7


  • Учителю
  • Открытый урок по чувашскому языку Антонимсем (5 класс)

Открытый урок по чувашскому языку Антонимсем (5 класс)

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Урок теми: Антонимсем

Урок тĕсĕ: ИКТпа çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок

Урок тĕллевĕсем: 1) Антонимсем çинчен ăнлантарни;

2)Антонимсене предложенире тупма тата вĕсемпе калаçура, çырура усă курма хăнăхтарасси;

3) Тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: ÿкрчĕксем, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем çырнă карточкăсем; компьютер, проектор, урок темипе хатĕрленĕ слайдсем.





Урок юхăмĕ:

  1. Класа йĕркелесси. Ачасемпе паллашасси.

- Сывлăх сунатăп, ачасем! Халĕ пурте пĕр-пĕрин çине, хăнасем çине пăхса илĕр те пурне те савăнăçлă кулă парнелесе вырнаçса лартăмăр.Урокра паян тăрăшса ĕçлессе, пурте лайăх пуласса шанăпар. (Слайд 1)

II.Çĕнĕ тема патне илсе пыни.

  1. Кроссворд тупасси.

- Ачасем, паянхи урок темине пĕлес тесен пирĕн сирĕнпе кроссворд тупмалла. Эпĕ сире халь тупмалли юмахсем вуласа паратăп, сирĕн вĕсен тупсăмĕсене тĕрĕс тупмалла та тĕрĕс вырнаçтармалла. Вара палăртнă юпара паянхи урок теми вуланĕ.

Кроссворд ыйтăвĕсем: (ачасем хуравланă май отвечĕсем тухса пыраççĕ) (2 слайд)

  1. Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер ( кăмпа)

  2. Ани шурă, вăрлăхĕ хура (кĕнеке)

  3. Пĕчĕк çеççĕ кинĕм пур, çĕр хут кĕпе тăхăнать ( купăста)

  4. Куçа курăнмасть, сасси çухалмасть( телефон)

  5. Хĕлле хĕлĕпех ĕçлет, çулла хăяккăн выртать (çунашка)

  6. Хăй шалта, çÿçĕ тулта (кишĕр)

  7. Каçхине вăранть, кăнтăрла çывăрать (тăмана)

III. Апла пулсан, ачасем, эпир сирĕнпе паян антонимсем çинчен калаçăпăр. Тетрадьсене уçатпăр та паянхи число, тема ятне çырса хуратпăр. (3 слайд)

IV.Ачасем, халь пурте доска çинчи ÿкерчĕк çине пăхатпăр та пуçланă предложенисене сăмахпа каласа пĕтеретпĕр: ( 4 слайд)

  1. Миша магазина кĕрет, Саша …(тухать)

  2. Миша пĕчĕк, Саша … (пысăк)

  3. Мишăн сумки çăмăл, Сашăн … (йывăр)

- Ачасем, мĕн асăрхарăр-ха? Палăртнă сăмахсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ?

- Апла пулсан мĕнле сăмахсене антонимсем теççĕ? (хирĕçле пĕлтерĕшлĕ)

V. (5 слайд)

1.Иртсе кайрĕ хура кĕр,

Килсе çитрĕ шурă хĕл.

(И.Тăхти)

2. Эс, анне, мана ан чар

Ĕçлеме пĕрре те.

Эп халь пĕчĕк пепке мар,

Эп халь пысăк ĕнтĕ.

(П.Эйзин)

3. Иртсе кайрĕ тĕттĕм çĕр,

Хуллен-хуллен сирĕлчĕ.

Сиксе тухрĕ çутă кун,

Çутçанталăк çуталчĕ.

(К.Иванов)

- Сăвăри хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупатпăр, мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине калатпăр)

- Мĕн тума кирлĕ-ха антонимсем? (Шухăша тарăнлатаççĕ, чĕлхене сăнарлă та витĕмлĕ тăваççĕ. Çыравçăсем те пуплеве илемлетес тесе антонимсемпе усă кураççĕ)

VI. Кĕнекери хăнăхтарупа ĕçлени. 393 хăн.

VII. Кану саманчĕ. (6 слайд)

Ирхине ача тăрать,

Физкультура вăл тăвать.

Ларать-тăрать, ларать-тăрать.

Алла пилĕке хурать.

Сылтăмалла, сулахаялла,

Малалла, хыçалалла

Кайран вырнаçса ларать.





- Ачасем, паянхи урок темипе çыхăннă сăмахсене асăрхарăр-и? Хăшĕсем-ха вĕсем?

(ларать-тăрать, малалла-хыçалалла, сылтăмалла-сулахаялла)

8. Карточкăсемпе ĕçлеттерни. Ушкăнпа ĕçлеççĕ.

- Ачасем, сире кашни ушкăна сăмахсем паратăп, панă сăмаха ăнлантаракан антонимсем çырмалла, предложении йĕркелемелле.

1-мĕш ушкăн валли:çын - çамрăк, …,çанталăк -ăшă, …

2-мĕш ушкăн валли:кĕпе -çĕнĕ, …, ача - пысăк, …

3-мĕш ушкăн валли: шыв-ăшă, …, кун - кĕске, …

4-мĕш ушкăн валли: пÿлĕм - тĕттĕм, …, çăкăр -хытă, …





9. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени. Ваттисен сăмахĕсен пĕрремĕш пайне хĕр ачасене валеçсе паратăп, иккĕмĕш пайне арçын ачасене. Ваттисен сăмахĕн пĕрремĕш пайне вуламассерен иккĕмĕш пайне тупса вуласа пыраççĕ.

- ăшă салатать - сивĕ пуçтарать

- çĕклеме йывăр - пăрахма çăмăл

- ĕçчен çынна пĕр сăмах - кахал çынна çĕр сăмах

- кĕр мăнтăр - çур ырхан

- кĕр пуçтарать - хĕл салатать

- вĕренни-çутă - вĕренменни -тĕттĕм

- ватă патĕнче ватă пул - çамрăк патĕнче çамрăк пул

- ырăпа ырра тухăн - усалпа усала тухăн

- ăшă сăмах çу кунĕ - сивĕ сăмах çу кунĕ

-çур вăрăм килсен- кĕр кĕске килет теççĕ.





10. Текстпа ĕçлени:

Шăшипе çерçи питĕ туслă пурăннă: нихăçан та пĕр-пĕрне кÿрентермен, харкашман. Ĕçе мĕнле тумалли çинчен яланахпĕр-пĕринпе канашланă. Пĕрле ĕçленĕ, пĕр-пĕрне пулăшнă.

Пĕррехинче çул çинче вĕсем виçĕ ыраш пĕрчи тупнă. Мĕн тумалла-ха? Шухăшланă-шухăшланă та пĕрчĕсене уя акма килĕшнĕ: шăшийĕ сухаланă, çерçийĕ сÿреленĕ.

Паха ыраш ÿссе çитĕннĕ туссен! Шăши хăйĕн çивĕч шăлĕсемпе ăна хăвăрт вырнă, çерçи çунаттисемпе авăн çапнă. Тупăша уйăрма пуçланă: пĕр пĕрчине шăшие, теприне - çерçие. Анчах юлашки пĕрче ниепле те пайлайман.

Сахал-и е нумай тавлашнă вĕсем. Юлашкинчен никам сисе юличчен çерçи пĕрче сăхса илнĕ те вĕçсе кайнă. «Хăваласа çиттĕр-ха вăл мана, пĕрче туртса илтĕр»,- шухăшланă вăл.

Шăши çерçие хăвалама шутламан та. Тавлашнăшăн çеç куляннă вăл. Хăйĕн пĕрчисене шăтăка йăтса тултарнă. Çерçипе çураçасшăн пулнă, анчах темĕн чухлĕ кĕтсен те кĕтсе илеймен. Унăн пайне те хăйĕн кĕлетне хунă. Хĕлĕпе тутă пурăннă шăши.

Серçи нимсĕрех юлнă. Вăл çуркуннечченех выçă сиккелесе çÿренĕ.

Сахал та çитĕ, нумай та пĕтĕ, туслă пурăннине мĕн çитĕ.

- Ачасем, текстра антонимсем пур-и?

- Çак текст пире мĕнле пулма вĕрентет?

- Хăшĕ чăн-чăн тус пулнă кунта?





11. - Тус сăмахăн антонимĕ мĕнле пулать-ха?

- Тусăн мĕнле пулмалла?

( -чечек çеçкисене ачасене валеçсе паратăп, ачасем йеркипе каласа пыраççĕ)

Ырă - усал

Ĕçчен - кахал

Йăваш - хаяр

Паттăр - хăравçă

Тирпейлĕ - тирпейсĕр

Илемлĕ- илемсĕр

Лайăх - япăх

Савăнăçлă- хурлăхлă

Хаваслă - салхуллă

Лăпкă-шухă

Сывă - чирлĕ

Шанчăклă - шанчăксăр





12. Урока пĕтĕмлетни.

- Ачасем, паян эпир сирĕнпе мĕн синчен калаçрăмăр?

- Мĕнле сăмахсене антонимсем тесе калаççĕ?

- Антонимсем мĕнле пуплев пайĕнчен пулаççĕ?

13.Киле ĕç пани.

1. Антонимсемпе усă курса «Икĕ тус» сăнлавсочиненийĕçырмалла.

2. Антоним сăмахсем тĕл пулакан 5 тупмалли юмах çырса килмелле.

14. Рефлекси:

1. Эпĕ урокра ĕçлерĕм:

1) активлă

2) пассивлă

2. Хам ĕçпĕ эпĕ:

1) кăмăллă

2) кăмăлсăр

3. Маншăн урок:

1) кĕске

2) вăрăм

4. Урокра эпĕ:

</<font face="Times New Roman, serif">1) ывăнтăм

2) ыванмарăм

5. Урок:

1) интерслĕ

2) кичем

6. Килти ĕç:

1) çăмăл

2) йывăр























 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал