- Учителю
- План открытого урока по чувашскому языку 'Чувашская республика' (8 класс)
План открытого урока по чувашскому языку 'Чувашская республика' (8 класс)
Предмет(ы):
Родной язык
Цель урока:
Урок тěллевěсем: • Чăваш Республики çинчен вěреннине çирěплетсе хăварасси; • Пайăр ятсене тěрěс калама, çырма вěрентесси; • Тăван республикăна юратма,хисеплеме,унпа мухтанма хавхалантарасси; • Ваттисен сăмахěсемне ăнланма, калаçура усă курма хăнăхтарасси;
Тип урока:
Урок изучения и первичного закрепления новых знаний
Учащихся в классе (аудитории):
14
Используемые учебники и учебные пособия:
Учебник - Чăваш сăмахĕ: Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке/ В.И. Игнатьева, Н.Н.Чернова. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2002.
Дополнительная литература:
З.С.Антонова,Н.Н.Чернова.Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентес меслет кăтартăвĕсем.4 класс. Шупашкар,-1994cул.
Используемая методическая литература:
Дополнительная литература:
З.С.Антонова,Н.Н.Чернова.Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентес меслет кăтартăвĕсем.4 класс. Шупашкар,-1994cул.
Используемое оборудование:
Экран, проектор, компьютер, колонки.
Используемые ЦОР:
Чăваш Республики çинчен видиосюжет,Абрамова В.Г. «Картинный словарь чувашского языка»
Краткое описание:
- Урокра малтан Чăваш Республики çинчен калаçăпăр, «Чăваш Республики» видиосюжет пăхăпăр. Видиосюжет тексчĕпе ĕçлĕпĕр, Чăваш Республики карттине пăхса тухăпăр, хуласемпе, юхан-шыв ячĕсене контурлă картта çинче паллă тăвăпăр, пайăр ятсене çырура мĕнле çырмаллине аса илĕпĕр, чăваш телерадиорадиовещани студине çитсе курăпăр, унта Чăваш Республики видеосюжет диктор ĕçне астивсе пăхăпăр. Каярах Атăл çинчен калакан ваттисен сăмахěсене пăхса тухăпăр, тест ирттерĕпĕр. Урок вěçěнче эпир кроссворд тата буклет хатĕрлĕпĕр. Халě вара ěçе пуçăнăпăр.
Урок юхăмě.
Ι Сывлăх сунасси.
-Ырă кун пултăр, ачасем!
-Ырă кун пултăр, Алена Витальевна!
ΙΙ Хăнасемпе паллаштарси, хăнасене сывлăх сунасси.
-Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Хăнасене те сывлăх сунар.
-Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем!
-Ларăр.
-Ларатпăр.
Алăсене парта çине хуратпăр.
-Хуратпăр.
ΙΙΙ.Сасă зарядки:
Ачасем: Шăнкăрав сас пачě
Урока чěнсе.
Пěтěм класс шăпланчě
Парта хушшинче.
ΙY. Сасă зарядки:
-Ачасем, паян мěнле число?
-Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ
-Эрнен хăш кунě?
-Паян юн кун.
-Урамра çанталăкăн хăш вăхăчě?
-Урамра çуркунне.
-Паян çанталăк ăшă-и?
-Паян çанталăк ăшă.
-Урамра çумăр çăвать-и?
-Урамра çумăр çăмасть.
-Кайăксем кăнтăр енчен вĕçсе килнĕ-и?
-Кайăксем кăнтăр енчен вĕçсе килнĕ.
- Тÿпе мĕнле?
-Тÿпе таса, хěвел пăхать.
Y. Урок теми, тěллевě, юхăмěпе паллаштарасси
- Урок теми: «Чăваш çĕр-шывĕ».
- Урокра малтан Чăваш Республики çинчен калаçăпăр, «Чăваш Республики» видиосюжет пăхăпăр. Видиосюжет тексчĕпе ĕçлĕпĕр, Чăваш Республики карттине пăхса тухăпăр, хуласемпе, юхан-шыв ячĕсене контурлă картта çинче паллă тăвăпăр, пайăр ятсене çырура мĕнле çырмаллине аса илĕпĕр, чăваш телерадиорадиовещани студине çитсе курăпăр, унта Чăваш Республики видеосюжет диктор ĕçне астивсе пăхăпăр. Каярах Атăл çинчен калакан ваттисен сăмахěсене пăхса тухăпăр, тест ирттерĕпĕр. Урок вěçěнче эпир кроссворд тата буклет хатĕрлĕпĕр. Халě вара ěçе пуçăнăпăр.
VI. Чăваш Республики çинчен калаçу иртересси.
- Ачасем калăр-ха, эпир мěнле Республикăра пурăнатпăр?
Ачасем: Чăваш Республики.
- Чăваш Республики вăл пирěн тăван çěр-шыв. Мěн-ха вăл пирěншěн тăван çěр-шыв?
Ачасем: Эпир çуралнă вырăн, çурт, çěр, шыв, вăрман, уй-хир, атте-анне, асанне-асатте, шкул, учитель...
- Тěрěс, эпир кунта çуралнă, кунта вěренетпěр, кунта пирěн атте-анне ěçлет, кунта пирěн çемье. Халě сирěнпе эпир «Чăваш Республики» видиосюжет пăхăпăр.
YII. Видиосюжет пăхни, видиосюжет тексчĕпе ĕçлени.
- Халě сирěн умăрта видиосюжет тексчĕ, анчах та унта хăш-пěр сăмахсем сиксе юлнă, сирěн çав кирлě сăмахсене тěрěс лартса вуламалла, сире текст айěнчи çăра уççи пулăшě.
(текста вулани)
Эпир чăвашсем. ……… Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн республика ……. Федерацийĕнче вырнаçнă. Тăван республикăн хăйĕн гербě, ялавĕ, …… пур. Чăваш Республики илемлĕ, пысăках мар …….. Унăн территорийĕнче юхан-шывсем, вăрмансем, кÿлĕсем, пĕвесем вырнаçнă. Вăрмансенче тĕрлĕ ……, тĕрлĕ ……, тĕрлĕ ……, тĕрлĕ ……. ÿсет. Тĕрлĕ ……, тĕрлĕ ……. пурăнать. Чăваш халăхĕ ĕçчен халăх. Вăл тĕрлĕ ……… ÿстерет. Чăвашсем юрлама-ташлама юратаççĕ.
Чăваш Республикин тĕп хули - ……….. ятлă. Вăл ……. хĕрринче вырнаçнă. Хулана чиркÿсем, çÿллĕ çуртсем, ……., ………., клумбăсем илем кÿреççĕ. Шупашкарти чи илемлĕ вырăн - ……. . Кунта кашни çул ……… ……….. паллă тăваççĕ. Çулла çынсем заливра …….. ярăнаççĕ, уçăлса çÿреççĕ. Кунта акăшсене, кăвакалсене курма пулать. Шупашар промышленность ………. . Кунта тĕрлĕ …….., тĕрлĕ ……… пур.
Çăра уççи: йывăç, кăмпа, çырла, чечек, Шупашкар, залив, Атăл, Республика Кунне, фонтансем, парксем, центрĕ, Чăваш, Раççей, çĕр-шыв, чĕр-чун, кайăк, гимнĕ, катамаранпа, завод, фабрика, пахча-çимĕç.
Видиороликри тĕрлĕ çырла-кăмпа ячĕсене аса илсе тухăпăр. (Енчен те ачасем çырла-кăмпа ячĕсене манса кайнă пулсан В. Г Абрамовăн ÿкерчĕклĕ словарĕпе ĕçлемелле).
- Халĕ ачасем эпир теле-радио студине кайăпăр, диктор рольне выльăпăр. Видеосюжета сассăр пăхăпăр, диктор вырăнне ачасем каласа экскурси ирттерĕç. ( 2-3 ача видиосюжета каласа парать).
YIIi. Кану вăхăчě.
-Халě эпир ачасем канса илěпěр.
Эпě лěпěш,
Эсě лěпěш.
Эпě пěчěк,
Эсě пěчěк.
Эпě вěçетěп,
Эсě вěçетěн.
Эпě вылятăп,
Эсě вылятăн.
Эпě ларатăп,
Эсě ларатăн.
IX. Чăваш Республикин карттипе ĕçлени.
-Сирĕн умăрта Чăваш Республикин картти тата унти хуласемпе юханшывсен ячĕсем. Халě вěсене чăвашла тата вырăсла вуласа тухăпăр.
Города-хуласем
Шупашкар - Чебоксары
Çĕмĕрле - Шумерля
Çĕнĕ Шупашкар- Новочебоксарск
Етĕрне - Ядрин
Çĕрпÿ- Цивильск
Сĕнтĕрвăрри- Марпосад
Куславкка -Козловка
Канаш-Канаш
Улатăр-Алатырь
Юхан-шывсем - реки
Атăл -Волга
Сăр - Сура
Çавал - Цивиль
Аслă Пăла- Большая Була
Кĕтне - Кубня
Кĕçĕн Пăла- Малая Була
Энĕш- Аниш
Сурăм - Сорма
(Ачасем черетпе пěрер йěрке вуласа тухаççě).
-Халě эпě хула ячěсене чăвашла каласа пыратăп, эсир вěсене хăвăр картта çинче хěрлě çавракапа паллă туса пыратăр. Халě юхан-шывсене кăвак тěспе паллă тăвăпăр, чăвашла çырса хурăпăр. Ачасем, юхан-шывсемпе, хуласен ячěсене çырура мěнле çырмалла?
Ачасем: Пысăк сас паллирен.
- Тěрěс, хула, юхан-шыв ячěсене тата Чăваш Республика сăмах майлашăвне пысăк сас паллирен çыратпăр.
Унтан пěр ача картта тăрăх хула ячěсене, тепěр ача юхан-шыв ячěсене кăтартса тухать.
- Халě карттăна çурмалла хуçлататпăр (А4, альбомный лист), хыçал енне сулахай алла хурса йěрлесе илетпěр, ал тупанě çине чăваш çěр-шывě тесе çыратпăр, пÿрнесем çине чăваш çěр-шывне сăнлакан 5 сăмах çыратпăр. (юратнă, пуян, илемлě, тăван, тěреклě, хисеплě…).
- Пирěн ваттисен сăмахěсене, тупмалли юмахсене çырмалли ятарлă тетрадь пур, çав тетрачěн юлашки страници çумне çыпăçтарса хуратпăр, юлнă пушă страница çине килте Чăваш Республикипе çыхăннă пěр-пěр ÿкерчěк çыпăçтарса хуратпăр.
X. Ваттисен сăмахěсемпе ěçлени.
-Чăваш Республикин чи пысăк юхан-шывě вăл …?
Ачасем: Атăл.
- Тěрěс. Халě эпě сире Атăл пирки калакан ваттисен сăмахěсемпе паллаштарăп. (Ачасем вулаççě,вěсен пěлтерěшне учительпе пěрле ăнлантараççě, ятарлă тетрадь çине çырса хураççě).
-Халě эпě эсир ваттисен сăмахěсене мěнле астуса юлнине ятарлă электронлă тестпа тěрěслěп.
XI. Урока пěтěмлетни.
Кроссвордпа ěçлени.
«Чăваш Республики» кроссворд
1.Чăваш Республикин тěп хули.
2. Шупашкар çумěнчи хула.
3. Çавал тăрăхěнчи хула.
4. Сăр тăрăхěнчи хула.
5. Энěш çывăхěнчи хула.
6. Республикăн чи пысăк юхан-шывě.
7. Çěрпÿ тăрăхěнчи юхан-шыв.
8. Чăвашла та вырăсла та пěр ят.
9. Атăла юхса кěрекен юхан-шыв.
10. Пěчěк Çавала юхса кěрекен юхан-шыв.
10 (аялалла). Чикěри юхан-шыв.
2
3
4
1
5
6
9
7
8
10
-Пирěн урок вěçленсе пырать, эпир урокра мěн усă курнине буклет çине вырнаçтарăпăр.
Буклета ачасене тата курма килнě хăнасене валеçсе тухатпăр.
XII. Киле ěç.
Çитес урока тăван республика çинчен ÿкерчěксем ÿкерсе килмелле, кěскен каласа пама хатěрленмелле. Киле ěçе невниксем çине çырса хуратпăр. Пурте ура çине тăрăр.
Ачасем: тăратпăр.
Сывă пулăр, ачасем!
-Сывă пулăр, Алена Витальевна