7


  • Учителю
  • Олимпиадные задания по теме: 'Вопросы олимпиады по чувашскому языку'.

Олимпиадные задания по теме: 'Вопросы олимпиады по чувашскому языку'.

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Олимпиада ыйтăвĕсем. 2015-2016 вĕренӱ ҫулĕ.9класс.Чăваш чĕлхипе литератури.

1.Куҫăмлă пĕлтерĕшлĕ тĕслĕхе тупăр. Ҫак тĕслĕхпе предложени тупса ҫырăр.

Ҫивĕч ҫĕҫĕ, ҫивĕч пуртă, ҫивĕч чĕлхе, ҫивĕч хачă.

2.Ҫамрăксем кукурузăна ҫумăр витĕр акма шутламарĕҫ. Ҫак предложенири витĕр сăмах мĕнле пуплев пайĕ?

3.Кайăк-кĕшĕк ячĕсене чăвашла куҫарăр. Хăвăртан тата тăватă кайăк ятне вырăсла-чăвашла хушса ҫырса парăр.

Чайка, тетерев, трясогузка, глухарь, филин, куропатка, рябчик

4.Предложенине тивĕҫлĕ паллăсем лартса ҫырса илĕр. Тӱрĕ пуплевлĕ предложенин схемине ӱкерĕр.

Атте ман еннелле ҫаврăнса пăхрĕ те Мĕншĕн илместĕн тата кулачине терĕ.

5.Хутлă предложенири хутсăр предложенисен чиккине, предложенисенчи тĕп членсене тупăр. Хутсăр предложенисем мĕнле мелпе ҫыхăннине палăртăр та хутлă предложени тĕсне калăр.

Вăл тамбура сиксе хăпарса перронти хĕвĕшекен халăх ҫине куҫ ывăтма ĕлкĕрчĕ кăна - вагон кустăрмисем шăлтăр - шăлтăр шăлтăртатса ҫаврăнма тытăнчĕҫ.

6. Руна ҫырăвĕн Орхон шывĕ хĕрринче тупнă палăкĕсене Орхон тексчĕсем теҫҫĕ. Енисей шывĕ пуҫланнă ҫĕрте ларнă юпа тексчĕсене вара мĕнле калаҫҫĕ?

7. Сăмах кам ҫинчен пырать. Унăн мĕнле хайлавне эсир вуланă.

«…Вăтам Азири паллă сăвăҫ, тĕпчевҫĕ, шухăшлавҫă 1021 ҫулта Паласахун хулинче ҫуралса ӱснĕ. Авалхи тĕрĕк халăхĕсен сăмахлăхне, каларăшĕсене, вĕрентĕвне пухса кĕнеке кăлараканĕ…»

8.Н.Я.Бичурин ҫырнă «Байкал» хайлавăн жанр тĕсне палăртăр.

9.Мĕн вăл рифма? Ăнлантарăр, тĕслĕхсемпе ҫирĕплетĕр.

10. Тӱпе тасалăхне упрама чĕнсе тĕтĕм-сĕрĕм кăларакансене питлекен «сывлăш калмакĕ» ҫырăр, унта экологи вĕрентĕвĕпе усă курăр.



Хуравсем.

  1. Ҫивĕч чĕлхе.(Тĕрĕс тупса палăртнăшăн-2,5балл); Анюк аппан чĕлхи ҫивĕч. (Предложени тĕрĕс йĕркеленĕшĕн- 2,5балл)

  2. Витĕр-хыҫсăмах.(3 балл)

3.Чайка-чарлан, тетерев-ăсан, трясогузка-пăрчăкан, глухарь-карăк, филин-ӱхĕ, куропатка-хир чăххи, рябчик-пăчăр. ( Кашни хуравшăн+хăй тĕслĕхĕсемшĕн 1-шер балл)

4. Атте ман еннелле ҫаврăнса пăхрĕ те : «Мĕншĕн илместĕн тата кулачине?»-терĕ. (тĕрĕс паллăсемшĕн-2,5 балл) 1) А: «Т?»-а. (схемăшăн-2,5 балл)

5.Ку предложенире икĕ хутсăр предложени:

1) Вăл тамбура сиксе хăпарса перронти хĕвĕшекен халăх ҫине куҫ ывăтма ĕлкĕрчĕ кăна;

2) вагон кустăрмисем шăлтăр - шăлтăр шăлтăртатса ҫаврăнма тытăнчĕҫ.

Тĕп членĕсем: вăл (подл.), куҫ ывăтма ĕлкĕрчĕ (сказ.); кустăрмисем (подл.), ҫаврăнма тытăнчĕҫ (сказ.).Ҫыхăну мелĕ-интонаци. Ку союзсăр хутлă предложени.( 5 балл)

6.Енисей тексчĕсем теҫҫĕ. (5 балл)

7.Паласахун Юсупĕ.(2,5балл) «Хăтлă пĕлӱ».(2,5балл)

8.Ҫулҫӱрев очеркĕ.(2 балл)

9.Сăвă ҫаврăмĕнчи сасăсем пĕр пек вĕҫленни.

Хĕреслĕ рифма-абаб; мăшăр рифма-аабб; ҫавра рифма-абба.

(4 балл)

10. --- (5 балл)





 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал