- Учителю
- Открытый урок по чувашскому языку 'Уважаемые люди Чувашии'
Открытый урок по чувашскому языку 'Уважаемые люди Чувашии'
Орлова Ирина Николаевна,Шупашкарти 24-мĕш номерлĕ шкул вĕрентекенĕ.
Урок теми: Чăваш çĕр - шывĕн мухтавлă çыннисем.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
-
паллă çынсен пурнăçĕпе пултарулăхне аса илсе пĕтĕмлетесси.
Аталану тĕллевĕ:
-
ачасене хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси, пултарулăхне аталантарасси.
Сăпарлăх тĕллевĕ:
-
паттăрсен сăваплă ĕçĕсемпе мухтанма, вĕсене хисеплеме, юратма вĕрентесси;
-
ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнхтарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, 3ватман, маркерсем, хачă, тĕрлĕ тĕслĕ хутсем, словарь- минимум.
Класа йĕркелени.
- Ырă кун пултăр, хаклă ачасем! Эпĕ сире телейлĕ те сывă курма питĕ хавас. Шăппăн вырнаçса ларăр.
- Паянхи урок эпиграфĕ: « Паттăр вилсен те, ячĕ юлать »
- Ачасем, мĕнле шутлатăр, паянхи урокра кам е мĕн çинчен калаçăпăр-ши?(Ачасен хуравĕ: паттăрсем çинчен калаçăпăр)
- тĕрĕсех шутлатăр
- Ачасем, кашни халăхăн хăйĕн паттăрĕсем пур, вĕсене пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ, асра тытаççĕ. Вĕсем çинчен юрăçсем юрăсем хываççĕ, сăвăçсем сăвăсем çыраççĕ. Пирĕн тăван халăхăн та çакăн пек мухтавлă çынсем пур. Паянхи урокра вĕсем çинчен калаçăпăр.
- Паянхи урок теми: «Чăваш çĕр - шывĕн мухтавлă çыннисем »
- Урокра 3 ушкăн çине пайланса ĕçлĕпĕр. Кашни ушкăнăн хăйĕн паттăрĕ пулĕ, ун çинчен проект тумалла пулать.Тĕрлĕ енлĕ ĕçсем пулĕç. Хăш ушкăн маттуртарах ĕçленине сигнал карточкисем тăрăх пĕлĕпĕр.
- Пурне те ăнăçусем сунатăп!
(Кашни ушкăна ватман, маркерсем, хачă, тĕрлĕ тĕслĕ хутсем, çилĕм валеçсе паратăп)
1 ĕç: мĕнле паллă çын çинчен-ши сăвă йĕркисем? Тĕрĕс хурав тупнă ушкăн хăйĕн паттăрне, унăн сăн ÿкерчĕкне суйласа илет.
( Ватман çине хăйсен паттăрне çипăçтарса хураççĕ)
Эсĕ çăлтăр тĕнчине
кĕнипе, чăваш ятне,
ху çуралнă çĕр - шыва
кĕртрĕн аслă мухтава.
- 1 ушкăн тĕрĕс хурав пачĕ! Вăл А.Г.Николаев.
Вăл уçнă шкул…
Пĕр Кушăкра çеç мар вăл
Атăлпа Сĕве тăрăхĕнче
Кашни ялтах вăл ырă ят хăварнă,
Кашни çыннах пĕлет халь ун çинчен.
- 2 ушкăн тĕрĕс хурав пачĕ! Маттурсем! Вăл И.Я.Яковлев.
. Каламастăп ун ятне
Вăл пуриншĕн те халь паллă
Нарспи, Сетнер тесенех
Пĕлен тÿрех вăл камне.
- 3 ушкăн тĕрĕс хурав пачĕ! Вăл К.В.Иванов
2 ĕç: Сирĕн умра текст. Кашни ушкăн хăйĕн паттăрĕ çинчен предложенисене тĕрĕс суйласа çырса илмелле.( Ватман çине çипăçтарса хураççĕ)
Иван Яковлевич Яковлев - вĕрентекен. Константин Васильевич Иванов - чăваш поэчĕ. Андриян Григорьевич Николаев - космонавт. Вăл Шуршăлта çуралнă. Вăл Чĕмпĕрте пурăннă. Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш шкулне уçнă. Яковлев вĕренекенĕ пулнă. Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман техникумĕнче вĕреннĕ. Чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ. Вăл сăвăсем, юмахсем, «Нарспи» поэма çырнă. Спортпа туслă пулнă. Космонавтсен ушкăнĕн командирĕ пулнă. Эпир унпа мухтанатпăр.
3 ĕç: Кроссвордпа ĕçлĕпĕр. Паллă ячĕсене вырăсларан -чăвашла тĕрĕс куçарсан мĕнле сăмах пытаннине пĕлĕпĕр.
1 ушкăн валли сăмахсем:
Талантливый, уважаемый, приветливый, опытный, смелый, известный, трудолюбивый, сильный (Николаев сăмах вулаççĕ )
2 ушкăн валли сăмахсем:
Ответственный, приветливый, опытный, достойный, умный, трудолюбивый,
сильный (Яковлев сăмах вулаççĕ )
3 ушкăн валли сăмахсем:
Уважаемый, приятный, талантливый, трудолюбивый, опытный, достойный
( Иванов сăмах вулаççĕ )
4 ĕç: Сире конвертсем салатса паратăп. Унта сăмахсем. Сăмахсене тĕрĕс йĕркелесен ваттисен сăмахне вулама пулать.
(Кашни ушкăнăн 1 ваттисен сăмахне пуçтармалла, ватман çине çипăçтарса хураççĕ)
- Çын пуласси ачаран паллă.
- Ырă çынна халăх савать.
- Ырă çынна - ырă ят.
5 ĕç: Хăвăр суйласа илнĕ паттăрсемпе çыхăннă Шупашкарти паллă вырăнсене çырса тухăр.( ватман çине çыраççĕ)
Пĕтĕмлетÿ:
Тăван çĕр - шывăн паттăрĕсене ан манăр! Сирĕншĕн вĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем пек пулма тăрăшăр. Паттăрсен сăнарĕсем çăлтăр пек пирĕн çине çутатса тăраççĕ, халăх историне кĕрсе юлаççĕ.
- Ачасем, урок вĕçленсе пырать, проектсене хÿтĕлемелле пулать. Кашни ушкăнран пĕр ача тухса хăйсен проекчĕпе схема тăрăх паллаштарать:
эпĕ - пĕлтĕм, эпĕ - тĕлĕнтĕм, эпĕ - çирĕплетрĕм, эпĕ - астуса юлтăм.
- Сывă пулăр!