7


  • Учителю
  • План-конспект урока по чувашскому языку на тему: 'Уроксем хыççăн' (3 класс)

План-конспект урока по чувашскому языку на тему: 'Уроксем хыççăн' (3 класс)

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

3 класс

Тема урока: Уроксем хыççăн.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕренмелли урок.

Хутăш урок.

Урок тĕллевĕ: Пĕр хут пулса иртнĕ вăхăтăн пурлă формипе, пĕлтерĕшĕпе тата аффиксĕсемпе паллашни; ку формăри глаголсене ыйтусем пама, хуравлама хăнăхтарни; урок темипе ачасен калаçăвне аталантарни; вулав, куçару, çыру хăнăхăвĕсене çирĕплетни;

ачасен тавракурăмне анлăлатни.

Урок юхăмĕ:

  1. Ачасен вĕренес кăмăлне çĕклени.

1, 2, 3,

Алăсене çĕклĕр.

4, 5, 6 ,

Алăсене сарăр.

7, 8,

Алăсене ярăр.

9, 10

Шăппăн ларăр.

  1. Килти ĕçе тĕрĕслени.

1. Кашни ачаран уроксем хыççăн ăçта кайнине ыйтни.

2. Икĕ ача диалог формипе калаçни.

- Уроксем хыççăн эсĕ ăçта каятăн?

- Эсĕ унта эрнере миçе кун каятăн? Хăш кунсенче?

- Секцире, студире, кружокра эсĕ мĕн- мĕн тăватăн?

- Ертсе пыракан кам?

- Конкурссене, ăмăртусене хутшăнатăн-и?

- Сана унта килĕшет-и?

3. Монолог формипе 2 ача хăйсем ăçта çÿрени çинчен каласа пани.

4. «Библиотекăра» вăййа рольсемпе выляни. «Библиотекăра» вăйă. Вĕрентекенсене хаçат-журналпа, илемлĕ литературăпа паллаштарни, библиотекăна çÿрес кăмăла вăйлатни. Чи лайăх вулакан тата кĕнекесене тирпейлĕ тытакан пĕр-пĕр ачана библиотекарь тăватпăр. Ачасем пĕрерĕн е ушкăнпа библиотекăна пыраççĕ. Вĕсен хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртет.

- Сывлăх сунатăп, Алевтина Михайловна!

- Ырă кун пултăр, Полина.

- Мана «Тетте» журнал парăр, тархасшăн.

- Ил, тархасшăн.

- Тавтапуç, сывă пулăр.

- Чипер кай, татах кил

III. Çĕнĕ тема. Уроксем хыççăн.

1. Шкулти тĕрлĕ секцисемпе кружоксен, пĕрлешÿсен ĕçĕсене кăтартакан фотосене пăхни.

- Кунта кăтартнă хăш кружока çÿретĕр?

- Эсир унта мĕн тăватăр?

2. Паян эпир урокра грамматика ыйтăвĕ çинче чарăнăпăр.

Чи малтан таблицăсем çине пăхăр.

а).1таблицăра глаголсен хальхи вăхăтри сăпатланăвне кăтартнă.

ă). 90 стр. 2 ĕçе вуласа çирĕплетни.

в). 2 таблицăра пĕр хут пулса иртнĕ глагол вăхăтне кăтартнă.

г). кил, кан глаголсене тĕслĕх çине пăхса сăпатлани.

д). Апла пулсан, глаголсем Р, Л. Н сас паллипе вĕçленсен пĕр хут пулнă вăхăтра Т аффикс хушăнать, 3 сăпатра Ч хушăнать.

- Анчах пур глагол та виçĕ сас паллипе вĕçленмест. Ытти сас паллипе вĕçленсен мĕн хушмаллине пĕлес тесен 94 стр. 2 ĕçе вулăпăр.

е). 94 стр. 1 ĕçе ăсра туни.

- Хăнăхтарура глаголсене хăш вăхăтра лартнă?

3. « Крокодил» вăйă.

а). Фразеологизмсен содержанине хусканусемпе туса кăтартни, мĕнле фразеологизмпа тÿрре килнине ăнкарни тата вĕсене чăвашла- вырăсла куçарни.

Фразеологизмсем:

алă пар - здороваться,

алă пус - расписывться,

алă сул - махнуть рукой,

ăс пух - набраться ума,

çутта тух - просвещаться

пуç тай - кланяться,

чĕлхене çырт - прикусить язык

тар юхтар - в поте лица работать,

ташша яр - пуститься в пляс,

çука юл - обеднеть,

хăнт та тумасть - и в ус (себе) не дует,

куçĕсм çиçеççĕ - глаза сияют от счастья

ă). Фразеологизмри глаголсене пĕр хут пулса иртнĕ вăхăтра лартни;

4. 95 стр. 3 ĕçе тăватпăр. Ыйтусене чăвашла- вырăсла тупни.

5. 95 стр. « Уроксем хыççăн» текстпа ĕçлени.

а). Ачасем хăйсем тĕллĕн вуласа ăнланни.

- Мĕнле ăнланман сăмахсем пур?

- Палăртнă глаголлă предложенисене вуласа куçарăр.

- Палăртнă глаголсен пуçламăш формине тупăр.

- 1 варианри ачасем 1пе 2 абзацсенчи. 2 вариантрисем 3 абзацран ытти глаголсене тупăр.

- Текста мĕнле ăнланнине 5 ĕçри ыйтусене хуравласа пĕлĕпĕр. Пĕри вулать, ыттисем хуравлаççĕ.

IV. Вĕреннине çирĕплетни .

1. Тепĕр хут пĕр хут пулнă глагола палăртмалли аффикссене аса илни.

2.Ĕç тетрачĕпе ĕçлени.

V. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани.

1. Умею спрягать глаголы, оканчивающиеся наР, Л, Н, в пршедшем очевидном времени.

Р, Л, Н сас паллипе вĕçленекен глаголсене пĕр хут пулса иртнĕ вăхăтра сăпатлама пĕлетĕп.

2. Умею спрягать глаголы, оканчивающиеся на другие буквы, в пршедшем очевидном времени.

Ытти сас паллипе вĕçленекен глаголсене пĕрре иртнĕ вăхăтра сăпатлама пĕлетĕп.

3. Могу рассказать на чувашском языке о том, что я делаю после уроков, используя глаголы в прошедшем очевидном времени.

Урксем хыççăн мĕн туни çинчен пĕр хут пулса иртнĕ вăхăтри глагол формисемпе усă курса калама пĕлетĕп.



VI. Рефлекси.

  1. Урокра мана интереслĕ пулчĕ (На уроке мне было интересно)

  2. Урокра мана йывăр пулчĕ (На уроке мне было трудно)

  3. Урокра мана мĕн килĕшмерĕ? (Что мне не понравилось на уроке)

4. Урокра мана нимен те килĕшмерĕ (На уроке мне ничего не понравилось)

5. Урокра мана пурте килĕшрĕ (На уроке мне всё понравилось)

VII. Сывпуллашни.





 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал