7


  • Учителю
  • Конспект урока по родному языку на тему 'Имя числительное. Обобщение'

Конспект урока по родному языку на тему 'Имя числительное. Обобщение'

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине аса илни

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетӱ урокĕ.

Вĕрентӱ тĕллевĕ: хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни.

Воспитани (сапăрлăх) тĕллевĕ: тавра курăма, чĕлхе туйăмне аталантарасси.

Аталантару тĕллевĕ: хисеп ячĕсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Кăтарту хатĕрĕ: хисеп ячĕсене тишкерӱ тумалли йĕрке

Урок юхăмĕ

  1. Ачасене урока йĕркелесе лартасси.

Учитель сăмахĕ: Ачасем, эпир сирĕнпе хисеп ячĕсем çинчен вĕренсе пĕтертĕмĕр. Паян эпир пĕтĕмлетӱ урокне ăмăрту евĕрлĕ ирттерĕпĕр. Кам панă ĕçсене тĕп-тĕрĕс те туллин пурнăçлать, вăл «пиллĕк» паллă илет. Хăшĕн ĕçĕсенче пысăках мар йăнăшсем каяççĕ е пур ĕçе те туса ĕлкĕреймесен-«тăваттă». Ĕçсенчен çуррине анчах тунă пулсан е пысăкрах йăнăшсем темиçе пулсан - «виççĕ».

  1. Вĕреннине аса илесси.

Пĕрремĕш ĕç.

Малтанах ыйтусем çине хуравлăпăр.

  1. Мĕн вăл хисеп ячĕ?

  2. Мĕнле ыйтусем çине хуравлать?

  3. Пĕлтерĕшне кура хисеп ячĕсене мĕнле ушкăнсем çине уйăрма пулать?

  4. Хăш ушкăна кĕрекен хисеп ячĕсем падеж тăрăх туллин вĕçленеççĕ?

  5. Предложенире мĕнле членсем пулма пултараççĕ?



Иккĕмĕш ĕç.

Ҫак хисеп ячĕсене Рим цифрипе тата сăмахпа çырăр: 1, 5, 8, 9, 12, 20, 35, 50, 100, 500, 1000

Виççĕмĕш ĕç.

Хисеп ячĕсем çумне аффиксем хушса тĕрлĕ ушкăна кĕртĕр.

1, 3, 8, 10, 20, 50, 100.

Тăваттăмĕш ĕç.

Хисеп ячĕсемлĕ ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем тупăр. ( çырмасăр сăмахпа каламалла)

Физкультминутка

Пиллĕкмĕш ĕç.

Вырăсларан чăвашла куçарăр.

К. В. Иванов родился 27 мая 1890 года в деревне Слакбаш Республики Башкортостан.

2015 год объявлен годом К.В.Иванова в Чувашии.

9 мая 2015 года исполняется 70 лет Победы над фашистской Германией.

Улттăмĕш ĕç.

Панă тĕслĕхсенче йăнăшсене тупса тӱрлетĕр

Пиллĕк кĕнеке, аллă çул, вун пиллĕкмĕш ноябрьте, саккăрмĕш мартра, майăн тăххăрмĕшĕ, вун пилĕкре, виççĕмĕш, тăваттăмăш, пиншер, тăххăршар, миллионшер, пĕррен, вунăн, алăн, пинĕн.

Ҫиччĕмĕш ĕç. Тестпа ĕçлесси.

  1. Хисеп ячĕ мĕне пĕлтерет?

а) япалан паллине; ă) япалана; б) ĕçе; в) япалан шутне.

2. Чăваш чĕлхинче миçе падеж?

а) 7; ă) 8; б) 9; в) 6.

3. Хисеп ячĕсем мĕнле ыйтура пулаççĕ?

а) мĕнле? епле? ă) ăçта? ăçтан? б) миçе? миçемĕш? в) кам? мĕн?

4. Икĕ хут калакан хисеп ячĕсене мĕнле çыраççĕ?

а) пĕрле; ă) дефиспа; б) уйрăм; в) тире урлă

5. Шут хисеп ячĕсем мĕнле формăра пулмаççĕ?

а) тулли формăра; ă) çурма кĕске формăра; б) çурма тулли формăра; в) кĕске формăра.

Саккăрмĕш ĕç.

Хисеп ячĕсене кирлĕ формăра лартса çырăр.


Атте (вунă) тин ĕçрен таврăнчĕ. Ҫак çырма яла (икĕ) уйăрать. Ку ĕçе (виçĕ) тăватпăр. Амăшĕ ачисене (пĕр) панулми, (икĕ) груша валеçcе пачĕ.(Ҫиччĕ) (пĕрре) кĕтмеççĕ. (Улттă) класра чăваш тата тутар ачисем вĕренеççĕ. Икĕ йытă вăрçнă çĕре (виççĕ) пыма хушмаççĕ.


  1. Пĕтĕмлетÿ


1. Хисеп ячĕ тесе хисепе кăтартакан, япаласене шутласа кайнă чухнехи йĕркине, ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен пуплев пайне калаççĕ.


2. Хисеп ячĕн ыйтăвĕсем: миçе? миçемĕш? миçешер? миçен?


3. Шут тата йĕрке хисеп ячĕсем падежсем тăрăх вĕçленеççĕ.


4. Шут хисеп ячĕсем сăпат тата хисеп тăрăх улшăнаççĕ.


Ҫапла вара, ачасем, çак вăйă-урокпа хисеп ячĕсем çинчен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетрĕмĕр.


  1. Оценкăсем лартни.


Тунă ĕçсене тĕрĕсленĕ хыççăн кашниех тивĕçлĕ оценкăсем илет.



 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал