- Учителю
- Задания для школьной олимпиады по родному (чувашскому) языку и литературе в 7 классе
Задания для школьной олимпиады по родному (чувашскому) языку и литературе в 7 классе
7класра чăваш чĕлхипе тата литературипе шкул шайĕнче ирттермелли олимпиада ыйтăвĕсем Хатĕрлекенĕ- Н.К.Кудряшова (Тинюкова)
Ыйтусем:
-
Япала ячĕсене камăнлăх формин 3-мĕш сăпатĕнче, пĕрреллĕ хисепре çырăр:
Марье, туя, шухă, повесть, хăю, пăру, лăпкă, пуртă.
-
Фразеологизмсен синонимĕсене тупăр:
а) чĕлхÿне çырт - … ;ă) сăмсуна ус - … ; б)юмах яр - …; в) пуçа каçăрт - … ; г) яка пыр - … .
3. Морфологи тишкерĕвĕнчи йăнăша тупăр.
Нарспийĕм - япала ячĕ, сăмах тĕпĕ - Нарспи, палăрту форминче, 2 сăпатра,сăпачĕ нумайлă хисепре, камăнлăх падежĕнче, япала ячĕ пĕрреллĕ хисепре.
4. Кирлĕ çĕрте точкăсем вырăнне ь палли лартса çыр:
кал…ча, имен…чĕк, , медал…шĕн, писател…сен, роял…пе, выл…ăх, тул…чĕ, пыл…чăк, кукăл…лĕ, кĕмĕл…лĕ, тетрад…рен.
5. Чăваш чĕлхинче миçе пуплев пайĕ? Вĕсене ушкăнласа çыр.
6. К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэмăри сăнарсене суйласа çырса ил:
Нарспи, Михетер,Тăхтаман, Сентиер, Сентти, Чĕкеç, шăпăрçă, тимĕрçĕ, пулăçă, юмăç, карчăк, пуса каччи, евчĕ.
7. Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтер:
а) Паян тумалли ĕçе …; ă) Ватă çын …; б) Ĕçсĕр лариччен …; в) Çын аллинчи кукăль …; г) Кая юлсан …
8.Мĕнле юрăсене литература юррисем теççĕ?
9.Мăшăрĕсене тĕрĕс тупса çыр:
Константин Иванов- «Хурçă шанчăк»;
Юрий Скворцов-«Тимĕр тылă»;
Çеçпĕл Мишши- «Ултăк»;
Ева Лисина -«Кукамай»;
Трубина Марфи- «Çăкăр чĕлли»;
Лидия Сарине- «Аппапа пĕрле»;
Валентина Элпи -«Хăнаран».
10.Аллитераци тата асссонанс терминсене ăнлантар, тĕслĕхсемпе çирĕплет.
Хуравсем
1.Марйи, туйи, повеçĕ, хăйăвĕ, пăрăвĕ, пуртти. (Пурĕ-5 балл)
2. а) чĕлхÿне çырт- шыв сып; ă) сăмсуна ус - кăмăлсăр пул, пуçна ус; б) юмах яр- халап çап ; в) пуçа каçăрт - хăвна мăнна хур; г) яка пыр- сăрлă пыр, йĕс пыр (Пурĕ-5 балл).
3. Нарспийĕм - япала ячĕ, сăмах тĕпĕ - Нарспи, палăрту камăнлăх форминче, 2 1сăпатра,сăпачĕ нумайлă пĕрреллĕ хисепре, камăнлăх тĕп падежра, япала ячĕ пĕрреллĕ хисепре.(Пурĕ-5 балл)
4. калча, именчĕк, , медальшĕн, писательсен, рояльпе, выльăх, тулчĕ, пылчăк, кукăльлĕ, кĕмĕллĕ, тетрадьрен. (Пурĕ-5 балл)
5.Чăваш чĕлхинче пурĕ 11 пуплев пайĕ.
хăй пĕлтерĕшлисем: (3б) пулăшу пĕлтерĕшлисем: (2 б)
1).япала ячĕ 8).союз
2).паллă ячĕ 9).татăк
3).хисеп ячĕ 10).хыç сăмах
4).местоимени
5).глагол 11).междомети - нихăш ушкăна та кĕмест(1 б)
6).наречи
7).евĕрлев сăмахĕ ( Пурĕ - 6 балл)
6. Нарспи, Михетер,Тăхтаман, Сентти, шăпăрçă, пулăçă, юмăç, карчăк, пуса каччисем, евчĕ.( Пурĕ-5 балл)
7. а) Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. ă) Ватă çын- тăватă çын. б) Ĕçсĕр лариччен кĕрĕк арки йăвала. в) Çын аллинчи кукăль пысăк курăнать. г) Кая юлсан каю шăтать.( Пурĕ-5 балл)
8.Поэтсен е хăйсен сăввисем тăрăх композиторсем кĕвĕленĕ юрăсене литература юррисем теççĕ. (Пурĕ-2 балл)
9. Константин Иванов-«Тимĕр тылă»; Юрий Скворцов-«Ултăк»; Çеçпĕл Мишши-«Хурçă шанчăк»; Ева Лисина-«Çăкăр чĕлли»; Трубина Марфи-«Хăнаран»; Лидия Сарине- «Кукамай»; Валентина Элпи -«Аппапа пĕрле».(Пурĕ-7балл)
10. Аллитераци- Сăвăра пĕр йышши хупă сасăсем янăрани; пĕр хупă сассах темиçе хут калани. Хĕвел ансан Хĕветĕр…Ассонанс- Сăвăра пĕр йышши уçă сасăсем янăрани; пĕр уçă сассах темиçе хут калани. (Ачаш ача пек Атăл…Пурĕ-5 балл)