7


  • Учителю
  • Конспект урока по культуре родного края 'ЯЛ'.

Конспект урока по культуре родного края 'ЯЛ'.

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

6-мĕш класра ирттернĕ Тăван ен культури урокĕ.

Тема: ЯЛ.

Уч.: Ырă кун пултăр, пурне те!

Ач.:Ырă кун пултăр.

Дежурнăй: Паян раштав уйăхĕн виççĕмĕшĕ, класра пурте.

Кĕвĕ(автан сасси) илтĕнет. Харăс вулаççĕ.

Слайд. Ирех автан авăтать

(Ял çыннине вăратать.)

…Автан пире мĕн калать?

Учителе итлĕр тет.

Тăрăшса вĕренĕр тет.

Учитель:

Урок эпиграфĕ: Тăван ялăм, эс - чун ăшши,

Асаттесен юрри-ташши,

Атте-аннен аки-сухи,

Эс - манăн пурнăçăн шăпи.




Паянхи тема ячĕ Ял ятлă. Урокра паян культура тĕпелĕнче ларса ĕлĕкхи ялсен вырăнĕ тата вĕсем йĕркеленни çинчен калаçăпăр, ĕлĕкхипе хальхи ялсене танлаштарăпăр. Паянхи ялăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатăпăр.

Тĕпелти хăнасемпе паллашиччен шÿтлĕ ыйтусем çине хуравлăпăр.


1.Ял сехечĕ мĕн ятлă? (Автан)

2.Автан мĕншĕн авăтать? (Сасси пуррипе)

3.Аваллăх килне мĕн теççĕ? (Музей)

4.Аваллăх управçи мĕн ятлă? (Истори)

5.Ял мĕнпе вĕçленет? (Урам хушши пĕтнипе)

6.Алăра мĕн вĕреме пултарать? (ĕç)


Шÿтлĕ-шÿтлĕ те шутламалăх пулчĕ.


Культура тĕпелĕнчи хăнасемпе паллаштарма вăхăт та çитрĕ. Чи малтанах культура тĕпелне ертсе пыраканĕ (эрнере пĕрре, кĕçнерни кун, тĕл пулатпăр сирĕнпе) Валентина Самарина. Пирĕн тĕпелте -

Шăхач ялĕн пуçлăхĕ Тетина Татьяна,

Упамса ялĕн пуçлăхĕ-Купцова Анастасия ,

Турхан ял пуçлăхĕ-Антонов Богдан В, Тури Тăрмăш ялĕн -Кудрявцев Константин Андреевич,

Анат Тăрмăш ялĕн пуçлăхĕ-Егорова Карина.

(Ячĕсем тухсан ура çине тăратпăр).

Пуçлăхсем ял çыннисемпе килнĕ. Çавăн пекех тĕпелте чăваш халăх поэчĕсем те пур, экологсем те килнĕ. Аваллăхран тĕпчевçĕсем те килнĕ;

(Хăлхана чиксе хумалли). Майпен калаçсан микрофонĕ ĕçлемест пуль сирĕн)


Хаклă тĕпел хăнисем, малтанах ялсен вырăнĕ, ăçта вырнаçнă вĕсем, сăн-сăпачĕ еплерех пулнă-ха, каласа пама ыйтатăп.


Ачасем ял çинчен каласа параççĕ.


Елĕкхи ялăн сăн-сăпачĕ куç умне мĕнлерех тухса тăчĕ?

--Чăваш ялĕ, çывăхра çăл куç, вăрман, кÿлĕ ял хĕрринче, ял тавра карта тытнă,симĕс курăк, ачасем çар уран чупаççĕ, кашни пÿрт умĕнче йывăçсем лараççĕ.

Учитель: Куç умне хитре ÿкерчĕк тухса тăчĕ.


Учитель:

Елĕкхи ялпа паянхи яла танлаштарса пăхар-ха. Мĕнле улшăнусем куратăр?


1 ача:

Ман шутпа, авалхи яла паянхи ялпа танлаштарсан тĕлĕнмеллипех ылмашăннă.Пысăк темиçе хутлă çуртсем, вĕсем кермен пекех курăнса лараççĕ. Яла газ кĕртнĕ, шыв та пулать теççĕ.

2 ача:

Ĕлĕкхи ялсем вăрман ăшĕнче ларнă пек курăннă, мĕншĕн тесен пÿртсем умĕнче йăмра, пилеш,çăка йывăççисем ÿснĕ. Хальхи ялсенче вĕсем çукпа пĕрех.

3 ача:

Унччен ял хушшисем çуллахи вăхăтра симĕс курăкпа витĕннĕ , çын утса çÿрекен сукмак пулнă. Ачасем çара уран чупнă.

4 ача:

Ĕлĕк ял йĕри-тавра картасем тытса çавăрнă.

5 ача:

Ял хушшисем ĕлĕк таса пулнă. Паян тĕрлĕ çÿп-çап выртса çÿренине куратпăр.

Эколог:

Авалхи çынсем хăйсем çут çанталăк пайĕ пулнине ăнланса илнĕ, ăна Турă вырăннех хунă. Хальхи вăхăтра экологи хăрушлăхĕ тата ÿсрĕ. Çуп-çап нумайлансах пырать, йывăçсем сахаллансах пыраççĕ, сывлăш варалансах пырать. Экологин йывăр ыйтăвĕсене вăхăтра татса памасан килес ăру валли сÿнме пуçланă планета кăна юлĕ. Мĕн тумалла-ха капла ан пултăр тесен?

Уч.: Ял пуçлăхĕсенчен ыйтса пĕлер-ха. Вĕсен ялĕсенче мĕнлерех йĕрке хуçаланать-ши?

Ял пуçлăхĕсем.

Пластик савăтсене çунтарма, ăçта килнĕ унта çÿп-çапа прахма юрамасть, михĕсене чиксе, лайăх çыхса ятарлă вырăна прахмалла. Кашни ялтах çÿп-çап прахмалли вырăн пур.

Врач:

Экологсем çивĕч ыйту хускатрĕç. Пурте йĕркене пăхăнсан ял тавралăхĕ таса пулмалла тесе шутлатăп .Ял çыннисен сывлăхĕ те çирĕпрех пулĕччĕ. Пирĕн сывлăх хамăр алăра.


Малалла тĕпчевçĕсем сăмах илеççĕ.

Елĕкхи ялсем тавра карта тытнă терĕмĕр. Пирĕн районта та Тикеш ялне карта тытнă пулнă. Кун пек ялсене хулаш тенĕ (Вырăсла город-крепость тени пулать; город-крепость Тигашево). 2005 -мĕш çулхи авăн уйăхĕн 20-21 -мĕш числисенче Тикеш ялĕнче пысăк фестиваль иртнĕ. Ăна Тикеш крепоçĕ 1000 çул тултарнине халалланă. Кунта тĕрлĕ хуларан килсе рыцарьсемпе ăмăрту ирттернĕ.

Тикеш как город- крепость основан в 10 веке. Это время возвышения Волжской Болгарии, цари которой закладывали многие новые крепости и укрепленные города, понимая, что их богатства привлекут алчные взгляды соседей на их земли. Город- крепость Тигеш был основан на великой караванной дороге от столицы Волжской Болгарии города Болгар на Рязань и Киев. Тикеш был сильно укреплен, его опоясывали три ряда крепостных стен. Перед каждой стеной был вырыт глубокий ров, наполненный водой. Рядом с городом, огибая его северные выступы, течет Була река..

Во время архиологических работ в городе -крепости Тикеш в 1955 году найдены капище древних булгаро- чуваш, где они молились богам, приносили им жертвы; костяные гребешки для расчесывания бороды воинов и своего рода оружие -мина против коницы врага- утсиень. Утсиень- неболшая железная болванка с четырмя шипами. Как бы его не бросали, один из шипов торчит прямо с острым концом вверх. Он разбрасывался перед атакой конницы врага.

Учитель:

Малалла ял пуçлăхĕсене ял историйĕпе паллаштарма ыйтар-ха.

Учитель:

Аваллăха пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ. Авалхине пĕлме пирĕн тивĕç те шутланать.

Хаçат кăларатпăр. А.Московский юрри янăрать.

Хаçат ячĕсем.

-Упамса-тăван кĕтес;

Шăхач-ман Тăван çĕршыв;

Тури Тăрмăш- Кутузов çĕршывĕ;

Турхан -савнă ял;

Анат Тăрмăш-эс ман сăпкам.

Мĕн-мĕн кирлĕ хаçат кăларма?

А) ÿкерчĕк е фотосем;

Б)ял çинчен сăвăсем;

В)Сочинени ял çинчен;

Г) Паллă çынсен списокĕ е ÿкерчĕкĕ, кам вăл.

Д) хĕвелне ÿкереççĕ, сăрлаççĕ

Е) чечек касса кăлармалла е ÿкермелле

Т) фломастер маркер илсе килме, клей, хачă.

Кластер туни.

Манăн ял мĕнле? Сумлă, хисеплĕ, аслă, пысăк, илемлĕ, пултаруллă….

Литература тĕпелĕ вĕçленсе пырать.

Сăвăсем вулани

Тăван ялăм, эсĕ - чун ăшши,

Асаттесен юрри-ташши,

Атте-аннен аки-сухи,

Эс - манăн пурнăçăн шăпи.


Сукмак çеç пулнă пуль малтан

Сана çитсе курма авал.

Тап-такăр аслă çул паян

Хăна пулать килен-каян.

Урамусем сан сарлака,

Ват йăмрусем лараç лаштра.

Ял халăхĕ ялан патвар,

Çĕр ĕçĕсем пыраç хастар.

Тăван ялăм - аслă ял!(Упамса)

Сана савса юрлап паян,

Хапху ялан сан уçă - яр!

Кĕтсе илет çăкăр-тăвар.

Сан сăнару, юратнă ял,

Ялан асра, ялан умра,

Çуралнă эс ĕлĕк-авал,

Пуласлăху çĕршер çулра.










 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал