7


  • Учителю
  • Контрольное задание по чувашской литературе 'Хветĕр Уяр. 'Таната'романри сăнарсем'.

Контрольное задание по чувашской литературе 'Хветĕр Уяр. 'Таната'романри сăнарсем'.

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Хветĕр Уяр «Таната» романĕ .

Сăнарсем. Тĕрĕслев ĕçĕ.

Пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем кĕртсе çырăр.

1.Пичĕ пĕчĕккĕ ун, çӳçĕ-сухалĕ тăрмаланчăк , куçĕсем пăшатан пек çивĕч. Вăл лутра, парка. Ялти пир кĕпе-йĕмпе, çара уран. Питне те çуман пулас вăл паян - çавăн евĕрлĕ курăнать. (Пĕр енчен, вăл ăна чееленсе çапла хăтланать, тепĕр енчен - никама юратманнипе; виççĕмĕшĕнчен çеç - кахалĕпе.)… …..пĕр вăхăтрах тапăнма та, каялла тарса кĕме те хатĕр - лару-тăру мĕнлине кура. Май килтĕр çех - йĕке хӳре пек çыртса усăнĕччĕ вăл, анчах кашнинчех çырттармаççĕ кунта, çăва патне, хăйсем çыртма пăхаççĕ. Тапăнтармаççĕ - такăнтараççĕ.

…чĕринче икĕ çын пурăннă. Пĕри çав тери мĕскĕн те чирлĕскер пулнă. Çынсемпе калаçнă чух тытăнчăклă та вăтанса калаçнă, канăçсăррăн пăхнă, сăмаха май çаптарса, алай туса часрах калаçăва пĕтерме тăрăшнă. Хăй ăшĕнчи тепĕр Ярилене курасран хăранă пек, вăл нихçан та çынна куçран пăхман.

____________________________________________________________________

2.Тепĕр ….. вара пачах урăхла пулнă. Вăл çĕрле пурăнма юрăтнă, вĕçсер ырă тĕлĕк курса çӳренĕ пек, яланах пуяс ĕмĕтле çӳренĕ. Вăл кăнтăрла такăннă пурнăç тункатисене те, чир-чĕрсене те ним вырăнне те хуман. Ку Ярили шур ут тымарĕ пек çирĕп, йăмра турачĕ пек чĕрĕ, шыв юхăмĕ пек тимлĕ те вăйлă пулнă. Ăна пуйса каяс ĕмĕтрен никам та пăрайман.

__________________________________________________________________________________

3.«Пит те лайăх, Ухтиван! Чип-чипер! Улпут пек! Ара, ……. те пурăнмасан кам пурăнтăр! Шик! шăхăрса çеç çӳретпĕр!» - терĕ.

Вăл лутра çын, типшĕм, куçĕсем шывланарах тăраççĕ. Утнă чухне такăнса ӳкесрен хăраса урисене çӳле çĕклесе пусса çӳрет.

……..пур япалана та тем пекех пысăклатса калаçма юратать. Çырма хĕррине шыва кĕме ансан вара вăл каçăхса кайсах ахлатнисем, айкашнисем пĕр çухрамран илтĕнеççĕ.

Мĕн пирки тата кам çинчен сăмах пырать?

4.«Ну, мĕн шут тытрăн, ачам?»

«Аттесĕр эпĕ ним калама та пĕлместĕп, мучи».

«Яриле килĕшнĕ-ха вăл».

«Вăл килĕшсен те эпĕ килĕшместĕп. Вăхăт ирттерни те ахаль».

«Мĕнле хĕрхенместĕн вара эсĕ ял халахне? Пăх-халĕ, пĕтĕм ял-йыш тархаслать сана. Ӳксе пуç çапманни çех юлчĕ ĕнтĕ».



 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал