- Учителю
- открытый урок по чувашскому языку в 3 классе 'И. Я. Яковлев – чăваш халăхěн паллă çынни'
открытый урок по чувашскому языку в 3 классе 'И. Я. Яковлев – чăваш халăхěн паллă çынни'
3б класс
Тема: И.Я.Яковлев - чăваш халăхěн паллă çынни.
Воспитани тěллевěсем: Чăваш Республикин паллă çыннисене аса илесси, вěсене хисеплеме вěрентесси.
Пěлӳ тěллевěсем: И.Я.Яковлев çинчен анлăрах пěлесси, унăн калавěсен содержанине çирěплетсе хăварасси, пайăр ятсене пысăк сас паллинчен пуçласа çырассине аса илесси.
Аталантару тěллевěсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе,илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене аталантарасси.
Урокра кирлě хатěрсем: «И.Я.Яковлев» презентации, компьютер, проектор, И.Я.Яковлев çырнă калавсем, кěнекесем, В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова/Чăваш сăмахě, вырăс шкулěн 3 класěнче Чăвашла вěрентмелли кěнеке.
Урок юхăмě
1.Класа урока йěркелесси:
а) сывлăх сунасси;
ă) килти ěçе тěрěслесси (çурхи чечексен ячěсене аса илесси)
б) пуплев зарядки:
ă-чă - чăвашсен
ě-пě - пěлеççě
ӳ-çӳ - пěлӳ
ç-çу - çутта
Чăвашсен пур паллă çын
Пурте ун ятне пěлеççě,
Ваттисем калаçнă чух
Ырăпа çеç аса илеççě.
- Ачасем, эсир чăвашран тухнă паллă çынсене камсене пěлетěр?
- Андриян Николаев, Чапаев, Яковлев, Хусанкай, Константин Васильевич Иванов.
- Аван, урок темине пěлес тесен сирěн çак кроссворда тумалла, килти ěçе те тěрěслěпěр, урок темине те пěлěпěр.
-Маттур. Урок теми - Иван Яковлевич Яковлев -чăваш халăхěн паллă çынни.
2.Çěнě материалпа ěçлесси.
1) Урок темипе тěллевěсене пěлтерни.
- Эпир паян И.Я.Яковлев пултарулăхě çинчен калаçăпăр, вěреннине пěтěмлетěпěр, Яковлев çырнă калавсемпе ěçлěпěр. Сирěн паян вулама, калаçма,ушкăнпа ěçлеме пěлнине кăтартмалла.Урок вěçěнче пěтěмлетӳ тăвăпăр.
2) Словарь ěçě:
Чěмпěр - Ульяновск (Симбирск)
çутта кăларакан çын - просветитель
палăк - памятник
асра тыт - помнить
çыруçă - писатель
- учитель вулать;
- ачасем хорпа вулаççě;
- ретпе вулаççě;
- предложенисем тăваççě.
3) И.Я.Яковлев çинчен презентации кăтартасси, каласа парасси.
Ача каласа парать: Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулта ака уйăхěн 25- мěшěнче Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялěнче çуралнă. Вăл çуралсанах тăлăха юлнă. Кӳршěсем патěнче пурăнма пуçланнă. Шкулта вěреннě. Кайран çěр виçекен пулма вěренет. 4 çул çěр виçекен пулса ěçленě. Гимназие вěренме кěнě. И.Я.Яковлев чăваш халăхěн йывăр пурнăçě çинчен нумай шутланă, вěсене вěрентесшěн, çутта кăларасшăн пулнă.
4) Кěнекепе ěçлесси (44 стр.)
а) И.Я.Яковлев» текста учитель вулать (фоно чтение), ачасем итлесе лараççě, ăнланма тăрăшаççě;
ă) вырăсла мěнле ăнланнине тěрěслесси;
б) калава ачасем кěнеке тăрăх вулаççě;
в) вырăсла каланă предложенисене калавра тупасси:
- И.Я.Яковлев - учитель.
- И.Я.Яковлев составил чувашский алфавит, букварь.
- И.Я.Яковлев - просветитель чувашского народа.
- 25 апреля - день рождения И.Я.Яковлева, отмечают День чувашского языка.
г) Ыйтусемпе ěçлесси. ( парăпа )
д) кану саманчě:
е) Кластер тăвасси:
И.Я.Яковлев ачасене вěрентнě
калавсем çырнă
алфавит тунă
букварь хатěрленě
халăха çутта кăларнă
шкулсем уçнă
ě) калав содержанине чăвашла каласси.
ж) слайдсемпе ěçлесси
хулара И.Я.Яковлевпа çыхăннă вырăнсене пěлетěр-и? (палăксем, проспект, библиотека, музей, педуниверситет)
3. 6- мěш ěç. Предложенисене тěрěс çырса илесси.
4. Ушкăнпа ěçлесси (икě рет)
а) ӳкерчěксем тăрăх калав ячěсене калăр
«Йытăпа унăн мěлки» «Йăлăнтарни»
«Кахалпа юлхав» « Лаша шырани»
«Чакак» «Хураçка»
ă) Çак ваттисен сăмахěсем хăш калавра тěл пулаççě:
Çăкăр-тăвар хире-хирěç («Тилěпе тăрна»)
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать ( «Йăлăнтарни»)
Ěçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçě («Кулачă»)
Нумай хапсăнсассăн нимěнсěрех тăрса юлăн («Йытăпа унăн мěлки»)
б) ачасем хăйсен отвечěсемпе паллаштараççě.
5. Пěтěмлетӳ тăвасси.
Çěнни мěн пěлтěн?
И.Я.Яковлев ячě чăваш халăх историйěнче ěмěр-ěмěр çуталса тăрě.
Пурте:
Вăй илтěмěр çěнě тěнче тумалăх,
Çитетпěр çӳллě ěмӳěтсем патне.
Çапах нихçан, нихçан та манмě халăх
Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.
6. Киле ěç: 1) илемлě вулав, ыйтусем çине ответлесси;
2) Яковлев çинчен пěчěк калав тăвасси.
7. Урок вěçě. Отметкăсем лартасси.