ытла сăмах. Çав сăмахсен йышне сыхласа хăварасси пирĕнтен, паллах,нумай килет. Эпир аталантарса пырсан вăл чечекленсех пырĕ. Анчах та паянхи кун, наукапа техника хăватлăн аталаннă тапхăрта, хуласемпе çыхăну вăйланнă хушăра тепĕрпроблема тухса тăрать - тăван чĕлхемĕре манса пыни. Халăх йышĕ ялсенче чакни, хулара ўссе пыни тăван чĕлхешĕн йывăрлăх кăларса тăратать.

Ялсенче чăвашсемех курнăçланса вырăсла калаçни, вĕсенченех мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи, унпа инçетех каяймăн тени чуна тарăхтарать. Çакăн пек калаçакансемех вырăсла та тĕрĕс пуплев йĕркелеймеççĕ, чăн чăвашла та таса илемлĕ калаçма пултараймаççĕ. Чăваш чĕлхи урокĕсенче те сочинени е изложени çырнă чух учительтен ку сăмах чăвашла мĕнле пулать, е тепĕрсăмахне чăвашла мĕнле каламалла тесе ыйтса йăлăхтарсах çитереççĕ, е предложени йĕркелеймесĕр чарăнса тăраççĕ. 40 пин ытла саамах хушшинче предложени йĕркелеме сăмах тупайманнисем те тĕл пулаççĕ. Вара ирĕксĕрех шухăшлатăн: «Чăн чăвашсемех вырăсланса каяççĕ-ши?»

«Мĕн тума вĕрентеççĕ чăвашла, ахалех чăвашла калаçма пĕлетĕп, çитменнине экзамен тыттараççĕ-ха тата», - тет ман юлташ кăмăлсăрланса. Кунпа эпĕ пачах та килĕшместĕп. Ман шутпа, 9-мĕш, 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен тыттарсан аслă вĕренў шкулĕсене веренме кĕнĕ чух чăвашла пĕлнине тĕрĕслесен, усси пулĕ, тăван чĕлхене çине тăрсах вĕренме тытăнĕç.

Пĕррехинче урокра тăван чĕлхепе вĕрентекен ачасене çакăн пек ыйту пачĕ: «Мĕн тума кирлĕ-ха пире тăван чĕлхе? Мĕншĕн ăна тăрăшсах вĕренмелле?» Çакăн пек хуравлаççĕ: «Мĕншĕн тесен вăл тăван чĕлхе, çавăнпа вĕренетпĕр». «Тăван чĕлхе вăл ăс парать». «Мĕншĕн тесен вăл атте-анне чĕлхи, çепĕç чĕлхе». Кусем туяççĕ: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлў çук».

Пур хуравĕ те пĕр пек мар. Хăшĕсем кăнттамрах та хуравлаççĕ: «Эпĕ чăвашла вулама юратмастăп». «Чăвашла вĕренме йывăр». Паллах шухăшлаттаракан сăмахсем.

Ачасем аслисен витĕмĕпе ўсеççĕ. Аслисен шухăш-кăмăлĕ кĕçĕннисене ўкет. Чĕлхе хутшăну хатерĕ пулнă май, унпа эпир пĕр-пĕринпе калаçатпăр, хутшăнатпăр. Енчен те эпир чăвашсем пулсан, пирĕн чăваш чĕлхипе пур çĕрте те - урамра та, килте те, шкулта та чăн чăвашла таса та илемлĕ калаçмалла. Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă та илемлĕ йăла-йĕркесене манса кайсах пыратпăр, ватă çынсене те хисеплеместпĕр, кăмăл-сиптлĕхе уямастпăр. 70-80 çулхи мучисемпе кинемейсене эпĕ питĕ хисеплетĕп. Вĕсем урама тухса ларсан, эпĕ яланах вĕсен калаçăвне сăнатăп. Мĕн тери хитре калаçаççĕ вĕсем хăйсен таса чĕлхипе. Чĕлхери сăмахсене тĕлли-паллисĕр унталла-кунталла ывăтмаççĕ, вĕсемпе илемлĕ усă курма пĕлеççĕ, ют чĕлхери сăмахсемпе вараламаççĕ те, çўпĕлемеççĕ те тăван чĕлхемĕре. Юрри-сăмаххи те шыв пек юхать вĕсен, калаçăвĕ тирпейлĕ, юмаххине те нумай пĕлеççĕ, ăсĕпе те пуян. Чăваш йăли-йĕркине тытса пыраççĕ, майне пĕлеççĕ. Чĕлхе пархатарĕ иксĕлмен. Мĕншĕн-ха пирĕн çак хисеплĕ ватăсенчен ăс илес мар? Вĕсем пек таса та çепĕç калаçас мар? Паянхи кун тăван чĕлхен чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри вăл - чĕлхе тасалăхне упраса хăварасси. Упрама тăрăшатпăр-и-ха эпир ăна? Çук тесе каласан та çылăх пулмĕ. Çамрăксен чĕлхе культури те уксахлать. Вĕсем хушшинче хăйсен шухăшне вăрса калайманнисем те нумай, калаçăвне итлесен, хăлха йўçсех каймалла. Кашни предложенирех - хутлă-хутлă сăмахсем.

