7


  • Учителю
  • План - конспект урока по чувашской литературе на тему 'Виды искусства' (6 класс)

План - конспект урока по чувашской литературе на тему 'Виды искусства' (6 класс)

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание: Урокра ачасем çĕнĕ сăмахсемпе, терминсемпе паллашаççĕ. Ÿнер тĕсĕсене вĕреннĕ май хăш-пĕр тĕсĕсене хăйсем те кăтартса параççĕ. Ку урок ачасен пултарулăхне аталантармалли çăл куçсенчен пĕри те пулса тăрать. Ÿнерçĕсен ĕçĕсемпе паллашни тавра курăма анлăлатать, творчество
предварительный просмотр материала

6 класс

Урок теми: Ÿнер тĕсĕсен пĕлтерĕшĕ.

Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок - хутăш урок

Сапăрлăх тĕллевĕ: пурнăç илемне куçпа курма, чунпа туйма хăнăхтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

а) ÿнер тĕсĕсемпе паллаштарасси;

ă) хамăр тăрăхри хăш-пĕр ÿнер ăстисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илесси;

б) ачасене ÿнер тĕсĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллаштарса ăна малалла аталантарма пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ÿкерчĕксемпе, сăн ÿкерчĕксемпе усă курни; ачасем каласа, выляса, юрласа пани; магнитофонпа усă курни; илемлĕ вулав; ыйту-хурав; терминсене тетраде çырни; словарь ĕçĕ; презентаци пăхни.

Пуплеве аталантарасси: ачасен тата вĕрентекен калаçăвĕ; юрă итленĕ хыççăнхи шухăш-туйăма каласа тата çырса пĕлтересси; пьеса пайне выляса парасси; ачана хăй çырнă сăвва вулаттарасси; пĕтĕмлетÿ тăвасси.

Словарь ĕçĕ:

  1. ăнлантармалли пай

ÿнер - пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартас ăсталăх

музыка ÿнерĕ - кĕвĕллĕ сасăсемпе усă куракан ăсталăх

живопись - сăрăпа ÿкерес ăсталăх

скульптура - кÿлепе ăсталăхĕ

графика - йĕрпе ÿкерес ăсталăх

сăнар - этем сăн-сăпачĕпе кăмăл-туйăмне пĕтĕмлетсе ÿкерчĕклени

  1. çырма вĕренмеллм пай

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене тĕрĕс çырасси: искуссво (ÿнер), бюст палăк, балет, театр, скульптор.

Урокра усă курмалли хатĕрсем:

Вĕренÿ кĕнеки (6 класс), «Ÿнер ăстисем» кĕнекесен выставки, ÿнер ăстисен сăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ выставка, магнитофон, комьютерпа кăтартма хатĕрленĕ презентации, тĕрлĕ кÿлепесем, картинăсем. Ачасем «Çавра сĕтел» хушшинче лараççĕ. Сĕтел варрине хутран касса тунă «хĕвел» вырнаçтарнă, кашни пайăрки çине ÿнер тĕсне çырнă.

Урок эпиграфĕ:

Ÿркенмен ăста пулнă. (Ваттисен сăмахĕ)

Урок юхăмĕ

Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

  1. Ачасене «Мĕн вăл пурнăç?» ыйтупа ĕçлеттересси.

Ачасем калама пултаракан хуравсем:

- анне тутлă кукăль пĕçерни;

- урамра çил вĕрни;

- ачасем футболла выляни;

-хаваслă шăнкăрав урока чĕнни…

Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетни: «Çак самантсем пурнăç саманчĕсем, вĕсем иртеççĕ те каяççĕ. Хăш-пĕр çынсем вĕсене асра хăварма тăрăшаççĕ…».

Ÿнер (искусство) - пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартас ăсталăх. Ÿнер ăстисем - илем ăстисем. «Ÿнер» сăмах пĕлтерĕшне ачасем словаре çыраççĕ.

Ачасем, илеме эсир ăçта тата хăçан асăрхама пултаратăр?

Ачасем калама пултаракан хуравсем:

- картинăсем çинче;

- кино курнă чух;

- театра кайсан;

- урамра юр çунине курсан…

2)Кашни ÿнер тĕсĕпе уйрăммăн паллаштарасси.

а) Музыка ÿнерĕ кĕвĕллĕ сасăсемпе усă курать. Вăл сасăсен илемлĕ майлашăвĕпе шухăш-кăмăла хускатать. Юрă - чун уççи. Кайăк çунатсăр вĕçеймест, этем юрăсăр пурăнаймасть.

3.Юрă юрлани. Кристина Сапожникова « Аннеçĕм» юрра юрлать.

4.Ыйту-хурав.

- Кĕвĕпе сăвă пĕрлĕхне мĕн теççĕ?

- Юрăра аннесене хакласа каланă сăмахсене тупăр е хăвăр мĕнле сăмахсемпе

хакласшăн эсир юратнă аннĕре?

5.Хĕвеллĕ кластер туни.

Анне - çутă хĕвел, чун ăшши, чи çывăх çын, ирхи илемлĕ кайăк, пурнăç пуçламăшĕ…

Ачасем çавăн пекех аннене çакнашкал сăмахсемпе те хаклама пултараççĕ:

анне аллисем ылтăн, вăл пурне те каçарма пĕлет, аннесĕр çын сĕм тăлăх…

Çак сăмахсемпе эсир, ачасем, сочинении çырнă чух та усă курма пултаратăр, вĕсене тетраде çырăр.

Пĕтĕмлетÿ:

Кĕçех Аннесен кунĕ çитет. Ачасен чи хаклă парни вăл - тăрăшса вĕренни, аннесене кÿрентерменни. Шкулта çак уява халалласа иртекен сочинени, сăвă-калав çыракансен конкурсне хастар хутшăнма хатĕрленĕр.

Ă) Ÿкерÿ ÿнерĕ сăрăсемпе ÿкернĕ паха картинăсемпе этем кăмăлне çĕклет. Художниксем кăранташпа та, çулла сăрăпа та, акварельпе те, пурăпа та, хăрăмпа та…ÿкереççĕ. (Тĕслĕхсемпе паллаштарни).

Ыйту-хурав.

-Ачасем, эсир чăваш художникĕсенчен камсене пĕлетер?

Чăвашсен паллă ÿнерçисене халăх хисеплет. Вĕсене ас туса юлма тăрăшăр:

Моисей Спиридонов, Никита Сверчков, Юрий Зайцев, Алексей Кокель, Николай Овчинников, Николай Карачарсков, Виктор Немцев, Ревель Федоров, Виталий Петров (Праски Витти) - сăрăçăсем; Петр Сизов, Элли Юрьев, Владимир Агеев - кĕнеке-хаçат илемлетекенсем (иллюстраторсем); Екатерина Ефремова, Александра Ильбекова, Татьяна Шаркова, Евгения Жачева - тĕрĕçĕсем…(ачасем икшер хушамат тетраде çыраççĕ).

Ыйту-хурав.

-Пирĕн районта çуралса ÿснĕ художниксенчен камсене пĕлетĕр?

- Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Кокель художник пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Виолетта Катырева паллаштарать, унăн картинисен репродукцийĕсне катартать. (7-12 №-лĕ слайдсем).

Ыйту-хурав.

- Кокель хушамат ăçтан тухса кайнă?

- Художник ачалăхĕн хăш саманчĕсем асра юлчĕç?

- Шуршăлти космонавтика музейĕн директорĕ пулса пирĕн ялта çуралса ÿснĕ художник ĕçлет. Кам-ши вăл?

5. Ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕксен выставкипе паллашни.

б) Скульптура (кÿлепе ăсталăхĕ) пирĕн ăшри тĕрлĕ туйăмсене чултан е йывăçран пысăк ăсталăхпа касса-ыраласа тунă илемлĕ кĕлеткесемпе хускатать.

Ăстасем авал ырăсемпе хаярсен кĕлеткисене, выльăх-чĕрлĕх кÿлеписене турпасран, улăмран тунă. Чăваш кÿлепе ăсталахĕ халăхăн авалхи мелĕсене те, тĕнчери ăстасен тĕслĕхĕсене те шута илет, хăвăрт аталанса пырать. Паллă кÿлепеçĕсем : Фёдор Мадуров, Алексей Майраслов, Владимир Нагорнов, Юрий Ксенофонтов. Çак хушаматсене тетраде çырăр. (Скульпторсен портречĕсемпе паллаштарни).

Кÿлепесене йывăçран та, бронзăран та, тимĕртен те, гипсран та, тăмран та, пăртан та тата ытти материалтан та ăсталама пулать. Тĕрле ялсемпе хуласенче те скульпторсен палăкĕсем чылай. («Памятники города Чебоксары. Скульптура» библиографи кăтартăвĕпе усă курни)

Çын кĕлеткине кăкăр таран çеç ăсталанă кÿлепене бюст палак теççĕ.

(15-17 №-лĕ слайдсем).

Сирĕн умра А.Майраслов скульпторăн тĕрлĕ материалтан тунă кÿлеписем пулчĕç.

Малалли слайд çинче чăвашсен чаплă поэчĕн Çеçпĕл Мишшин бюст палăкĕ (Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ). (18 №-лĕ слайд).

в) Театр ÿнерĕ.

Театрта эпир артистсем спектакль лартнине куратпăр. Вĕсем çыравçăсен тĕрлĕ пьесинчи, инсценировкинчи, комедийĕнчи рольсене куракана килĕшмелле выляма тăрашаççĕ.

Ыйту-хурав.

Мĕн вăл диалог? Мĕн вăл монолог ? Мĕн вăл полилог?

Тĕслĕх: Хамăр Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Сачкова çыравçăн «Тирпейсĕр Тимуш» хайлавĕн пĕр сыпăкне выляса кăтартни.

Рольсенче:

Тимуш - Николай Белов

Кушак - Михаил Чернов

Тăри - Димитрий Матюшкин

Курак - Кристина Катыкова

Эсир хамăр районта çуралса ÿснĕ артистсенчен камсене пĕлетĕр?

Михаил Ларев Патăрьел районĕнчи Йăлăм Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Ситова пултарулăхĕпе паллаштарать. (24-25 №-лĕ слайдсем).

III. 1.Литература (илемлĕ сăмах ÿнерĕ) тĕрлĕ йышши ÿнерсем хушшинче уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене сăрăран та, кĕвĕрен те хăватлăрах, витĕмлĕрех хатĕрпе - сăмахпа, этем калаçăвĕпе усă курса çыраççĕ. Сăмах ÿнерĕ ыттисенчен анлăрах, нумай енлĕрех. Ÿнерçĕсем, кÿлепе ăстисем, терĕçĕсем сăнара пĕр вырăнта тата пĕр самантра кăна кăтартма пултараççĕ. Çыравçă вара кĕнекери çынсене тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ ĕçре, тĕрлĕ шухăш-туйăм хушшинче, самант е вăрах вăхăтра сăнласа пама пултарать. Сăмах ăсти çын чунне тарăннăн, туллин кăтартма тĕрлĕ майсем тупать, çавăнпа сăмах хăватлă.

2015- мĕш çул Раççейре ЛИТЕРАТУРА, Чăваш енре К.В.Иванов çулĕ пулнине палăртса хăвармалла. 5 класра ун çинчен вĕреннине аса илмелле, пуша вăхăтра ытти хайлавĕсене вулама сĕнмелле .(Портречĕ, Шупашкарти , Слакпуçĕнчи палăкĕсем).

2.Сăмаха вулама пĕлекен чĕлхесĕр çын та, куçсăрри те, хăлхасарри те ăнланать.

Иванова Дария хăй çырнă сăвва вуласа парать. Даша шкулта, районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнать, çырма, ÿкерме, тĕрлеме юратать, пĕчĕкренех ÿнер ăсталăхĕпе кăсăкланать.

3.Çыравçă сут санталака ÿкерсе кăтартать-и, историре пулни çинчен çырать-и, паянхине каласа парать-и - пурперех илемлĕ сăмахлăхра тĕп вырăнта этем, унăн чунĕ-кăмăлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ.

Вĕрентекен СĂНАР сăмах пĕлтерĕшне ăнлантарать, ачасем словаре çыраççĕ. Сăнарсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсене аса илеççĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.

IV.1.Ыйту-хурав.

- Пурнăç илемне мĕнле мелсемпе кăтартма пулать?

- Ÿнер тĕсĕсене аса илĕр. Вĕсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйралса тăраççĕ?

- Ÿнер ăсти пулма çăмал-и?

- Ÿнер ăстисенчен камсене ас туса юлтăр?

- Урок эпиграфĕн пĕлтерĕшне уçса парăр, эсир çавăн пек каланипе килĕшетĕр-и?

Ачасем, сире те эпĕ тĕрлĕ музейсене виртуаллă майпа çитсе курма, выставкăсене пăхма, экскурсисене кайсан та ÿнер ăстисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнетĕп. Илем пурин чунне те хускаттăр, ырă туйăмсем çураттăр.

2.Çак ребусра Николай Карачарсков художник картинин ятне вулăр. (Чăваш уй-хирĕнче .)




V.Вĕренекен ĕçĕсене хаклани.

VI. Киле ĕç парасси. Ÿнер ăсти вырăнĕнче пулса пĕр-пĕр ĕç хатĕрлемелле: вуланă хайлав тăрăх тунă сюжетлă ÿкерчĕк, аппликаци, тĕрленĕ ал тутри, тăмран, пластилинран е урăх материалтан тунă кÿлепе, хăвăр тĕллĕн çырнă сăвă-калав е хăвăра килĕшекен урăх ĕç.


Хушма ĕçсем.

1.Тĕрлĕ пуç ватмăшсемпе кăсăкланакансем çак кроссворда шутлама пултараççĕ.

Пушă клеткăсене горизонталь майлă ÿнер ячĕсене çырса тухăр.

1.


Ÿ

2.


Н


3.


Е

4.

Р




Хуравсем:1.Кÿлепе; 2.Хускану; 3.Балет; 4. Театр.

2 «Ÿнер» темапа Фишбоун тума пултараççĕ.

VII.Рефлекси. Ачасем çилĕмлĕ хутсене хăйсен шухăш-туйăмне палăртса «Кăмăл йывăççи» çине «çакаççĕ».





 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал