- Учителю
- Конспект урока по чувашскому языку на тему Осень и зима (6 класс)
Конспект урока по чувашскому языку на тему Осень и зима (6 класс)
УÇĂ урокăн тулли конспекчĔ
(6 класс)
Урок теми: Кĕркуннепе хĕлле
Урок тĕллевĕсем: - ачасене çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне сăнама, ун илемĕпе киленме, ăна упрама вĕрентесси.
- глаголăн -сан(-сен) аффикссемлĕ формисемпе пуплевре усă курма хăнăхтарасси.
- вĕренекенсене «кĕркуннепе хĕлле» темăпа калаçу хăнăхăвĕсене алла илме пулăшасси;
Урокра усă курнă технологисем - пултарулăхпа тĕпчев технологийĕ.
Словарь ĕçĕ: тÿпе, çулçă, пăр, пĕлĕт, йĕлтĕр, тăвайкки, çунашка, юр пĕрчи, пахча, çĕр улми, йăтаççĕ, кăлараççĕ, шăнаççĕ, ярăнаççĕ, юр пĕрчи.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, интерактивлă доска, «Çулталăк вăхăчĕсем» слайдсем, П.Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» диск, ватман, стикер, тестомаркер.
Урок юхăмĕ
-
Класа йĕркелени, сывлăх сунни, дежурнăй отчёчĕ.
-
Урок йĕркипе паллаштарни
- Паянхи урокра тĕрлĕ ĕç тăватпăр: ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр, ÿкерчĕксем тăрăх калавсем тăвăпăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăпăр.
I. Вĕреннине аса илни
а) Фонозарядка. Кĕрхи, кĕрхи, кĕрхи кунсем
Килсе çитрĕç васкаса.
Туслă, туслă ачасем
Вĕренеççĕ пĕр класра.
*******
Шурă-шурă, шурă юр.
Таврана вăл шуратать.
Шурă-шурă, шурă юр.
Ачана савăнтарать.
ă) Тупмалли юмахсен тупсăмне каласси (слайдсем тăрăх);
Шурă юр ирĕлет,
Çеçен хир чĕрĕлет,
Ешĕл курăк ÿсет…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Çуркунне)
Хĕвел хытă хĕртет,
Ăшă çил вĕркелет,
Сар ыраш çитĕнет…
Вăл хăçан пулать-ши? (Çулла)
Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Хĕлле)
Хир илемĕ каять,
Сĕм вăрман çаралать,
Пĕрмай çумăр çăвать…
Вăл хăçан пулать-ши ? (Кĕркунне)
б) Килти ĕçе тĕрĕслесси (71 стр., 4-мĕш хăнăхтару);
Тĕрĕс хуравсем:
1-мĕш ÿкерчĕк çинче:1) Пĕчĕккисем çунашкапа ярăнаççĕ.
2) Йывăçсем çара.
2-мĕш ÿкерчĕк çинче:1) Ачасем урамра юр кĕлетке тăваççĕ.
2) Çулçăсем саралчĕç, хĕрелчĕç.
3-мĕш ÿкерчĕк çинче: 1) Çулçăсем йывăç çинчен ÿкеççĕ.
4-мĕш ÿкерчĕк çинче: 1) Хĕр ачасем коньки илчĕç та каток çине ярăнма кайрĕç.
II. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
-
Ребус тупсăмне тупмалла (72 стр).
Вĕрентекен:
- Ӳкерчĕк çине пăхар-ха, мĕнле сăмахсем пытаннă-ши кунта? Кам мĕнле шутлать?
- Настя, сан шутпа, мĕн çырнă?
- Кирилл, сан шутпа, мĕн çырнă?
Хуравĕ: кĕркуннепе хĕлле (çĕнĕ тема ячĕ).
Вĕрентекен:
- Паянхи урок теми: «Кĕркуннепе хĕлле». «Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ» пая малалла тăсăпăр. Тетрадьсене уçăр, паянхи числона, темăна çырса хурăр.
Чÿк уйăхĕн çирĕм пĕрмĕшĕ
Класри ĕç
Кĕркуннепе хĕлле
-
Лексика материалне аталантарни. Çĕнĕ сăмахсем, 4-мĕш хăнăхтару.
Вĕрентекен:
- Урокра усă курмалли сăмахсем:
Тÿпе - небо, çулçă - лист, пăр - лёд, пĕлĕт - туча, йĕлтĕр - лыжи, тăвайкки -горка, çунашка - санки, юр пĕрчи - снежинка, пахча - огород, çĕр улми - картошка, йăтаççĕ - таскают, кăлараççĕ - выкапывают, шăнаççĕ - мёрзнут, ярăнаççĕ - катаются.
Вĕрентекен:
- Кашни сăмахне пурте пĕрле вулăпăр, кашни сăмахĕпех предложени тăвăпăр.
4-мĕш хăнăхтару
Юр - шыв, хĕлле - юр пĕрчи, сад - улмуççи, йывăç - çулçă, йĕлтĕр - ача, вăрман - çеçпĕл, тÿпе - пĕлĕт, юхан шыв - пулă, тавайкки - çунашка.
-
Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарни . 7-мĕш хăнăхтарупа ĕçлени.
Вĕрентекен:
- Ачасем, ку хăнăхтарăва эсир пĕр-пĕрне ыйту парса пурнăçлатăр (5 минут).
Тĕрĕс е тĕрĕс мар хуравланине доска умне тухса пĕр мăшăр туса кăтартать.
7-мĕш хăнăхтару
- Çулçăсем хăçан тăкăнаççĕ?
- Çулçăсем кĕркунне тăкăнаççĕ.
- Çуллапа хĕлле хушшинче мĕнле çулталăк вăхăчĕ пулать?
- Çуллапа хĕлле хушшинче кĕркунне пулать.
- Кайăксем хăçан кăнтăра вĕçсе каяççĕ?
- Кайăксем кĕркунне кăнтăра вĕçсе каяççĕ.
- Çынсем хăçан çĕр улми кăлараççĕ?
- Çынсем кĕркунне çĕр улми кăлараççĕ.
- Ачасем хăçан вĕренме пуçлаççĕ?
- Ачасем кĕркунне вĕренме пуçлаççĕ.
- Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлараççĕ-и?
- Кĕркунне кайăксем чĕпĕ кăлармаççĕ.
- Сентябрьте шкул ачисем канаççĕ-и, вĕренеççĕ-и?
- Сентябрьте шкул ачисем вĕренеççĕ.
- Кĕрхи каникул хăçан пуçланать?
- Кĕрхи каникул ноябрьте пуçланать.
- Кĕрхи каникулта ачасем мĕн тăваççĕ?
- Кĕрхи каникулта ачасем канаççĕ.
-
Грамматика материалĕ: -сан(-сен) аффикссемлĕ глаголсем.
-
Кану саманчĕ. Учитель хыççăн каласа хусканусем тăваççĕ
Ушкăн- ушкăн ачасем
Шкулалла утаççĕ.
Ушкăн-ушкăн кайăксем
Кăнтăра вĕçеççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем
Çĕрелле ÿкеççĕ.
-
Монолог хăнăхăвĕсене аталантарни. Ачасем килтен ÿкерсе килнĕ ÿкерчĕксем çинчен каласа параççĕ (3 ача).
III. Çирĕплетни. Хаçат кăлараççĕ. Пĕр ушкăнĕ - кĕркунне, тепĕр ушкăнĕ хĕлле çинчен. Консультантсем те, корректорсем те пулаççĕ. Çав вăхăтра Чайковскийĕн «Çулталăк вăхăчĕсем» кĕвĕ янăрать.
IV. Пĕтĕмлетни. «Кĕркуннепе хĕлле паллисем» кластер тăвасси.
V. Киле ĕç пани. Ĕç тетрадĕнчи 33- мĕш урокри 2- мĕш хăнăхтару.