Эпир пĕр-пĕр сăмаха чăвашла калама пĕлменни мар чĕлхене çўпĕлет, вырăс сăмахĕсемпе курнăçланса калаçни тăван чĕлхене выльăх каяшĕпе сăрмаласа тухнă евĕр лапăртать. «Здравствуйте», «До свидания» сăмахсене пĕр-пĕрне чăвашла каласан мĕн тери аван. «Сывлăх сунатăп», «Ырă кун пултăр», «Сывă пулăр» сăмахсенчен сан патна ăшă варкăш пырса çапать, чун çемçелсе каять. Тăван шкулăмра вĕренекенсем чăвашла сывлăх сунни, сыв пулашни йăлана кĕрсе пыни чуна савăнтарать. Районти е хулари хуть мĕнле учрежденине кĕр - пур çĕрте те санпа вырăсла калаçаççĕ. Районта та чăвашла пĕлмеççĕ тейĕн. 70-80 çулхи ватă кинемей пултăр, вăл вырăсла пĕлет-и, пĕлместь-и, ăна та шута илмеççĕ - пурпĕр унпа та вырăслах калаçаççĕ. Чăваш чăвашпах хăйĕн тăван чĕлхине часрах манса урăх чĕлхепе калаçни чĕрене çĕçĕпе чикнĕ евĕр ыраттарать.Кун пирки Петĕр Хусанкай Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинче витĕмлĕ çырса кăтартнă: «Мĕн чăваш чĕлхи?

Илтетпĕр хăш чухне чăвашранах.

Йĕрĕнсе пахса илетпĕр

Ун йышши каçрашкана.

Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун.

Куçнах унран кулатпăр

Ўк те çурăл, хып та çун.

Эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Эпĕ те Хусанкайпа килĕшетĕп.

Чăваш чĕлхи тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та сумлă ăсчахсем ырă сăмахсем каласа хăварнă. Акă чăваш чĕлхине нумайранпах çине тарса тĕпчекен венгр ученăйе Рона-Таш хăйĕн ĕçне сăвап тесе шутлать. Чăваш чĕлхине тĕпчеме, вĕренме пултарнишĕн савăнать. Чăваш чĕлхине ют çĕр-шыв ученăйĕсем тĕпчесе вĕренеççĕ пулсан, эпир хамăрăн тăван чĕлхене çине тăрса вĕренменни кўрентерет.

Паллă ученăй Г.Н.Волков профессор, академик, 1970-мĕш çулта Прагăра, тĕнче конгресĕнче чăвашла тухса калаçнă. Тĕрлĕ халăх çыннисем тĕпчевçĕ чăваш чĕлхипех шухăша ăнланмалла, уçăмлă калама пултарнинчен тĕлĕннĕ, калаçăва ытти чĕлхесене куçарса пынă.

Н.К.Крупская пирĕн чĕлхе пирки акă мĕн каланă: «Эпĕ чăвашсем калаçнине илтнĕ, вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç чĕлхе» Чăн та, чăваш чĕлхинчен çепĕçреххине те, илемлĕреххине те, пуянраххине те, янăравлараххине те урăх ниçта та тупаймăн.Эпир вара çавăн пек чĕлхепе мухтанма та пĕлместпĕр.

Юлашкинчен манăн çакна калас килет: «Чăвашсем, хăвăрăн чĕлхĕре ан манăр, ăна ан çухатăр, ăна çухатсан эпир хамăр та çухалăпăр. Чăваш ячĕ те çĕр çинче юлмĕ. Апла пулсан, тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн çине тăрсах тăрăшар, унăн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пултăр тесе те чуна парсах ĕçлер.




 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал