7


  • Учителю
  • Курсовая работа на тему Газета Танташ сегодня и вчера

Курсовая работа на тему Газета Танташ сегодня и вчера

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала



Ум сăмах

Пичет массǎллǎ информаци хатĕрĕсен тытǎмĕнче чи пĕлтерĕшли шутланать. Вǎл сǎмах урлǎ халǎх ǎс-тǎнне аталантарать, унǎн культура шайне ӳстерет. Сǎмах - этеме вǎй-хал, шанчǎк парать. Акǎ мĕнлерех ҫырнǎ унǎн хǎвачĕ пирки чǎваш халǎх поэчĕ П.П.Хусанкай:

Эп сǎмах хǎватне ĕненетĕп,

Эп пĕлеп: сǎмахпа этеме

амантма та пулать, ӳкерме те,

Ӳкнине те пулать ҫĕклеме.

Ҫын чунне амантас мар тесе сǎмахпа пĕлсе, асǎрханса усǎ курмалла. Шǎпах пичет ǎстисем сǎмах пуянлǎхне туйма вĕрентеҫҫĕ, ачасене тивĕҫлĕ воспитании парассишĕн тǎрǎшаҫҫĕ те. Чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕренекенĕн, нумай пĕлме тăрăшаканăн шкул программипе кăна çырлахмалла мар, библиотекăри кĕнекесене вуламалла, хаçат-журналпа туслă пулмалла. Çакна шута илсе ĕнтĕ эпир республикăра тухса тăракан «Тантăш» ятлă ача-пăча хаçатне çырăнса илетпĕр. Кашни уйăхра çĕнĕ калавсемпе, сăвăсемпе, сăмах каçмăшсемпе, пуç ватмăшсемпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, тăванла тата тăван мар халăхсен пурнăçĕпе паллашатпăр, урăхла каласан тĕрлĕ енлĕ аталанатпăр.

«Тантăш» хаçатпа туслă пулнăран, хаçатăн аталанăвне пĕлес килчĕ, çавна пула тĕпчев темине «Тантǎш» хаҫат ĕнер тата паян» ят патăмăр.

«Тантǎш» - чǎваш ачисен хаҫачĕ. Паянхи кун ҫĕнĕ технологи аталанса пынǎ май ача-пǎча хаҫачĕсене, палах, ҫǎмǎл мар. Хальхи ачасемпе ҫамрǎксене телекуравпа интернет минретме тǎрǎшать. Ҫавǎнпа вулакансен йышĕ ҫулсерен чакса пырать. Ача пĕчĕкренех хаҫат-журнал вулама вĕренмесен, кайран та, ӳссе ҫитсен те, вǎл ǎна вуламĕ. Пирĕн шутпа, ку ачасен хушшинчи чи актуаллǎ ыйтусенчен пĕри.

Асǎннǎ темǎпа тухнǎ ятарлǎ кĕнекесем ҫук. Хамǎр ĕҫре ытларах хаҫатсемпе усǎ куртǎмǎр, унти материалсене тишкертĕмĕр.

Тĕпчев ĕҫĕн тĕллевĕ - «Тантǎш» хаҫат пĕрремĕш номертен пуҫласа паянхи кунччен мĕнле аталаннине тĕпчесси. Асǎннǎ тĕллеве пурǎҫлама ҫакǎн пек задачǎсем лартрǎмǎр:

  1. «Тантǎш» хаҫатǎн аталану тапхǎрне палǎртасси;

  2. Хаҫатǎн тематика пуянлǎхне тишкересси;

  3. вĕсенче пичетленнĕ хайлавсен тĕшшине (смысл) палăртасси.

Тĕпчев ĕҫне икĕ пайран йĕркеленĕ. Пĕрремĕш пайĕнче «Пионер сасси» хаҫата тишкернĕ, иккĕмĕшĕнче «Тантǎш» хаҫатǎн аталану тапхǎрĕсене пǎхса тухнǎ.

Тĕпчев ĕçĕн объекчĕ - «Тантăш» хаçат.

Тĕпчев ĕçĕн предмечĕ - асăннă хаçатра пичетленекен сăвăсем, калавсем, сăмах каçмăшсемпе пуç ватмăшсем.

Маларах палăртнă ĕçе пурнăçлама «Пионер сасси» тата «Тантăш» хаçатсене пăхса тухрăмăр, «Тантăш» хаçат редакторĕпе - Владимир Федоровпа, Лариса Петрова журналистпа - калаçрăмăр.











I «Пионер сасси» - чǎваш пионерĕсен хаҫачĕ

  1. Чǎваш ачисен пĕрремĕш хаҫачĕ

«Тантǎш» «Пионер сасси» ятпа 1931 ҫулхи январĕн 12-мĕшĕнче тухма пуҫланǎ. Унǎн пĕрремĕш редакторĕ Илья Максимович Алтын Баш пулнǎ. Тǎлǎх ӳснĕ вǎл. Ачасен нушине лайǎх ǎнланнǎ вǎл.

«Чǎваш пионерĕсемпе ĕҫхалǎх ачисене социализмла строительствǎна кирлĕ таран хутшǎнтармалла!» - текен чĕнӳпе пуҫланать хаҫат.

- Епле хаваслǎ кĕтсе илчĕ ǎна ача-пǎча. Кĕске вǎхǎтрах хаҫат тиражĕ те чылай ӳсет. Чухǎнччĕ редакции. Ачасем ҫинчен ҫырма пултаракан журналистсем сахал пулнǎ, укҫи те ҫитмен. Ҫапах пур пĕр ĕҫленĕ. Алла усман. Йывǎрлǎхран тухма тǎрǎшнǎ, малашлǎх пирки ĕмĕтленнĕ. Сывлǎха та шеллемен, - аса илнĕ каярах Илья Максимович Алтын Баш.

Паллах, самани те йывǎр пулнǎ ун чухне, анчах ачасем телейлĕ вǎхǎт пирки ĕмĕтленнĕ. Шǎпах «Пионер сасси» хаҫат ачасене вǎй-хал парса тǎнǎ.

  1. Пирвайхи номерсен тематики

Мĕн ҫинчен ҫырнǎ-ха ҫав ҫулсенче хаҫат? Ачасен вĕренĕвĕ ҫинчен, хут пĕлменлĕхе, тĕрĕсмарлǎха хирĕҫ кĕрешни, ашшĕ-амǎшне, ҫитĕннисене хаваспах пулǎшни пирки тата ытти те.

Сǎмахран, И.Алтын Баш статйипе паллашар: «Сĕнтĕрвǎрри районĕнче 10 уйǎх хушшинче чылай отряд вожатǎйсǎр ĕҫлесе тǎнǎ пирки 60 ача пионертан каялла тухнǎ.

Ҫаксене большевикла хǎвǎртлǎхсемпе пурнǎҫа кĕртме пур пионерǎн та хыттǎн тытǎнмалла» (1931 ҫул, кǎрлачǎн 12-мĕшĕ, тунти кун, 1 №).

И.Чиндыковǎн (Етĕрне районĕ, Палтайри вǎтам шкул) статйи: «Пирĕн вǎтам шкулта 10 пионер комсомола куҫрĕҫ. Малтан вĕсем пурте комсомол уставĕпе, программипе паллашрĕҫ. Халĕ вĕсем лайǎх дисциплинǎшǎн тǎрǎшаҫҫĕ, пионерсене пулǎшаҫҫĕ» (1938 ҫул, пушǎн 3-мĕшĕ).

Куратпǎр ĕнтĕ, ачасене патриотизмла воспитани паракан, ырра вĕрентекен материалсемпе пуян пулнǎ «Пионер сасси».

Тǎван ҫĕр-шывǎн Аслǎ вǎрҫиччен 601 номерĕ кун ҫути курма ĕлкĕрнĕ. Ҫыракансен шучĕ те, тиражĕ те ӳссех пынǎ. 1932 ҫулта - 10 пин экземпляр, 1936 ҫулта хаҫат тиражĕ 18 пинрен те иртнĕ.

Ҫĕр-шывра коллективизации анлǎн сарǎлнǎ, промышленность вǎй илсе пынǎ. Редакци ĕҫченĕсем хуҫалǎх пурлǎхне упрама чĕннĕ. «Пĕр шкул та пахчасǎр ан юлтǎр, пĕр пахча та акмасǎр ан юлтǎр» тесе чĕннĕ журналистсем шкул ачисен ĕҫне тĕрĕслемелли кунсенче.

Ачасене интернационалла воспитании парасси те тĕп вырǎнта пулнǎ. Тĕрлĕ халǎх ачисемпе туслǎ сыхǎну тытнине тĕплĕн ҫутатнǎ.

1931-1941 ҫулсенче хаҫата ҫак редакторсем алǎ пуснǎ: И.М. Алтын Баш, В.С. Марковников, М.И. Митрофанов, В.В. Шурнеев, М.И. Юрьев, Ф.А. Ситов, Е.Я. Орлова, Е. Ласточкина, В.И. Андреев, Н.М. Минин, П.Е. Александров, Н.Н. Петрова, А.Д. Кǎлкан, Е.С. Васильев.

  1. Вǎрҫǎ хыҫҫǎн ҫĕнĕрен ҫуралнǎ хаҫат

1966 ҫулхи ҫу уйǎхĕн пĕрремĕшĕнче хаҫат ҫĕнĕрен тухма пуҫлать. Республикǎри пионерсемпе шкул ачисем хапǎлласах йышǎннǎ хаҫата. 60-мĕш ҫулсенче «Пионер сасси» хаҫатǎн тиражĕ 72 пинрен те иртнĕ, вǎл Ҫ.Мишши ячĕпе хисепленекен премии лауреачĕ пулса тǎнǎ. Сакǎр ҫул (1966-1974 ҫ.ҫ.) хаҫат редакторĕ пулса И.П. Кириллов тǎрǎшнǎ.

«Пионер сасси» республикǎра тимуровецсен юхǎмне тепĕр хут аталантаракансенчен пĕри пулнǎ. Редакци пуҫарнипе пур районта та, кашни ялта та Тимур отрячĕсем йĕркеленнĕ.

Хаҫат ҫамрǎк ленинецсен пурнǎҫĕпе вĕренĕвĕ, каннǎвĕ ҫинчен ҫырнǎ. Иккĕмĕш номертех «Старт» (Спортпа Туслǎ Ачасен Ретне Тǎрǎр) клуб уҫǎлнǎ. Пысǎк хисепре пулнǎ спорт.

60-мĕш ҫулсем - Америка агрессорĕсем Вьетнамра вǎрҫǎра ҫапǎҫнǎ вǎхǎт. «Пионер сасс» хаҫатра «Эпир санпа пĕрле, Вьетнам!» ятарлǎ страницǎсем тухса тǎнǎ. Унта Вьетнам ачисене пулǎшма чĕнсе каланǎ. Редакцине ҫырусем, посылкǎсем килнĕ, вара вĕсене вьетнамецсене ярса панǎ.

Писатель-фронтовиксен аса илĕвĕсем те пичетленнĕ.

«Пирĕн глобус», «Хĕлхемрен ҫулǎм ялкǎшрĕ», «ҫулсем, ҫынсем, ĕҫсем», «ҫамрǎк моделистсем», «Илемлен, тǎван тавралǎх», «Ырǎ ĕҫ дневникĕ», «Паттǎрлǎх тата паттǎрсем" тата ыттисем вулакансен юратнǎ рубрикисем пулса тǎнǎ.

Хаҫат кǎларма ачасем те пулǎшнǎ, кунсерен ҫĕршер ҫыру килнĕ. Вĕсем шкул, ял пурнǎҫне сǎнласа панǎ. Чǎваш ҫыравҫисем те хаҫатпа тачǎ ҫыхǎну тытнǎ.

«Пионер сасси» культурǎпа искусство ҫине уйрǎмах тимлĕ пǎхнǎ. «Совет кинематографийĕ 50 ҫул тултарчĕ» рубрикǎна тишкерме паянхи кун та интереслĕ.

«Пултǎр «5» дневникре» рубрика та шкул ачисене савǎнтарсах тǎнǎ.

1969 ҫулхи юпа уйǎхĕн 12-мĕшĕнче тĕнче уҫлǎхне «Союз-7» карап вĕҫсе хǎпарнǎ. Икĕ страницǎра фоторепортаж пичетленнĕ ҫак паллǎ кун ячĕпе.

1970 ҫулта Тǎван ҫĕр-шывǎн Аслǎ Ҫĕнтерĕвĕ хыҫҫǎн 25 ҫул иртнĕ. «Патриот» рубрикǎра вǎрҫǎри ҫапǎҫусем ҫинчен чылай хайлав пичетленнĕ. Ҫак ҫулах «Союз-9» карап вĕҫевĕ иртет. Ǎна В.И. Севастьянов борт-инженерпа карап командирĕ, пирĕн ентеш А.Г. Николаев тытса пыраҫҫĕ. Ку - А.Г. Николаевǎн иккĕмĕш вĕҫевĕ.

Чǎваш Республики 50 ҫул тултарнǎ май хаҫатра «Пирĕн ентешсем - Социализмла ĕҫ геройĕсем» страница-плакат пичетленет.

«Тупǎннисем» кĕтес хǎрушǎ выҫлǎх ҫулĕнче Мускавра ҫǎлǎнса юлнисен списокне пичетлесех тǎрать. «Ҫамрǎк сǎвǎҫсен шкулĕ» рубрика та палǎрса тǎрать.

1971 ҫулта «Пионер сасси» тиражĕ 72270 экземпляра ҫитет. Унǎн пĕлтерĕшĕ те ӳсет. Малтанхи номерте «Ҫамрǎк журналист» конкурс пуҫланать. Унта ҫĕнтернĕ 9 ачана И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чǎваш патшалǎх университечĕн чǎваш уйрǎмне конкурсǎрах вĕренме йышǎннǎ.

Редакци «Ман тǎван ҫĕр-шывǎм - СССР» девизпа ҫĕр-шыв хулисем тǎрǎх ҫул-ҫӳрев йĕркелет. Вулакансем Ярославль, Чул Хула, Чĕмпĕр, Хусан, Волгоград, Шупашкар тата ытти хуласемпе паллашаҫҫĕ.

1972 ҫул юбилейсемпе пуян пулнǎ. Граждан вǎрҫин геройĕ В.И. Чапаев ҫуралнǎранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа ятарлǎ номер кǎларнǎ.

Пĕтĕм Союзри пионер организацицийĕ ҫур ĕмĕр тултарнǎ. Ҫавна май май хаҫат темиҫе турпа «Ҫулǎмлǎ 50 ҫул» викторина ирттернĕ. 1972 ҫулта Чǎваш Республикинчен «Артекра» 160, «Орленокра» 173 ача каннǎ.

Ҫав ҫулах 20 Олимпиада иртнĕ. Мюнхенра ун чухне Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕн студенчĕ Валерий Ярды велосипедист Олимп чемпионĕ ятне ҫĕнсе илнĕ. СССР команди 99 медаль ҫĕнсе илсе 1-мĕш вырǎн йышǎннǎ. «Пионер сасси» хаҫат парнисене ҫĕнсе илессишĕн республикǎра тĕрлĕ спорт ǎмǎртǎвĕсем иртнĕ.

Любовь Тимофеевна Козмодемьяновская, Совет Союзĕн Геройĕсен Зойǎпа Александр Козмодемьяновскисен амǎшĕ, «Пионер сассинче» хǎнара пулнǎ.

«Пĕрлĕхлĕх», «Пионерсем - мир фондне», «Патриот», «ГТО значокĕ - кашни ачана» тата ытти рубрика илĕртнĕ хǎй патне вулакансене.

1973 ҫулта республикǎри шкул ачисем 2 уйǎхра 1104 тонна кивĕ хут пуҫтарса 385 гектар ҫинчи вǎрмана сыхласа хǎварнǎ.

Утǎ-ҫурла уйǎхĕсенче Берлинра Пĕтĕм тĕнчери ҫамрǎксемпе студенсен Х фестивалĕ иртнĕ. Ǎна халалласа редакции ятарлǎ викторина хатĕрленĕ.

Хаҫат паттǎр пионерсемпе паллаштарсах тǎнǎ. Нина Ананьева (Канаш районĕ, Ҫĕнĕ Пинер) инкекри виҫĕ пĕчĕк ачан пурнǎсне ҫǎлса хǎварнǎ, Толя Белов (Комсомольски районĕ, Асанкасси) «Путакана ҫǎлнǎшǎн» медале тивĕҫнĕ.

«Вĕренме вĕрен», «Чапаенок», «Самбо шкулĕ», «Ача-пǎча комиссарĕсем» ҫĕнĕ рубрикǎсем уҫǎлнǎ.

1974 ҫул… «Сǎпайлǎх шкулĕ» малалла ĕҫлет. Занятисене В.Петров писатель-журналист, Г.Луч ҫыравҫǎ, Н.Тимофеев курсант тата ытти те хастар хутшǎнаҫҫĕ. Р.Ярандайкин юрист «Тǎван ҫĕр-шыв законĕсем» рубрикǎна тытса пынǎ.

«Ҫут ҫанталǎк тата эпир», «Салют, Ҫĕнтерӳ!», «Чаплǎ ҫынсен пурнǎҫĕ», «Ҫĕнĕ фильмсем», «Пирĕн вǎхǎтри пионер» ятлǎ рубрикǎсем вулакансене савǎнтараҫҫĕ.

1975 ҫул… Вǎл ҫул Аслǎ Ҫĕнтерӳ 30 ҫул тултарнǎран материалсене юбилейпе ҫыхǎнтарнǎ. «Ҫамрǎк журналист» конкурс валли «Пурǎнать ялта фронтовик» ят суйласа илнĕ. «Герой хуласем», «Ěҫ парнисен уйǎхлǎхĕ» рубрикǎсем уҫǎлнǎ. Тимурҫǎсен «Шуҫǎм» хаҫачĕ, аслǎ классен «Юлташ» страници тухаҫҫĕ.

Шахматла выляма юратакансене тĕнче спорт мастерĕ Владимир Сергиевский хǎй тавра пухать, «Лалья» шахмат клубне ертсе пырать.

А.Николаев, Л.Маяксем, В.Алентей, В.Харитонов, Г.Ефимов, Г.Луч, Ю.Мишши, В.Енĕш, И.Микулайĕ тата ытти писатель-поэт ачасене хǎйсен ҫĕнĕ произведенийĕсемпе савǎнтарать.

1976 ҫулта коммунистсен аслǎ форумĕ - ХХV съезчĕ ĕҫленĕ. Ҫавна май ачасем ырǎ та пархатарлǎ ĕҫ нумай пуҫараҫҫĕ. «Хурҫǎ» операции вǎй илсе пырать. «Пионер сасси хаҫат» «Пире парти ӳстерет» викторина ирттерет. Юнкорсем хасатпа сывǎх туслашнǎ. Редакци март уйǎхĕнче кǎна 2166 ҫыру илнĕ.

1977 ҫулта хаҫат республика тулашĕнче пулни кашни номертех палǎрать. Юнкорсем Пушкǎрстанпа Тутарстанран, Самар, Тюмень, Оренбург, Чĕмпĕр облаҫĕсенчен тĕрлĕ хыпарпа савǎнтарсах тǎнǎ. Паллǎ космнавт А.Г. Николаева бюстне тǎван ялĕнче уҫни ҫинчен те вуласа плме пулать.

1979 ҫулта «Ҫĕр-шыври пионерсем - Ленин ĕҫĕшĕн вĕсем» Марш ҫула тухнǎ.

1980 ҫулта чǎваш комсомолĕ 60 ҫул тултарнине халалласа ВЛКСМ обкомĕпе «Пионер сасси» «Паттǎрла 60 ҫул» викторина ирттернĕ. Ҫĕнтерӳҫĕсем Пĕтĕм ҫĕр-шыври «Орленок» лагерьте канма тивĕҫнĕ.

1981 ҫулта хаҫат тухма пуҫланǎранпа 50 ҫул ҫитнĕ. Ҫавна май «Пионер сасси» ҫамрǎк корреспондентсен слетне хатĕрленнине ҫутатакан материалсемпе пуян.

1982 ҫулта СССР пулнǎранпа 60 ҫул ҫитнĕ май «Пионер сасси» тĕрлĕ районта пулать, ятарлǎ кǎларǎмсем хатĕрлет.

1983 ҫулта хаҫатра «Ᾰнтǎлу» клуб, «Акǎш» ǎсталǎх шкулĕ, ҫамрǎк патриотсен «Чапаенок», наукǎпа техникǎна юратакансен «эврика» клубĕсем лайǎх ĕҫленĕ.

1984 ҫул… «Пионер сасси - ачасен чǎн-чǎн хаҫачĕ». Ҫакна кашни номертех юнкорсем валли пысǎк вырǎн уйǎрни те лайǎх ҫирĕплетет. Звено, отряд, дружина пурнǎҫĕпе ĕҫĕ-хĕлне тĕрĕс хак парасси вǎй илет.

1985 ҫул… Аслǎ Ҫĕнтерӳ 40 ҫул тултарнǎ май «Ҫĕнтерӳ» заочнǎй конкурс иртнĕ.

Клим Сергеевич Сергеев редакторта ĕҫленĕ вǎхǎта (1974-1987) ҫапла аса илсе ҫырать: «Радио - самантлǎх, хаҫат пĕр кун кǎна пурǎнать, теҫҫĕ халǎхра. Хаҫат вǎл - ҫыравҫǎ чунĕпе вулакан кǎмǎлне тӳрремĕн ҫыхǎнтаракан ҫул. Страницǎри кашни йĕрке ача-пǎчана киревсĕр шухǎшран пǎрса ырǎ ĕҫе явǎҫтарма пултартǎр - ҫак тĕллев пулнǎ та «Пионер сасси» хаҫат коллективĕн.

80-мĕш ҫулсенче ачасен юратнǎ хаҫачĕ пионерсемпе шкул ачисен ырǎ ĕҫĕсене ытларах палǎртнǎ. Интернационаллǎ туслǎх клубĕсен ĕҫĕ-хĕлĕ ҫинчен ҫынсем хаҫатран пĕлсе тǎнǎ.



II. «Тантǎш» - пурǎҫпа пĕр тан утса пыракан хаҫат

2.1. «Пионер сасси» - «Тантǎш» ятпа

1990 ҫулхи авǎн уйǎхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа «Пионер сасси» ҫĕнĕ, янравлǎ «Тантǎш» ятпа пичетленме тытǎннǎ. Ун чухне хаҫат редакторĕ М.Мареева пулнǎ.

«Тантǎш». Мĕншĕн улǎштартǎмǎр-ха ятне? Нумай канашларǎмǎр, ачасен сĕнвĕсене шута илтĕмĕр. «Пионер сасси» тесен, пионерсем валли анчах тухакан хаҫат ĕнтĕ вǎл. Пионерсем валли материалсем пичетленисĕр пуҫне эпир октябреноксемпе аслǎ классенче вĕренекенсем валли те ятарлǎ страницǎсем хатĕрленине шута илсен, «Тантǎш» ят вырǎнлǎрах пек туйǎнать, - тенĕ М.Мареева.

Г.Е. Платонова, «Тантǎш» хаҫатǎн (1993 - 2011 ҫулсенчи редакторĕ) ҫапла аса илет: «Сǎлтавĕ темиҫе те пулчĕ. Тĕп сǎлтавĕ, палах, ҫĕр-шыври лару-тǎру улшǎннинче. Вǎл вǎхǎтра пионер организацийĕсен ĕҫĕ-хĕлĕ те хавшанǎччĕ. Аслǎ классем те эпир пионер ҫулĕнчен тухнǎ тетчĕҫ. Чǎвашла пĕлменнисем «сасси» сǎмаха тĕрĕс мар вулатчĕҫ, кулатчĕҫ.

Малтан эрнере икĕ хут 4 страницǎпа тухнǎ хаçат 1990 ҫулта эрнере пĕрре, анчах 8 страницǎпа килме пуҫланǎ. Хǎшне-пĕрне «Тантǎш» ят та килĕшмен, ҫырупах пĕлтерекенсем те пулчĕҫ. Лайǎх ҫĕнĕлĕхе ура хурар мар, такǎнтарар мар».

«Ҫамрǎк экономист словарĕ», «Экономика тата эпир», «Шкул ачи рынок хапхи умĕнче» ҫĕнĕ рубрикǎсем уйрǎмах кǎсǎклантарнǎ 90-мĕш ҫулсенчи вулакана.

«Тантǎш» ҫумĕнче кĕҫĕн ҫулхисем валли «Хĕлхем» хаçат тухса тǎнǎ.

2011-2013 ç.ç. «Тантăш» хаçат редакторĕ Владислав Николаев пулнă. 2013-мĕш çулта «Тантăш» хаçат издательствине «Хыпар» хаçат издательствипе пĕрлештернĕ. 2013 çулхи авăн уйăхĕнчен «Хыпар» хаçат редакторĕнче Владимир Федоров ĕçлет.



2.2. «Тантǎш» хаҫатǎн ырǎ енĕсем

Редакцин ырǎ йǎла чылай. Вĕсенчен пĕри - ҫулталǎк вĕҫĕнче «Тантǎш» хаҫатǎн лауреачĕ хисеплĕ ят тата парне парса чысласси. Викторина ыйтǎвĕсене хуравлакан. Сǎвǎ-калав час-час пичетлекен, тĕрлĕ ӳкерчĕк ярса тǎракан ачасене «Тантǎш» халĕ те хавхалантарсах тǎрать. Тӳлевсĕрех театрсене, уявсене йыхравлать. Ҫĕнĕ кĕнекесене хакласа ҫырнǎ рецензисем тǎтǎшах пичетленеҫҫĕ хаҫатра. Ҫакǎ питĕ усǎллǎ япала. Ачасене, пире, ҫĕнни яланах илĕртет, кĕнеке вулас туртǎм ҫуралать.



2.2. Паянхи «Тантǎш» - чǎваш ачисемпе ҫамрǎксен хаҫачĕ

«Тантǎш» хаҫат - чи лайǎххисен шутĕнче. 2007, 2008, 2009 ҫулсенче «Прессǎн ылтǎн фончĕ» пахалǎх паллине тивĕҫнĕ.

«Тантǎш» - шкул ачисемпе ҫамрǎксемшĕн ырǎ ǎс-тǎн паракан канашҫǎ, шанчǎклǎ тус-юлташ, ҫамрǎк журналистсене професси ǎсталǎхне илме пулǎшакан. Хаҫатра пурнǎҫа ҫутатакан рубрикǎсем, историпе малашлǎха сǎнлакан материал нумай, вĕсем ачасен ǎс-тǎнне, ырǎ кǎмǎлне, культурипе эстетикине аталантарма пулǎшаҫҫĕ. Паянхи кун «Тантăш» хаçат редакцийĕнче Владимир Федоров редактор, Луиза Васильева - пай редакторĕ, Лариса Петрова тата Нина Царыгина корреспондентсем вăй хураççĕ. «Тантăш» хаçатăн тиражĕ те чакнă, 1300 экземпляр çеç.

«Тантǎш» хаҫата кашни шкул ачи юратса вулать, кашни номере чǎтǎмсǎррǎн кĕтет, ҫĕнĕ рубрикǎсемпе савǎнать. Рубрикǎсем вара тĕрлĕрен:

- Шкул пурнǎҫĕ - ЧР вĕрентӳ ĕҫĕнчи улшǎнусем, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен пĕлтерсе тǎрать. Пĕлӳпе воспитании парас ĕҫри йывǎрлǎхсемпе ҫитменлĕхсем ҫинчен калас парать, пултаруллǎ вĕрентекенсемпе паллаштаракан материалсем пичетлет. Тĕслĕхрен, юлашки ҫулсенче патшалǎхǎн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем ППЭ (ЕГЭ) пирки ҫыраҫҫĕ журналистсем. Унсǎр пуҫне, ЧР Пуҫлǎхĕн стипендиачĕсен списокĕсене пичетлеҫҫĕ ҫулсерен.

- «Ҫыру ҫыртǎм васкаса, «Тантǎш» сана юратса» рубрика Чǎваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасен кун-ҫулне ҫутатать. Тĕслĕхрен: «Эпир Чǎваш Тǎрǎм шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренетпĕр, час-часах мероприятисем, конкурссем йĕркелетпĕр. Унта аннесем те килеҫҫĕ. Класс ертӳҫи, Васса Петровна, тǎрǎшса ǎс парать…»

- Хула ачисен страницинче вĕсен вĕренĕвĕпе канǎвĕ ҫинчен вуласа пĕлме пулать.

- Конкурссем, викторинǎсем, акцисем кашни номертех пичетленеҫҫĕ. ЧР вĕрентӳ, культура, шалти ĕҫсен министерствисемпе, ытти организаци ирттерекен ǎмǎртусене хутшǎнса пултарулǎха аталантарма, темĕн тĕрлĕ парне ҫĕнсе илме пулать. Сǎмах май, 2010 ҫулта Раҫҫей халǎх ҫыравне (перепись) халалласа «Манǎн кил - Чǎваш Ен» конкурс йĕркеленĕ. Ҫĕнтерӳҫĕсене хаҫатра пичетленисĕр пуҫне Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланǎ.

- Пирĕн пултарулǎх рубрика ачасен сǎвви-калавне, ӳкерчĕкĕсене пичетлет.

- Премьера - кунта театрти ҫĕнĕ репертуарпа паллашма пулать.

- «Сывлǎх - чи хаклǎ пурлǎх» тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулǎшакан мелсемпе паллаштарать, организма ҫирĕплетме вĕрентет. Тĕслĕхрен, пĕр материалпа паллашар-ха: «Юлашки вǎхǎтра шкулсемпе садиксенче ачасене пыйтǎ (педикулез) ернĕ тĕслĕхсем тупса палǎртаҫҫĕ. Пыйтǎ ересрен мĕнле сыхланмалла, мĕнле кĕрешмелле? Кун пирки ЧР Роспотребнадзор управленийĕн тĕп специалисчĕ Ровенна Александровна Чалышева тĕплĕнрех каласа пама кǎмǎл турĕ…»

- «Ҫунатлǎ ҫамрǎклǎх» - туслǎхпа юрату клубĕ. Чун-чĕрене хускатакан сǎвǎ-калав, тĕрленчĕксем.

- «Хаваслǎ 2015 е 2016 самант» рубрика ǎс-тǎна, тавра курǎма ӳстерекен ребуссем, задачǎсем, кросссвордсем, пуҫ ватмǎшсем …

- «Ᾰшǎ саламсем» рубрика ҫывǎх ҫынсене уяв ячĕпе тӳлевсĕрех саламлама май парать. Тĕслĕхрен: «Хаклǎ та юратнǎ аннене, юбилей ячĕпе чунтан саламлатпǎр! Сывлǎх, телей, юрату, вǎй-хǎват сунатпǎр» 2015 ҫулхи «Тантǎшǎн» 47-мĕш номерĕнче.

- «Пултаруллǎ тантǎш» - пултаруллǎ та мал ĕмĕтлĕ ҫамрǎксемпе паллаштарать.

- «Хǎвǎртрах! Ҫӳлерех! Вǎйлǎрах! - Раҫҫейри, республикǎри спорт мероприятийĕсем, спортсменсен ҫитĕнĕвĕсем ҫинчен.

- «Асамлǎ чĕлхе» - чǎваш юрри-кĕввине юратакансен рубрики.

- «Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене парнелем-и эп сана» - ачасене чǎваш халǎхне, культурине, чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентет.

- «Чиперук» хĕр-упраҫ страници хĕрсене килĕшӳллĕ тǎхǎнма, сǎрланма вĕрентет. «Капǎр ҫӳҫ - хĕр илемĕ» материалта кама мĕнле прическа каять, кĕлетке илемлĕ пултǎр тесен мĕнле прическǎпа ҫӳремеллине пĕлме пулать. («Тантǎш», 2014, 15-мĕш номер)

- «Лар, аннеҫĕм, юнашар…» - ашшĕ-амǎшĕсен страници, ачасене воспитани парас енĕпе сĕнӳ-канаш парать, сǎпайлǎх урокĕсем ирттерет. Темиҫе ҫул хушши ку рубрикǎна Алина Герасимова журналист ертсе пырать.

- «Пĕррехинче» рубрикǎра Элиза Валанс хǎй лекнĕ пǎтǎрмахсем ҫинчен пĕр пытармасǎр пĕлтерет, кулǎшла калавсемпе кǎмǎла ҫĕклет.

- Ҫивĕч ыйту - кунта чи актуаллǎ, пурне те хумхантаракан темǎсене хускатаҫҫĕ: ял пуласлǎхĕ, шкул пурнǎҫĕ, пасарти лару-тǎру, хулари ĕҫ-пуҫ тата ытти те.

- «Ҫĕнĕ кĕнекесем» рубрика писательсемпе поэтсен хайлавĕсемпе паллаштарать. Тĕслĕхрен, 2015-мĕш ҫулхи пĕр номерĕнче «Управҫǎ Хуккапа унǎн тусĕсен мыскарисем» кĕнекен содержанипе, тĕп темипе паллашма пулать.

- «Лирика урокĕ» рубрика ачасене сǎвǎ ҫырма пулǎшать, сǎмах илемне туйма май парать.

- «01 асǎрхаттарать» - ача-пǎчана вут-ҫулǎмран сыхланма вĕрентет, пушар хǎрушсǎрлǎхĕпе ирттерекен мероприятисем ҫинчен ҫырса кǎтартать.

«Тантǎш» хаҫат Раҫҫейре тата Чǎваш Республикинче мĕнле ҫулталǎк йышǎннине кура ытларах ҫав темǎсене ҫутатма тǎрǎшать. 2014 ҫул - Культура ҫулталǎкĕ пулнипе хаҫатра юрǎ-ташǎпа, театрпа ҫыхǎннǎ темǎсем тĕп вырǎнта. 2015 ҫул - Литература ҫулталǎкĕ пулнине кура хасат ҫыравçǎсен, ачасен хайлавĕсемпе, сǎввисемпе пуян пулнǎ.

Ачасемпе ҫамрǎксен «Тантǎш» хаҫачĕ редакцие килекен ҫырусемсĕр пĕр номер те тухмасть. Юнкорсен материалĕсем кашни страницǎна пуянлатаҫҫĕ, илем кӳреҫҫĕ.

«Тантǎш» - пуян содержаниллĕ, ǎслǎ та интереслĕ хаҫат. Ҫамрǎксене пурнǎҫра тĕрĕс ҫул суйласа илме, ҫĕр-шывшǎн усǎллǎ ҫын пулса ҫитĕнме, аслисене хисеплеме, кĕҫĕннисене хӳтĕлеме вĕрентет вǎл.



























Пĕтĕмлетӳ

«Тантǎш» хаҫат вǎрǎм та пархатарлǎ ҫул утса тухрĕ. Тǎван халǎх пурнǎҫĕн кашни тапхǎрĕнчех вǎл ҫамрǎк ǎрǎва Тǎван ҫĕр-шывшǎн усǎллǎ пулма вĕрентрĕ, ачасен ǎс-хакǎлне тата чун-чĕре пахалǎхне ӳстерме пулǎшрĕ. Хǎй вǎхǎтĕнче хаҫатра пĕрремĕш утǎмсем тунǎ вуншар самрǎк корреспондент каярах ятлǎ-сумлǎ журналист е литератор пулса тǎчĕ.

Хаҫатǎн пĕлтерĕшĕ пысǎк. «Пионер сасси» тǎван халǎхǎмǎрǎн ывǎл-хĕрне пурнǎҫра ыррине асǎрхама, кǎмǎл-туйǎм енчен таса ӳсме, шкулта лайǎх вĕренме, ҫирĕп тĕллевлĕ пулма ырǎ канашсем парса пынǎ. Тǎван ҫĕр-шывшǎн пархатарлǎ ĕҫсем тума хавхалантарнǎ. Паян вара ҫак ĕҫе «Тантǎш» хаҫат малалла тǎсать. Хальхи вǎхǎтра та журналистсем, ҫыравҫǎсем ачасене чǎваш чунлǎ пулса ӳсме, тǎван халǎхǎмǎра юратма, чǎн-чǎн ҫын пулма тĕрĕс ҫул кǎтартса пыраҫҫĕ.

Паянхи кун «Тантǎш» хаҫата республика тулашĕнче пурǎнакан чǎвашсем те юратсах вулаҫҫĕ. Хǎйĕн страницисенче вǎл пурнǎҫри актуаллǎ ыйтусене хускатать, тǎван ҫĕре, кил-ҫурта, атте-аннене хаклама хистет.

Хаҫат ватǎлсах пырать пулин те, ĕҫĕпе те, шухǎш-кǎмǎлĕпе те ҫамрǎк. Ҫулланса пынǎҫемĕн ҫамрǎксен хаҫачĕ те иртнĕ вǎхǎтринчен вǎйлǎрах, опытлǎрах. Пурнǎҫран юлмасть, унпа тан утса пырать. Ачасемпе яланах ҫирĕп ҫыхǎну тытать. Вǎл хǎйĕн тĕп тĕллевне аван пурнǎҫласа пырать - ачасене хǎйсен тантǎшĕсен пурнǎҫĕпе, политика информацийĕпе паллаштарать, тǎван культурǎна хаклама, ĕҫе юратма вĕрентет.

«Тантǎш» хаҫатǎн тусĕсем йышланччǎр, унǎн вулаканĕсен, редакции ĕҫченĕсен тĕллевĕсем пурнǎҫланччǎр. Хаҫат малашне те чǎваш ачисемпе ҫамрǎксене аталанма, ҫĕр-шывǎмǎра юратма, ырǎ ҫын пулма тĕрĕс ҫул кǎтартса пытǎр.

Хамǎр ума лартнǎ тĕлевве пурнǎҫларǎмǎр тесе, задачǎсене тупса палǎртрǎмǎр тесе шухǎшлатǎп. Тема питĕ интереслĕ пулчĕ, «Тантǎш» хаҫатпа малашне те ҫыхǎну тытасчĕ. Шкул ачисем те Чǎваш Республикинче тухакан хаҫатсемпе туслǎ пуласса шанатǎп.









































Усă курнă литература

1. Арланова Е.В. «Тантăш» - ачасен юратнă хаçачĕ // Тантăш. - 2001. - 3 №.

2. Данилов А.П. Чăваш журналистикин аталанăвĕ. - Шупашкар, 1998.

3. Зотова Г.В. «Учительская газета» хаçат - «Тантăш» çинчен // Тантăш. - 2000. - 44 №.

4. Сергеев К.П. Кăмăла çĕклет аса-илÿ // Тантăш. - 1991. - 1 №.

5. «Тантăш» хаçатăн сайчĕ. - www.hypar.ru</</font>









1





 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал