7


  • Учителю
  • Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Уçă урок

«Япала ячĕ çĕршывĕнче» урок-çул-çÿрев

(пĕтĕмлетÿ урокĕ)



Сапăрлăх тĕллевĕ:

  • ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;

  • пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;

  • тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.



Пĕлÿ тĕллевĕ:

  • туслăх çинчен калаçу ирттересси;

  • вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварасси

  • Тĕрĕс çырма хăнăхтарассипе ĕçлесси

Аталантару тĕллевĕ:

  • ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.

Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса вĕреннине аса илсе çирĕплетмелли тата пĕтĕмлетмелли урок.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

  • учитель сăмахĕ;

  • ыйту-хурав;

  • калаçу;

  • шырав;

  • илемлĕ вулав;

  • кластер, синквэйн тăвасси;

  • ваттисен сăмахĕсемпе ĕслесси;

Пуплеве аталантарасси:

  • шухăша çирĕплетесси;

  • туслǎха упрама хǎнǎхтарасси;

  • ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.

Словарь ĕçĕ:

Туслăх юрри- песня дружбы

Ыталать - обнимает

Тутар-татар

Çармăс -- мари

Кирлĕ хатĕрсем:

Вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, Power Point программăпа хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), туслăх çинчен ÿкерчĕксем, музыка.



  1. Урок юхăмĕ.



Ачасем, эпир паян сирĕнпе урок-çулçÿрев ирттерĕпĕр. Пурте хăвăра чăн-чăн çулçÿреври пек туйăр. Эпир япала ячĕ çĕр-шывне çул тытатпăр. Унта çитме çăмăлах мар. Çулçÿрев вăрăм. Япала ячĕ çĕр-шывĕнче пирĕн тĕрлĕ стантицеснче пулмалла. Кашни станцийĕнче пире тĕрлĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Çав ĕçсене пурнăçламасăр эпир тепĕр станцие çитейместпĕр. Малтанах эпир икĕ командăна пайланăпăр.

Пуйăс çине ларма пире билетсем кирлĕ. Билечĕсене илме те çăмăл мар. Малтанах ыйтусем çине хуравламалла. Вара кассир сире билетсем парать. Лайăх хуравшăн -- хĕрлĕ билет, тулли мар хуравсемшăн - симĕсси, начар, тĕрĕс мар хуравсемшĕн сарă билет пулĕ.

Вокзалта çын нумай. Хăвăра йĕркеллĕ, сăпайлă, хăюллă тытăр. Арпашăнса, пăтранса ан кайăр, тимлă пулăр. Эпир сирĕнпе çула пуçтарăнатпăр, пире çула ăсатакансем те пур. Вĕсем пире телейлĕ çул сунĕç.



I.станци - Теории станцийĕ (кунта пире билетсем параççĕ).

Япала ячĕ темăпа ыйтусем.



  1. Мĕнле пуплев пайне япала ячĕ теççĕ?

  2. Япала ячĕн ыйтăвĕсем?

  3. Кам ыйтупа чăваш чĕлхинче мĕнле япала ячĕсем тăраççĕ?

  4. Мĕн ыйтупа мĕнле япала ячĕсем тăраççĕ?

  5. Япала ячĕнчи морфологи паллисем.

  6. Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем хушшинче мĕнле уйрăмлăх? Тĕслĕхсем туп.

Сирĕн аллăрта кашнинех билет пур. Билетăрсене ан çухатăр. Контролерсем тĕрĕслеме пултараççĕ. Япала ячĕн çĕр-шывĕнче сире билетсем тăрăх «çул укçи» тÿлеççĕ - отметка лартаççĕ.



II. станци - Практика.

  1. Кĕнеке, ача сăмахсене падежсем тăрăх вĕçлемелле.

  2. Иккĕмĕшле япала ячĕсем тупмалла (таблица компьютер çинче)

Илем, çыр, кĕт, тух, ача, кала, пĕл, куç, юрă.

-çу, -лĕх, -ăç, -ÿ, -у, -çа.

(çыру, кĕтÿ, тухăç, ачалăх, пĕлÿ, куçлăх, юрăçă).

  1. Панă япала ячĕсене нумайлă хисепре лартмалла.

(сĕтел, хĕвел, сапун, авторучка, асатте, улмуççи, тусан, лайăххи)



  1. Çак япала ячĕсене кирлĕ падежра лартмалла.

Кĕсье - камăнлăх падежĕ пăши - пару падежĕ

Юрă - пару падежĕ тулă - камăнлăх падежĕ

Сăвă - вырăн падежĕ юлташ - çуклăх падежĕ



  1. Текстри япала ячĕсене çырса илемлле, мĕнле падежра тăнине каламалла.

. Атăл шывĕ сарлака

Çул хывать авкаланса.

Тăванла пур халăха

Ыталать хавхаланса.



Калаçать вăл пирĕнпе

Вырăсла та чăвашла,

Калаçать вăл пирĕнпе

Тутарла та çармăсла.



Раççейпе эпир ялан

Утăмлатпăр алран-ал,

Хамăр туслă пулнăран

Хушăнса пырать вăй-хал.

Ачасем, çак йĕркесенче мĕнле халăхсен туслăхĕ çинчен калать-ши? Хамăр пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр-ши? Ăçтан курма пулать ăна.? Мĕн вăл туслăх?





6) Тест ирттересси:

  1. Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.

а) шанчăклă тус

ă) юлташсăр çын

б) хитре ача

в) çывăх тăван

г) туслă тус

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.

1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.

2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.

3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.

4) Шкулта манăн çывăх юлташ вĕренет



3. Тĕрĕс куçарăр.

1Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче) тус а) родственник

2Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче) тăван ă) красивый

3Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче) шанчăклă б) друг

4Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче) çывăх в) синеглазый

5Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче) туслă г) верный

6) хитре д) дружный

7) кăвак куçлă е) близкий





7) Кластерпа синквей тăвасси

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче



Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче



Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче



Кластерпа

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнчеКонспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче



Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче



Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче

Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче





Конспект урока Япала ячĕн çĕршывĕнче



8) Çак сăмахсене вырăсла куçарăр.

(ачалăх, куçлăх, чĕкеç, вĕрене, хĕвелтухăç)



9)Çак сăмахсене чăвашла куçарăр.



(камыш, дядя, дятел, учеба)



10)Пăтраштарнă сăмахсене вырнаçтарса предложении тăвасси.

(Чăваш, тăван, ман, чĕлхе, чĕлхи)

(Мана, вăл, анне, чĕлхене, парнеленĕ)

(Яланах, тытмалла, çавăнпа, асра, ăна, хисеплемелле)



III. станции -- Халăх сăмахлăхĕ.

  1. ваттисен сăмахне ăнлантарса пар.

-- Куç хăрать те, ал тăвать.

-- Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

-- Çынна хур тăвакан хăй те хура юлнă теççĕ.



2) Тупмалли юмахăн тупсăмне туп.

-- Ирпе ирех васкать ĕçе, сĕрлет, чечек сипне ĕçлет.

-- Хĕлле вилĕ, çулла чĕрĕ.

-- Пĕр пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ.



IV. станции - Диктант станцийĕ.



н



нн

(Нонна, панулми, Анна, ана, тонна, юланут)



  1. Тĕп чăваш сăмахĕсене çырса илмелле.

(пурнăç, ёлка, çыру трактор, сехет, силос)



  1. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене япала ячĕсене çырса илмелле.

(купăста, савăнăç, шоссе, кĕнеке, утюглать, подъезд, шкул, фермер)



V. станции - Вăйă станцийĕ.

1) Мĕнле япала ячĕ вырнаçнă-ши çак клеткăсенче



2) К саспаллипе пуçланса К саспаллипе пĕтекен япала ячĕсене тупмалла

(куккук, курак, кăпăк, кушак…)

3)Малалла та каялла та пĕр пек вуланакан япала ячĕсене çырмалла: çÿç, сас, куку…



VI. Киле ĕç пани.

VII. Пĕтĕмлĕтни. Хăш команда маларах çитрĕ. Билетсем тăрăх оценка лартни.

VIII. Ачасемпе сыв пуллашни





Урока Патăрьел районĕнчи Алманчăри вăтам шкул вĕрентекенĕ Генералова Галина Петровна хатĕрленĕ

</



 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал