7


  • Учителю
  • Конспект урокаЧăваш писателĕсем çут çанталăк çинчен

Конспект урокаЧăваш писателĕсем çут çанталăк çинчен

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин вĕрентÿ институтчĕ







Республикăри наци культурисен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕ

«Чăвашлăх тĕнчи» номинаци



















Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисем, вĕсен хайлавĕсем.

























Ĕçе Патăрьел районĕнчи

Алманчăри вăтам шкулта

7-мĕш класра вĕренекен

Петров Алексей хатĕрленĕ





Ертÿçи: чăваш чĕлхипе

литературине вĕрентекен

Генералова Галина Петровна









Патăрьел - 2013ç.





Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисем, вĕсен хайлавĕсем.





Тĕллев: Чăваш çыравçисем хăйсен хайлавĕсенче çут çанталăкшăн пăшăрханнине, ăна упрама, ун пуянлăхне сыхлама чĕннине ĕнентересси.



Задача: Хамăн тĕпчев ĕçĕнче çыравçăсем çут çанталăкпа уйралми пулнине палăртасси.



Актуальность: Ку тĕпчев ĕçне 2013 çул çут çанталăка упрас çулталăк пунă май хатĕрлерĕм. Чăваш çыравçисем чăн-чăнах çут çанталлăк пуласлăхĕшĕн пăшăрханса çырнисене тĕпчеме тăрăшрăм.

















































































Умсăмах



Çут çанталăка упрасси - кашни çыннăн тивĕçĕ.

(Калăрăш.)

Çут çанталăк… Мĕнле илемлĕ те ырă вăл пуриншăн те. Ăна курса çын савăнать, унпа пĕрле чĕрĕлет, вăй-хал пухса ĕçлеме пулать.

Çулталăк хушшинче çут çанталăк тăватă хут улшăнать, тăватă тум тăхăнать. Хĕлĕ те, çăвĕ те, çурĕпе кĕрĕ те хăйне май хитре, ырă, пуян, пархатарлă. Çуркунне йывăçсем чĕрĕлнипе кайăксене вĕçсе килсе йăва çавăрнипе паха. Çу илемĕ çимĕçсем пулнинче, ÿсен-тĕран паркаланнинче, чĕпĕсенчен, çурасенчен патвар та илемлĕ ăру çитĕннинче ĕнтĕ.

Çут çанталăк пирĕншĕн епле ырă пулнине манатпăр эпир хăш чухне.

Çухалсах пырать чăваш уй-хирĕн ĕмĕрхи тусĕ, юрăçи сарă путене? Хир чăххисем ăçта-ши тата? Кам айăплă-ха çакăншан? Палах, çын. Вăл çĕрсем çинче, шыв çинче хуçалансах пынă май хăй хыççăн варласа пĕтерсех пырать. Ĕлĕк улăх-çаранра утă çулнă. Пĕвесем туп-тулли пулнă, вĕсенчи тăрă шывра тем тĕрлĕ пулă ĕрчетнĕ. Халĕ вара… унчен утă çулнă вырăнсене выльăх таптать, пĕвисем юшкăнпа тулнă. Ялта та мĕн чухлĕ тасамарлăх, удобрени, тĕрлĕ химии им-çамĕ.

Химии завочĕсем таврашĕнче типсе ларнă йывĕçсем çулла та хĕллехи пек шап-шурă курăнса лараççĕ. Унта палах, кайăксемпе тискер чĕр чунсене кураймастăн. Çулсерен сахалланаççĕ вĕсем.

«Çĕре сахал парса нумай илеймĕн» -- тенĕ ваттисем мĕн авалтан. Чăваш хăй ачине мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка упрама вĕрентсе ÿстернĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне пире аслисем çулталăкра икĕ хут йывăç лартма илсе тухатчĕç: пĕрре çуркунне, юр кайса пĕтсен, тепре кĕркунне.

Кайăк-кĕшеке, тĕрлĕ чĕр чунсене упрас тĕллевне тунă заповедниксем сахал мар. Анчах браконьерĕсем те нумай-çке. Çак ыйтăва хускатать те ĕнтĕ М.Кипек хăйĕн «Кайăк тусĕ» повçĕнче. Чăваш вăрманĕсенче пăшисем, пурăшсем, хир сыснисем питĕ сахал юлни çинчен ыйту хускатать çыравçă. Мулкачсен анчах мар, тилĕсен те хисепĕ самаях чакса пырать.

«Çуркунне.. Хур кайăк карти Чăваш Çĕршывне вĕçсе çитет. Канас тесе ĕмĕтленет, анчах та ĕмĕте хăрушă пăшал сасси татать. Шатра Михаля пек ирсĕр çынсем çут çанталăкшăн тăрăшакан Виктор Тараев пек харсăр та таса чунлă çынсене ура хурса пынине, çут çанталăка сăтăр тунине кăтартса парать Мĕтри Кипек.

Çут çанталăкран унăн мĕн пурине пăчăртаса илетпĕр те - каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн маар. Çут çанталăкăн экологиĕпе чун экологийĕ пирки сăмах хускатать те ĕнтĕ Василий Алентей «Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ» романри Иван Пантюхин бригадио, механизатор пулнăскер, пĕр пĕчĕк шырланран тем пысăкăш хĕп-хĕрлĕ тăмлă вар пулса кайнине асăрхамасть, анчах пĕрре çак вартан ун упаленсе тухмалла пулса тухать, «Хам куç умĕнчех тарăнланса пычĕ-çке çак шырлан. Мĕншĕн шухăшламан-ха эпĕ ăна? - тет вăл. Вара ун куçĕ умне пĕтĕм таврари çырма-çатра тухса тăрать. Вĕсем пурте никам каçайми тарăн. Çырма яла икĕ пая уйăрса хурать. Çыравçă тĕп сăнарсене Хисмет çырмине пĕвелесе ларттарать. Кунта геройсем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ пулин те ал усмаççĕ. Питĕ те тарăн çырмана пĕвелесе пулă ĕрчетсе ярасса шанаççĕ. Хирсене те шăварма пулать.

Çут çанталăк эрозийĕ тата чун эрозийĕ, вĕсене мĕнле сиплемеллине танлаштарса çырса парать çыравçă. Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тыр-пул, улма-çырла, мăйăр-кăмпа, анлă улăх-çаран, симĕс тумлă вăрман, чĕвĕнти кайĕк-кĕшĕк юрри, ăшă çумăр, асамат кĕперă, уçă варнăш çил - çыннăн кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ.

Юхма Мишши - пултаруллă, ырми-канми ĕçлекен чăваш писателĕсенчен пĕри. Унăн произведенийĕсенче ĕçчен чăваш халăхĕн культурине кăтартса паракан хăйĕн евĕрлĕ картина пума тăрать.

Чăваш халăхĕн пурнăçне тĕпченĕ май Юхма Мишши чăваш вăрманĕ, çут çанталăкĕ çинчен те пăшăрханса çырать. «Акăш кÿлли» хайлавра ватă чăваш кÿлле вараласран сыхласа хăварсан акăшсем килессе шанса тăрать. Çухалса пыракан çирĕп юмансемшĕн мĕнле хуйхăрать. Чăваш вăрманĕсене I Петĕр патша вăхăтĕнче карапсем тума юрăхлă пулнăскерсем халь вĕсем çулран çул сахаллансах пыраççĕ.

Анатолий Емельянов та хăйĕн «Çырма Куçми» хайлавĕнче Василий Алентей шухăшнех çирĕплетет. Кунта Федор Иванович çĕре çырма çурнăшăн пăшăрханать. Çĕре сиплеме пулăшу ыйтать. Аран-аран пуçлăхсене вырăнтан хускатать. Хăйĕн тĕллевне пурнăçлать-пурнăçлатех. Çырмана ишĕлме чарать, пĕвен уссине çынсене ăнлантарать. «Вăрман пĕтсессĕнех çырма тĕпĕнче çурхи шыв çисе кайнă шырлан курăнчĕ. Тимлă çĕрĕ сап-сарă. Анаталла аннăçем çырма сарăлать» Çак усан çырмана пĕвелесе хумалла та ĕнтĕ çырма Çырма Куçми (Кураков) шухăшĕнче. Вăл тăрăшни, çÿлте ларакан пуçлăхсем патне çитни сая каймасть та çак çырмасем хупланса пынăшăн савăнать.

Çемен Элкерĕн «Ешĕл хунав» повеçĕнче «Пуян чăваш вăрманĕ» сыпăк пур. Мĕн çырса кăтартать-ха пире çыравçă. Кунта вăл экологи ыйтăвĕсене хускатать. Çут çанталăка, кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçне сăнама, вĕсене упрама, кашни çын ĕçне хисеплеме, тăван çĕр-шыв илемĕпе пурлăхне упрама, ун пуянлăхĕпе перекетлĕ усă курмаллине кăтартать.

Вениамин Петрович Тимаков (1940-2002) сăвăç, прозаик, куçаруçă. Пĕрремĕш кĕнеки «Аслă çыхăну» ятлă. «Юмансар» поэмăри юман сăнарĕ халăх кун-çулне символласа кăтартнă.

«Аттемĕрсен сăваплă çĕрĕ» повестьре ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ наркăмăшлă им-çампа усă курнă хыççăн вăрман, унти кайăк-кĕшĕк, улăх-çаран пĕтсе,хăрса типсе пырать. Анчах та кăна чармалла. Мĕнле? Шкул ачисем сцена лартса параççĕ.

Çуркунне… Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере, ем-ешĕл курăк, чечексем, кайăк-кĕшĕк юрри чуна çĕклет. Çак вырăнтах çулталăкран. Юхан шыв хĕрринче çĕмĕртлĕх вырăнĕнче - типĕ çулçăллă йывăçсем. Нимĕнле сас-чÿ те илтĕнмест. Акă мĕн тăвать наркăмăш.

Çакăн хыççăн пуçлăхсем ял хуçалăх валли наркăмăш мар минераллă удобрении илеççĕ.





































Пĕтĕмлетÿ.

Çут çантлăк илемĕ, шăплăхĕ яланах хăй патне туртать. Чăваш писателĕсем ешĕл курăклă урамсене, çара уран чупнă хăйăрлă çарансене, пулă тытнă ăшăх юхан шывсене ытарайми пыл шăршиллĕ улăха, пин-пин сасăллă чăтлăх вăрмана, ĕмĕр-ĕмĕрлĕх сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ.

Хальлĕхĕ ват йăмраллă ялсен уçă сывлăшпах сывлаççĕ-ха, анчах та хамăр тирпейсĕрлĕх, малашлăха курма пĕлменни тавралăха тасамарлăх айне путарса пырасшăн.

Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха-суйха сирет. Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çутçанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла.

Чăваш писателĕсем çут çанталăк çинчен çырнă чух тавралăха çав тери юратни, ăна сиен тăвакансенчен хăтарас килнине курма пулать.

Çут çанталăкпа туслă пулсан хамăра та сăвап пулĕ.





 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал