7


Урок по чувашскому языку

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Сиплӗ ҫимӗҫ- Сухан.

Урок тӗллевӗсем: 1) сухан ҫинчен ҫӗнӗ пӗлӱ парасси;

2) япала ячӗн формисемпе пуплевре усӑ курма хӑнӑхтарасси;

3) тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗ ҫинчен ҫӗнӗ пӗлӱ пухма хавхалантарасси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем: фонетика зарядки, пуплев зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, илемлĕ вулав, диалог (ыйту-хурав), икшерĕн ĕçлени, монолог (пĕчченшерĕн) тата хорпа калани, шырав, ушкăнпа ĕçлени, тишкерÿ, пĕтĕмлетÿ.

Урокра кирлӗ хатӗрсем: комьютер, проектор, экран, презентаци слайчӗсем, А4 хут листисем, фломастерсем, пахча ҫимӗҫсем ҫинчен хатӗрленӗ конвертсем, валеҫсе памалли картон пахча ҫимӗҫсем

Ҫӗнӗ сӑмахсем: пуҫлӑ сухан, симӗс сухан, вӑрӑ суханӗ, сухан хуппи, ӑшала, паха, куллен кирлӗ ҫимӗҫ, упран, сухан тутти.

Урок юхӑмӗ.

  1. Класа йӗркелени.

Сывлӑх сунни.

Дежурныйпе калаҫни.

-Халĕ ҫулталăкăн хăш вăхăчĕ? (кĕр)

Ҫапла,ачасем. Кĕр иртсе пырать. Пахчари ҫимĕҫсене тахҫанах пуҫтарса кĕртнĕ ĕнтĕ.Эпир те сирĕнпе уроксенче пахча ҫимĕҫсем ҫинчен вĕренме пуҫларăмăр. Паян эпир сирĕнпе калаҫăва малалла тăсăпăр. Тата тепĕр ҫимĕҫпе паллашăпăр.





  1. Вӗреннине аса илни.

Ачасем, паян эпир сирӗнпе урокра ушкӑнсемпе ӗҫлӗпӗр.Чи малтанах сире ҫакӑн пек ӗҫ парас тетӗп: ҫак тӱркӗтеслӗхре мӗнле сӑмахсем пытаннӑ-ши?





Ҫак сӑмахсене пӗтӗмлетсе пӗр сӑмахпа мӗнле калама пулать.

Тӗрӗс, кусем пурте пахча ҫимӗҫсем.Эпир сирӗнпе помидорпа купӑста ҫинчен калаҫнӑччӗ ӗнтӗ, аса илер-ха вӗсем ҫинчен.

А).Помидор ҫинчен презентации пăхасси

Ă) Ыйтусем ҫине хуравласси.

  1. Помидор Тӑван ҫӗршывӗ ? (Кӑнтӑр Америка)

  2. Помидор мӗнпе пуян?

  3. Мӗнле чирсемпе аптракан ҫынсене помидор ҫиме хушаҫҫӗ?

  4. Помидорпа мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

Б) Купăста ҫинчен презентаципе паллашасси.

В) Ыйтасемпе ĕҫлесси.

  1. Купӑста мӗнле витаминпа пуян?

  2. Купӑстан мӗнле сорчӗсене пӗлетӗр?

  3. Купӑстаран мӗнле апат хатӗрлеҫҫӗ?

Киле ӗҫ сире купӑстаран тунӑ апат рецепчӗпе паллаштарма каланӑччӗ.Халӗ килти ӗҫсене тӗрӗслетпӗр.

(Ачасем рецептсемпе паллаштараҫҫӗ.)





  1. Ҫӗнӗ материалпа ӗҫлени.

Тупмалли юмах тупсӑмне тупни.

Куҫран пӑхса макӑртать,

Куҫҫуль хытӑ юхтарать.

Йӱҫӗ пулсан та туян-

Витаминпа вӑл пуян.(сухан)

Апла пулсан мӗнле пахча ҫимӗҫ ҫинчен калаҫӑпӑр паян?

(ачасен хуравӗ)





А) «Сухан» презентаципе паллашасси.

Сухан-пирĕншĕн ҫĕнĕ ҫимĕҫ мар. Ăна кашни пахчарах лартаҫҫĕ, кашни ҫемьерех усă кураҫҫĕ. Сухана пирĕн тăрăхра мĕн ĕлĕкренех лартса ӱстереҫҫĕ. Ытларах пуҫлă сухан лартаҫҫĕ. Унсăр пуҫне батун, хăвăл сухан, шнитт, слизун, порей, уй суханĕ тĕл пулаҫҫĕ. Эпир паян пуҫлă сухан ҫинче чарăнса тăрăпăр. Вĕсем тĕрлĕрен пулаҫҫĕ: сарă хупăлли, шурри, кăвакки. Пирĕн тăрăхра ытлаврах сарă хупăллă пуҫлă сухан лартаҫҫĕ.Юлашки вăхăтра вăрă суханĕ лартма пуҫларĕҫ.Чи малтан ҫак пĕчĕк вăрăсене акса севок туса илеҫҫĕ. Севокран ҫакăн пек пысăк пуҫлă сухансем ҫитĕнеҫҫĕ.

Тĕллевĕсене палăртасси:

-Ҫапла вара эпир Сухан текстпа ĕҫлесе тулли, ҫыхăнуллă калав тума, пуҫлă суханпа пурнăҫра усă курма вĕренĕпĕр, пахча ҫимĕҫ ячĕсене тĕрлĕ формăра лартма пĕлнине ҫирĕплетĕпĕр.





Ă) Ҫӗнӗ сӑмахсемпе паллашни.

Пуҫлӑ сухан-репчатый лук

Вӑрӑ суханӗ-лук-севок

Сухан хуппи-шелуха лука

Паха ҫимӗҫ-ценный продукт

Куллен кирлӗ ҫимӗҫ-ежендневно нужный продукт

Упранать-хранится

Сухан тути-вкус лука

Ҫиме юрăхлă-съедобный





Халĕ ,ачасем, куҫсене кантарса илетпĕр.





Б) Текста вулани.(108 стр.)

Б) Ҫĕнĕ сăмахсене текстра тупса предложенине вырăсла куҫарни

В) Ачасем пӗр-пӗрне ыйтусем пани.( кашни ушкӑн виҫшер ыйту хатӗрлет)

Г) Пăтраштарнă плана йĕркелесси

  1. Сухан куллен кирлĕ ҫимĕҫ

  2. Пуҫлă сухан лайăх упранать

  3. Тĕрлĕ сухан

  4. Сухан пуҫĕ те ҫулҫи те ҫиме юрăхлă.

  5. Сухан-сывлăхшăн усăллă.





Д) Сухан паспортне туни. (Кашни ушкӑн хӑй тӗллӗн ӗҫлет)

Пахча-çимĕç паспорчĕ

Д) Сухан паспорчӗпе паллаштарни.

Физкультминутка

«Çимĕçĕ тата туни» вăйă. Çимĕçĕ çĕр çинче ÿсет пулсан - тăмалла, çĕр айĕнче ÿсет пулсан - лармалла.

Пӑрӑҫ, хăяр, çĕр улми, фасоль, кăшман, сухан, çарăк, купăста, симĕс сухан, чечеклĕ купăста, кишĕр, пӑрҫа. улми, кăшман, кишĕр, Сухан, çарă,р





  1. Вӗреннине ҫирӗплетни.

Сӑвва вулани, тӗп шухӑшне палӑртни.

Сухан питӗ ешӗл-ҫке,

Сухан ыхра пиччӗш-ҫке.

Сухан тухтӑр пек паха-

Сыхлать пирӗн сывлӑха.

Апла пулсан сухан ҫав тери усӑллӑ пахча ҫимӗҫ ӑна ытларах ҫиме тӑрӑшмалла. Унра С витамин нумай. Вӑл шӑнса пӑсӑлас мар, чирлесен хӑвӑртрах сывалас тесен питӗ кирлӗ.

Тата ман ҫакна каласа хӑварас килет:

Вӑтам ӗмӗрсенче рыцарьсем сухана талисман вырӑнне ҫакса ҫӱренӗ. Вӑл ҫапӑҫура вилӗмрен ҫӑлӑнса юлма пулӑшать тесе шутланӑ.Сухан кӑларакан фитонцидсем чир ертекен бактерисене вӗлереҫҫӗ.Сухана виҫӗ минут чӑмланипе ҫӑварти бактерисем вилеҫҫӗ.

Ҫут ҫанталăкпа килĕшӱре пулсан, ун илемне курма, упрама, ун ырлăхĕпе усă курма пĕлсен-эпир чи телейлĕ ҫынсем.

  1. Вӗреннине пӗтӗмлетесси.(вăхăт юлсан буклетсем тăватпăр)

  2. Урока пӗтӗмлетни.

-Ачасем, сире урок килӗшрӗ-и?

Урокра мӗн ҫӗнни пӗлтӗр?





Ушкӑнсен ӗҫӗсене хаклани.

Оценка лартни.

Киле ĕҫ пани.

Ачасем, эсир иртнӗ уроксенче тата паян вӗреннӗ пахча ҫимӗҫсене пӗтӗмлетсе буклетсем туса килетĕр. Чи малтанах историйӗ, мӗнле витаминсемпе пуян, сывлӑхшӑн мӗнпе усӑллӑ тата кану саманчӗ валли мӗн те пулсан туса памалла.

Ҫавăн пекех ытти вĕренмен пахча ҫимĕҫсем ҫинчен презентации туса килмелле.

Тата кĕнекери 109 страницăри 2-мĕш хăнăхтарăва ҫырса пурнăҫламалла.





-Ачасем, эсир паян урокра ҫав тери лайӑх ӗҫлерӗр. Пурне те тавтапуҫ. Сывӑ пулӑр!

Урок вӗҫленчӗ. Тухма пултаратӑр.



















 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал