7


План урока 'Кил ăшши'

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Чăваш литератури предмечĕ.

6-мĕш класс.

Чăваш ачисем валли хатĕрленĕ.


Урок теми: Кил ăшши.

Урок тěсě: пĕтĕмлетуллÿ калаçу тата çыру ĕç урокĕ.

Сапăрлăх тěллевě:

- килте пĕр-пĕрне хисеплесси, пěр-пěринпе килěштерсе чунпа ырă, кăмăлпа ăш-пиллě пулмалли пирки асăрхаттарни;

- кил ăшшине чи паха пуянлăхпа танлаштарасси, тăван киле, атте-аннене, асатте-асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене юратас, тивěçлипе мухтанас туйăма аталантарасси.

Пěлÿ тěллевě:

- текст йěркисене пěтěмěшле тишкерме, тěп шухăшне ăнланса илме пулăшасси;

- сăнарсене, вěсен ěçне-хěлне, шухăш-кăмăлне хак пама вěрентесси.

Аталану тěллевě:

- хайлавсене паянхи кунпа çыхăнтарса пурнăçа ăнланма вěрентесси;

- ачасан шухăшлавне аталантарасси;

Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, ыйту-хурав, карточкăсемпе ĕçлени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, шырав ěçě, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě.

Пуплеве аталантарасси:

- ятарласа панă ыйтусем тăрăх ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;

- пěтěмлетÿсем тума вěрентесси.

Курăмлăх хатěрěсем: презентаци, илемлĕ текстсемпе сăвăсем;

Урокра усă курмалли хатĕрсем:

компьютер, мультимедиа проектор, экран, кĕвĕ.

Урок эпиграфĕ:

Килĕшÿ-кил илемĕ.

Ваттисен сăмахĕ.


Урок юхăмĕ

Урок пуçламăшĕнчех жюри членĕсене суйламалла. Ачасен ĕçĕсене тĕрĕслесе паллăсем лартса пыраççĕ, учителе пулăшаççĕ. Вĕсен аллине ачасен списокне памалла. Кашни ĕçпе паллă лартмалли çинчен ăнлантармалла.

( «Çемье гимнĕ» юрă кĕвви хуллен каять.)

I. Учитель кил ăшшипе çыханнă сăвва вулать.

-Ачасем, ку сăвă мĕн пирки пулчĕ?

-Кил ăшши, çемье ăшши пирки.

-Эпир паян урокра «Кил ăшши» пирки калаçăпăр .(1 слайд)

- Ыйту-хурав: Ачасем, мĕн вăл сирĕн шутпа кил ăшши? Эсир ăна мĕнле ăнланатăр?

- Ачасем, кил ăшши пиртен ан тартăр тесен мěн тумалла?

- Хăвăр пурăнакан вырăнта кил ăшшине мĕнле туятăр?

«Кил ăшши» сăмахăн хĕвеллĕ кластерне туни. (2 слайд)

Кил ăшши - сăпка юрри, чун ăшши, анне, юрату, килĕшÿ, атте, чун-чĕре пуянлăхĕ, телей, юрату, ачалăх…

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Кил ăшшине упраса хăварма пире çамрăксене те, ватти-вěттине те, хěрарăмпа арçынна та пěр япала çеç пулăшма пултарать - пěрне-пěри ăнланни. Çемьере пĕр-пĕрне итлени пысăк вырăнта.

Ыйту-хурав: -Ачасем, мĕн вăл калав? (3слайд)

(Ачасен хуравĕ:) Калав вăл - çын пурнăçĕнчи пĕр-ик ĕç е пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăлла хайлав.

Калавсем мĕнлисем пулаççĕ? (4 слайд)

Ачасен хуравĕ: Психологиллĕ (чун-чĕре хусканăвне, ыратăвĕпе савăнăçне кăтартаççĕ.) Дидактикăллă (ăса вĕрентсе калани).

-Эсир кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кил, çемье темăпа çыхăннă мĕнле калавсемпе паллашрăр? Антип Николаевăн «Юра асламăшĕ», Лидия Саринен «Кукамай», «Валентина Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача».

- Ачасем, чи малтан Антип Николаевăн «Юра асламăшĕ» хайлавне илер-ха.. Кунта эпир камăн çемйине паллашатпăр?

-Юрăнсен çемйипе.

-Вĕсем миçен пурăнаççĕ?

Вĕсем килĕнче 5 пурăнаççĕ. Юра, асламăшĕ, ашшĕ, амăшĕ, аппăшĕ Настя.

- Çемьере вĕсен килĕшÿ пур-и?

- Çук.

-Мĕншĕн килĕшÿ çук? Мĕн пирки?

Ачасен хуравĕ: Ку çемьере эпир ватă çынна хисеплеменнине куратпăр. Вĕсен килĕнче асламăшне кăшкăркалама пурте хăнăхнă. Ащшĕ çеç сасă хăпартмасть, сивĕ сăмах каламасть. Юлашки вăхăтра асламăшĕ шкула ашшĕ-амăшĕсен пухăвне çÿреме пуçлать. Елена Андреевнăпа туслашса каять. Карчăкăн пурнăçĕ çăмăлах маррине тĕпĕ -йĕрĕпе пĕлет учительница. Елена Андреевна учитель пĕррехинче урокра мухтава тивĕçлĕ пĕр çын çинчен каласа парать. Шăпах ку çын - Юра асламăшĕ пулнă. Уроксем вĕçленсен Юра киле çитет те асламăшĕ çине хăюсăр, хурлăхлăн пăхать, унтан асламăшĕн кăкăрĕ çине пуçне хурса йĕрсе ярать.

- Хайлаври сăнарсене хак парăпăр. Учитель карточкăсем валеçет.


1. Сăнарсене хак парăр.


Сăнарсем

Сăнарсенче палăрнă пахалăх

Юра асламăшĕ

Ырă кăмăллă, тимлĕ, черĕ, ĕçчен, пурне те ăнланать, таса чунлă

Юра

Малтан: асламăшне хисеплемест, хăйне пысăка хурать, çын хыççăн каять

кайран: хăй айăпне туять, тÿрленме шутлать, асламăшĕ пек таса чунлă пулма шутлать

Юра амăшĕ

Ялан таçта васкать: е çĕвĕçсен курсне, е темле пухăва, е юрăçсен репетицине


2. Çак сăмахсене камсем калаççĕ? Йĕрсемпе çыхăнтар.

« Кайса лар шкула. Мăнуку Юра

пирки мĕн каланине итле.»

«Пĕлетĕр-и эсир çав таса та Юра амăшĕ

уçă чунлă çынна?»

«Эх, çак ватсупнăна, пĕрех Елена Андреевна

мана пĕчĕк ача выранне хурать.»


Кам вăл Елена Андреевна?

Елена Андреевна - учитель, ваттисене хисеплет, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, вĕренекенсен чунне витĕр курать. Вăл пулăшнипе Юрăсен килĕнче ватă асламăшне хисеплеме тытăнчĕç.

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Камăн килĕнче юрату, ăнлану пур, хирĕçÿ çук - çав çемье телейлĕ. Кил ăшши пĕр-пĕрне ăнланнинче, хисепленинче, тĕллевпе шухăш-кăмăл пĕр килнинче никĕсленет. Çемьере «манăн» «санăн» пулмалла мар, пĕри -хуçа, тепри тарçă пулас çук. Пур ĕçе те килĕштерса тумалла. Шăпах, ачасем, Юра асламăшĕ -пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.


Юрă «Кукамай» каять. (Кану саманчĕ туса илни.)

-Ачасем, ку юрă кам çинчен?

-Кукамай.

Аса илер-ха Лидия Саринен «Кукамай» калавне.

Автор хайлава мĕншĕн «Кукамай» тесе ят панă-ши?

-Ку калавра кукамай сăнарĕ мĕншĕн асра юлмалли сăнар?

Тольăн кукамăшĕ ырă çын, кăмăллă, хаклă. Ырă сăнар пулнине эпир Толя тунă йăнăшсем урлă куратпăр.


-Ачасем, атьăр-ха Тольăн ача чухнехи айăпĕсене аса илетпĕр. Кам каласшăн?

Ачасем каласа тухаççĕ. (Шушкă çисе яни, турах тăкса яни, çĕçĕ вăрласа кайса çухатни.)

-Халĕ Тольăпа Анатолий Михайлович сăнарĕсене хакласа таблица тултарăпăр.


Толя

Анатолий Михайлович


- Айăпа кĕтĕн-и, çынна кÿрентертĕн-и - йăнăша асăрхаса тÿрлетме пĕлни кирек кама та питĕ кирлĕ. Мĕнле майпа тÿрлетме пулать-ха йăнăша?

Ачасен хуравĕ: Каçару ыйтма, ырă ĕçпе тавăрма пулать. Анатолий Михайлович çакна чылай çул иртсен тин ăнланса илнĕ. Ырă та ăслă ватă çын ăшши Тольăна йĕркеллĕ çын пулма пулăшнă.


- Эсир айăпа кĕрсен каçару мĕнле ыйтатăр?(Ачасем калаççĕ.)

Каçару ыйтмалли сăмахсенчен хăвăра килĕшнĕ виççĕшне тетрадь çине çырса хурăр.

*Каçар мана тархасшăн…

*Ÿкĕнетĕп…

*Мана хытах ан кÿренсем…

*Чĕререн каçару ыйтатăп…

*Тархасшăн мана ан айăплăр…

*Эпĕ Сирĕн умăрта айăплă, мĕншĕн тесен…

*Сирĕнтен каçару ыйтма ирĕк парсамăр…

*Каçарма ыйтатăп :мĕншĕн тесен…

*Эпĕ хам сăмахсемшĕн каçару ыйтатăп…


-Ачасем, мĕн вăл синквейн?

Кукамай сăнарĕ пирки синквейн мелĕпе сăвă çырса пăхăпăр.


Кукамай.

Хаклă, сăпайлă,

Ачашлать, ăс парать, вĕрентет

Кукамай сăпайлă пулма вĕрентет

Хаклă çын.


-Ачасем, аса илĕр-ха тархасшăн, Жанна, упăте, «Хăюллă хĕрлĕ армеец»,

« Тăмана», «Чăпаркка» мĕнле хайлавра тĕл пулаççĕ?

-Валентина Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» хайлавра.

-Маттур, ачасем.

- Валентина Элпи мĕншĕн калава «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» тесе ят панă?

-Ачасем, ку хайлавра пире Валентина Элпи мĕнле çемьепе паллаштарать?

(Ачасен хуравĕ:) Кунта эпир Энтьук çемйипе паллашатпăр. Энтьуксем çемьере виççĕн пурăнаççĕ. Камсем-ха вĕсем?

-Эньук асламăшĕ, Энтьук, Укçине аппа (Энтьук амăшĕ).

-Ачасем, Энтьук мĕнле ача?

Эньтук - ытти ачасем курман илеме курма пултаракан ача.


Ача амăшĕ

Асламăшĕ

Пĕчĕк Эньтука амăшĕ ăнланасшăн мар, унăн Тымар Энтьукĕн амăшĕ пулас килмест. Вăл Энтьука хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма та чарасшăн.


ырă кăмăллă, ачасен кăмăлне туйма пултаракан, ватă пулсан та илемлĕхе курма пултаракан çын. Ачана хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма хавхалантарать асламăшĕ, ачасем ăнланманнипе кулнишĕн хуçăлмалла мар тесе вĕрентет.


Вĕçлесен пĕр ача вуласа парать. Ĕçсене жюри членĕсем тĕрĕслеççĕ.

-Ачасем, çулсем иртсен Энтьук мĕнле çын пулать-ши?

Ачасем хăйсен хухăшĕсене каласа параççĕ.

_Малалла кроссвордпа ĕçлĕпĕр.

(Учитель карточкăсем валеçсе парать, ачасем ĕçлеççĕ.)

Кроссворд

-Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Ачана тĕрĕс воспитани парас ĕçре чи малти вырăнта яланах çемье пулнă та, пулмалла та. Çемьере ачана , çамрăка ырă ăс параканни вара - яланах ватă çын пулнă. «Ватă çын ăсĕ- тăватă çын ăсĕ; ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать; ватти сывă чух, çамрăка хуйхă çук,»- тесе ăс панă.

Ватă çын-асанне-и вăл, асатте-и, кукамай-и, кукаçи-и, кÿршĕри кинемейпе мучи-и-ачан пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать.Чăваш ачи яланах ватă çын хÿттинче çитĕнет.Унăн çывăх çынни, ăна ăнланаканни, ăс параканни каллех ватă çын.


- Ачасем, малалла эпир ÿкерчĕкпе ĕçлĕпĕр. Ку ÿкерчĕке Богдяжсем ÿкернĕ. Вăл «Туслă çемье» ятлă.

- Мĕншĕн ку ÿкерчĕке «Туслă çемье» тесе ят панă-ши? Кунта камсене куратпăр?

- Кунта пĕр çемьене сăнласа кăтартса панă.

- Мĕн ĕçлеççĕ вĕсем? (Ачасем ÿкерчĕке пăхса сăнласа каласа параççĕ.)


Ÿкерчĕке пăхса япала ячĕ, паллă ячĕ, глаголсем 10-шар çырăр.

Япала ячĕсем

Паллă ячĕсем

Глаголсем

Кил, çемье, асатте, асанне, атте, анне, аппа, арçын ача тата ыт те.

Сарă, шурă, хĕрлĕ,

ăшă…

Лараççĕ, вулать, çыхать, хатĕрлеççĕ, итлет, юсать, кустарать…


-

-Ачасем, художник ÿкерчĕкпе ĕçленĕ чухне мĕн тĕслĕ сăрăсемпе усă курнă?

Ачасен хуравĕ: шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс

Кашни тĕс мĕне пĕлтерет?

Шурă - тасалăх, тĕрĕслĕх, чăнлăх;

Хĕрлĕ - юрату, савăнăç, хитрелĕх;

Сарă - çутă, хаваслăх, ăшă туйăм;

Симĕс - çителĕклĕх, аталану;

- Çапла, ачасем, художниксем те хăйсен ĕçĕсенче тĕссемпе пĕлсе сăнарсене уçса параççĕ. Кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Апла пулсассăн, ку ÿкерчĕкри çемьере тасалăх, юрату, ăшă туйăм, аталану палăрать.


2. Рефлекси. Творчествăлла вăйă «Микрофон»:

- Йĕркеллĕ çемьен мĕнле пулмалла-ши, ачасем?

Ачасен хуравĕсем: Лайăх - ĕçчен - çепĕç - пĕр-пĕрне хисеплемелле - пĕр-пĕрин шухăшĕсене хисеплемелле - панă сăмаха тытмалла - пĕр-пĕрне хирĕçле юрату памалла - сивĕ сăмахсем каласа чун-чĕрене ыраттармалла мар - пĕр-пĕрне ăнланмалла - хисеп тумалла - пулăшу памалла.


Экран çине çурт ÿкерчĕкĕ тухать. Ун çине «Кил ăшши»,- тесе çырнă. Ачасен палăртнă сас паллисемпе ваттисен сăмахĕсем аса илмелле.

Килĕшÿ - кил илемĕ.

Илемлĕ арăм пăхса савăнма, ăсли ĕмĕр пурăнма.

Лайăх çемьере тăнăçлăх пур.

Ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, хисеплесе пурăннине мĕн çиттĕр.

Шыв юххи пек пурăннине мĕн çиттĕр.

Ÿркев çемьене пăсать.


3. Килти ĕç (суйласа илмелле).

Ÿкерчĕкпе ĕçлемелле пулать.

1.Таблицăри сăмахсемпе 10-12 предложени çырăр.

2. Кластер тăвăр.

3. Сăвă çырăр.

4. Ачасен пĕлевне хаклани: жюри членĕсем шутласа хунă хут тăрăх ачасене паллăсене пĕлтерни.


-Халĕ вара урока эпир сирĕнпе пĕр çемьен видеороликĕпе вĕçлĕпĕр.



 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал