7


  • Учителю
  • Вне классное мероприятие 'К. В. Иванова асра тытса'

Вне классное мероприятие 'К. В. Иванова асра тытса'

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала


«К.В.Иванова асра тытса» çавра сĕтел

(Класс тулашĕнчи мероприяти)

Тĕллевĕсем: 1) К.В.Иванов пултарулăхĕн тĕрлĕ енĕсене уçса парасси; 2) шкулти талантлă ачасен пултарулăхне аталантарасси.

Усă курмалли хатĕрсем : «К.В.Иванов - çиçсе тăракан талант» презентаци, кĕнекесен тата ал ĕç выставки, К.Иванов портречĕ, унăн ÿкерчĕкĕсем, «Нарспи» поэма тăрăх тунă ÿкерчĕксем.

Эпиграф: «Сан сассупа историре ялан калаçĕ пирĕн халăх…» (Г.Айхи)

Вĕрентекен. Ырă кун пултăр, хисеплĕ ачасем, хаклă хăнасем!

Паян эпир сирĕнпе ЛИТЕРАТУРА ТĔПЕЛНЕ пухăнтăмăр. Кунта вара «К.В.Иванова асра тытса» ятпа çавра сĕтел хушшинче калаçу ирттерĕпĕр. Тĕпел хуçисем, тĕпрен илсен, 10 класра вĕренекенсем.Çавăн пекех кунта килме хапăл тунисем хушшинче тăван литературăна юратакан, «Ешĕл хунав» кружока çÿрекен, К.В.Иванова сума сăвакан тĕрлĕ класри талантлă ачасем те пур. Çак ачасем хушшинчех шкулти чи хастар волонтерсем те пур , районтан хисеп хучĕ те илме тивĕç пулчĕç вĕсем. Вĕсене вара К.В.Иванов çинчен кĕçĕн тата вăтам классене кайса класс сехечĕсем ирттерме сĕнетĕп (класс ертÿçисемпе калаçса татăлаççĕ малтан).

Мана паян тĕпелте ĕçе йĕркелесе пыма пулăшаканĕ вара - 10 класри Даша Иванова. Вăл çакна тума хаваспах килĕшрĕ. Ăна сăмах парар-ха.

Даша. Пысăк ĕç шанса панăшăн тавах. Хамăн та хушаматăм Иванова, намăс курас марччĕ-ха. Пуçлар эппин …

Пирĕн шкулта Раççейри Литература тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне халалласа нумай усăллă та кăсăклă мероприяти иртрĕ. Паянхи тĕлпулу та усăллă иртессе шанатăп. Эпир хамăрăн чаплă поэтпа мухтанатпăр. Унăн нумай енлĕ талантне сума сăватпăр. Хамăр та пултарулăха аталантарма тăрăшатпăр. Шăпах çавăнпа пуçтарăнтăмăр та çавра сĕтел хушшине.

Паянхи мероприятин эпиграфне кам сăввинчен илнĕ-ши? Итлесе пăхар-ха 11 класри Коля Александрова.

Коля. «Константин Иванов» сăвăран. Сăввине пирĕн ентеш Геннадий Айхи шăрçаланă.

Эс пирĕнтен те çамрăкрах,

Чăваш поэзин чаплă ашшĕ.

- Эс - иртнĕ кун. Çав вăхăтрах -

Эс халăх кăмăлĕн малашĕ.

Эс - пирĕн аслă çĕнтерÿ:

Эс - пĕтĕм çут çанталăк панă

Асамлă вăй, тĕлĕнтерÿ.

Çĕр-шыв хăйне санра упранă.

Эс, çÿллĕ пăнчă пек - пĕрре.

Çĕршер çĕрте асра тытмалăх

Сан сассупа историре

Ялан калаçĕ пирĕн халăх.

Даша.

Коля, маттур, тавах! Чăнах та, Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кĕрекен Слакпуç ялĕ çитĕнтернĕ гений тесе калас килет К.В.Иванов пирки. Çамрăклах вилнĕ поэтăмăр ячĕ пирĕн асра вара ĕмĕр пурăнĕ.

Вĕрентекен.

Мĕнпе вилĕмсĕр тунă-ши хăйне поэт?

Ачасен хуравĕсем:

--«Нарспи» поэма çырнă;

--классиксен хайлавĕсене чăвашла куçарнă;

-- халăх сăмахлăхне пухнă;

-- ылтăн алăллă пулнă(пичет машини, сĕтел-пукан ăсталанă);

-- лайăх вĕрентекен пулнă;

-- сĕрме купăс каланă;

-- хитре ÿкерчĕксем тунă...

Тата та нумай тăсса кайма пулать вăл мĕн пултарнине. Паянхи тĕпеле вара эсир те пĕри те ахаль килмен пек туйăнать. Тĕрĕсех калатăп-и, Даша?

Даша. Çапла.Çакăнти талантлă ачасем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарасшăн. Ман чи малтан Иванов чаплă поэт пулнине çирĕплетес килет. Унăн сăввисене, сăвăлла юмахĕсене юратса вулатпăр эпир. Вăл пире вилĕмсĕр «Нарспи» поэма парнеленĕ. Ăна пĕлмен çын та çук пуль. Çак поэмăри йĕркесене итлесе пăхар-ха. 10 класри Лена Тихонова «Сарă хĕр» сыпăкри йĕркесене вулама кăмăл турĕ.

Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет…

Вĕрентекен. Лена тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи те. Аван вуларĕ, тавах.

Даша. 9 класри Саша Кондратьевпа Петр Гурьев та «Нарспи» сыпăкнех суйласа килнĕ. (Арçын ачасем вулаççĕ, иккĕшĕ те чăваш тумĕпе)

Эпир вара класĕпех «Эпĕ Нарспи сăнарне мĕнле ăнланатăп?» темăпа сочинени çыртăмăр.

Вĕрентекен. Кашниех хăйне май çырнă, тĕслĕхсем илсе çирĕплетнĕ. Ашшĕ-амăшĕн шухăшĕ те кăсăклă пулнă хăш-пĕр ачасене.Дашăпа Катыкова Кристина çырнă сочиненисем районта вара малти вырăнсене йышăннă. Кристина республикăра та чыслă 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Чăннипех те маттур пирĕн ачасем! Вĕсене саламласа хăварар пуль.

Çапла, ку поэма вилĕмсĕр! Çĕр çинчи нумай-нумай çынна пĕр вĕçсĕр калаçтарать те калаçтарать.

(В.Туркай пухса йĕркеленĕ «Нарспи» кĕнекепе паллаштарни, «Нарспие» вырăсла та 5 автор куçарни çинчен, вăл 20 ытла чĕлхепе кун çути курни çинчен асăнса хăварни)

Даша. Вăтам классем юмах юратни паллă ĕнтĕ. Итлесе пăхар-ха 6 класри Соколова Настьăна. Унăн парни - К.Ивановăн «Икĕ хĕр» сăвăлла юмахĕ.

Вĕрентекен. Сирĕн юмахри пек йăпăлти хĕр пулас килместех пуль тесе шутлатăп. Тĕрĕслĕх çулĕ яланах çутă. Тĕрĕссине калама хăнăхăр, ачасем, пурнăçра.

К. Иванов сырнă «Шуйттан чури» трагеди те паянхи куншăн питĕ çивĕч. Укçана, мула хамăрпа хуçаланма ирĕк парсан пурнăçра лайăххине кĕтме йывăр.

Даша. Чăнах та, мул тĕнчи çынна чунсăрлатать, суккăрлатать. Итлесе пăхар-ха трагеди сыпăкĕсене. (Миша Ларев (пиччĕшĕ), Коля Белов (шăллĕ) инсценировка лартса параççĕ)

Вĕрентекен. Маттур, ачасем. Малалла пире шкулти музыка учителĕ Тихонова Нина Валентиновна ертсе пынипе 6 класс ачисем «Хурăн çулçи» юрăпа савăнтарĕç. (Пурте чăваш тумĕпе)

Чăнах та, илемлĕ юрă. Тавах!

1.Çак юрă авторĕсене пĕлетĕр-и эсир?

--Ку халăх юрри…

-- Сăввине К.В.Иванов çырса илнĕ, кĕввине - П.Пазухин, Ф.Павлов илемлетнĕ.

2.Пазухин çинчен мĕн пĕлетĕр?

--Вăл пирĕн районти Анат Чакă ялĕнче çуралнă. К.В.Ивановпа пĕрле Чĕмпĕрте вĕреннĕ. Унпа пĕрле Константин Васильевич çак яла та килсе курнă.

(П.Кипарисовăн «Юрă» картинине аса илни)

Даша. Паçăрах каларăмăр ĕнтĕ: К.В.Иванов ялсем тăрăх çÿресе халăх юррисене çырса илнĕ, йăли-йĕркисемпе паллашнă, ятарласа туй курма та кайнă. Иванов сĕрме купăс калама пĕлнĕ пулсан пирĕн шкул ачисем гитара, хут купас калама юратаççĕ.

Вĕрентекен. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх кунта çеç 7-8 ача çак инструментпа калама пĕлет, çав шутра Даша та. Гитаристсене итлесе пăхар-ха.

Юрă. «Ĕмĕр иртет, яш ĕмĕр иртет…» (11 класс ачисем юрлаççĕ)

Маттур, ачасем.

Даша. Илемлĕ юрă, сăмахĕсем шухăша яраççĕ. Хăш-пĕр çынсем 100 çул пурăнса та К.В.Иванов хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче туса хăварнă ĕçе тăваймаççĕ тесе шутлатăп эпĕ. Манпа килĕшеççĕ пуль ыттисем?

Ачасем: паллах…

Даша.11 класра вĕренекен, нумай пулмасть çеç «Артекран» таврăннă Люба Мешкова мĕнле парнепе килнĕ-ши тĕпеле? Сăвă вулама та юратать вăл, ал ĕçĕ тума та кăмăллать.

Люба Мешкова. К.В.Иванов - ăста куçаруçă та. Эпĕ сире вăл куçарнă Михаил Лермонтовăн «Парăс» сăввине вуласа парасшăн. (Тинĕс фонĕ çине çÿхе тутăрсенчен парăс тунă).

Даша. Ачасем, тата мĕн куçарнă-ши пирĕн чаплă поэтăмăр?

Ачасем хуравлаççĕ. (Умра - куçарусен списокĕ.)

Вĕрентекен. Чăнах та, мĕн тери талантлă пулнă вăл!

Даша. Сапожникова Кристина та калаçăва хутшăнас кăмăл пуррине систерчĕ.

Кристина Сапожникова. Мĕн чухлĕ нумай вулатăн К.Иванов çинчен - тĕлĕнме пăрахаймастăн. Вăлах -художник та, ал ăсти те, инженер тесен те йăнăш пулас çук. (Презентаципе слайдсем кăтартни)

Ман сире çакна çирĕплетме хам вуланă хăш-пĕр аса илÿсемпе паллаштарас килет. Амăшĕн аса илĕвĕ.

«Кĕçтенттин çамрăк чухнех йăваш ачаччĕ.Урамра ачасемпе вылясах çÿреместчĕ. Картишĕнче ларатчĕ те тăмран ĕнесем, лашасем, сурăхсем туса аташатчĕ. Ытти ачасем те пуçтарăнатчĕç ун патне, вĕсене те тăмран вылямалли япаласем тума вĕрентетчĕ…»

Ашшĕ вара Кĕçтенттин платниксене тĕлĕнтерни çинчен аса илет. К.В.Иванов пичетлемелли машинка та тунă. Халĕ вăл музейра упранать.

Алина Кузьмичева. Манăн та хушса калас килет. К.Иванов художник пулас тĕллевпе Питĕрти академие вĕренме кĕресшĕн пулнă. Портретсем ÿкерме юратнă. Вырăс художникĕсен ĕçĕсемсĕр пуçне Итали художникĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Вăл, сăмахран, Леонардо да Винчипе Санти Рафаэль шедеврĕсенчен суйласа пĕтĕм тĕнчипе паллă «Джокондăпа» «Сикстин мадонни» картинăсен репродукцийĕсене тăвать. Хăйĕн ĕç пÿлĕмне Джокондăпа Мадонна портречĕсемпе юнашар ăмăшĕн хăй ÿкернĕ портретне çакса хурать.Ивановшăн вăл хаклă сăнар, идеал шутланнă. (Выставкăпа усă курни)

Вĕрентекен. Çапла, çуллă сăрăпа та, кăмрăкпа та, кăранташпа та ÿкернĕ тĕлĕнмелле талантлă К.Иванов.

Даша. Катя Варикова та тем каласшăн пире.

Екатерина Варикова. К.В.Иванов педагог та пулнă. Ачасене рисовани, черчени вĕрентнĕ. Чистописани урокĕсем ирттернĕ. Уроксене çав тери теплĕн хатĕрленни çинчен вуласа пĕлтĕм. Вăл фотограф пулнине те палăртмалла. Кĕçтенттин çак ĕçе туман пулсан эпир Тайăр Тиммкки сăнне те, Чĕмпĕр шкулĕн ĕçĕ-хĕлне те, ытти чылай кăсăклă самантсене те курман пулăттăмăр. Халĕ çак ĕçсем К.В.Иванов музейĕнче упранаççĕ. (Презентацири слайдсем)

Даша. Чăнах та, тĕлĕнмеле çын пулнă çамрăк Кĕçтенттин! Кĕнеке те илемлетнĕ вăлах, декорацисем те тунă …Пирĕн те маттур пуласчĕ. Талантсен çăл куçĕ пирĕн шкулта та тапса тăрасса шанатăп.

Вадим Ваньков пире « Иванов вăрманĕ» сăвă вуласа парать. Ăна Ивановпа пĕр ялта çуралнă, ăна тăван лекекен Ухсай Яккăвĕ çырнă.

Пĕтĕмлетÿ

Вĕрентекен . К.Иванов - чăннипех те тĕлĕнмелле талантлă çын! Тепĕр хут каласа тухар-ха. Çыравçă, учитель, художник, иллюстратор, декоратор, куçаруçă, редактор, фольклорист, фотограф, скульптор, ал ăсти…(Тĕрлĕ тĕслĕ хут çине çырса тухнă, кашни ача сăмах каласа çĕклет).

И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулне вара талантсем çитĕнтернĕ сăпка тесех калас килет. К.В.Иванова та çав шкул талантне сарма пулăшрĕ, анчах поэтăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ…

Ячĕ вара вилĕмсĕр.

Çавра сетеле хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ каласшăн. Хăвăр валли паян мĕн те пулин çĕнни илтĕр пулсан çав тери хĕпĕртенĕ пулăттăм. Даша, сана та тавах.

Пурте пĕрле:

Эс, çÿллĕ пăнчă пек - пĕрре.

Çĕршер çĕрте асра тытмалăх

Сан сассупа историре

Ялан калаçĕ пирĕн халăх.




 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал