7


  • Учителю
  • Технологическая карта урока 'Антонимы'

Технологическая карта урока 'Антонимы'

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Урокǎн технологи картти


Предмет, класс

5 класс

Тема (пай, блок, модуль)

Лексика

Урок теми

Синонимсем

Урок тĕсĕ

Çĕнĕ темǎна вĕрентмелли урок

Урок результачĕсем

Харкамлǎх результачĕсем

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем

Предметǎн пайрǎм результачĕсем

1) чĕлхе туйǎмне аталантарасси, сǎмах пуянлǎхне ÿстересси


2) çын ĕçне тĕрĕс хаклама хǎнǎхасси


  1. сǎмахсене тишкерме, вĕсен уйрǎмлǎхĕсене палǎртма вĕрентесси;


  1. харпǎр хǎй ĕçне тĕрĕс туса пыма хǎнǎхасси;

  1. предметсем хушшинчи çыхǎнǎва йĕркелесси.


  1. синонимсемпе калаçура,çырура тĕрĕс усǎ курма хǎнǎхтарасси;


  1. ачасене синонимсемпе паллаштарасси, предложенисенчи синонимсене тупма хǎнǎхтарасси

Мелсемпе меслетсем

вĕрентекен сǎмахĕ, илемлĕ вулав, ыйту- хурав, пуçватмǎшсен тупсǎмĕсене тупасси

Пуплеве аталантарас хǎнǎхусем

343-мĕш хǎнǎхтарури текст тǎрǎх сǎмах вĕççĕн каласа парасси

Литература (чĕлхе) теорийĕ

Синоним

Словарь ĕçĕ

Синоним,капмар,шукǎль

Урокра кирлĕ хатĕрсем

проектор, экран. Сергеев Л. И. Синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ, 2014 ç.


Курǎмлǎх хатĕрĕсем

«Синонимсем», «Сǎмах пĕлтерĕшĕсен синонимĕсемпе антонимĕсем» таблицǎсем

Урок эпиграфĕ

Вĕренни- çутǎ, вĕренменни -тĕттĕм

Урок юхǎмĕ


Урок тапхǎрĕсем

Вĕрентекен ĕçĕ

Ачасен ĕçĕ

Тĕллевĕ

Кǎтарту тата курǎмлǎх хатĕрĕсем

Вǎхǎчĕ

Урока йĕркелени

  1. Сывлǎх сунатǎп , ачасем! Айтǎр-ха ырǎ сунса кĕтсе илер хǎнасене. Вĕсем пирĕн пата аякри çĕр-шывранах килнĕ. Асамçǎсем. Пǎхǎр-ха : вĕсем пĕр пекрех, анчах та уйрǎмлǎхсем те пур. Çав уйрǎмлǎхсене тупар-ха. Пĕрин калпакĕ шурǎ тĕслĕ, теприн вара - хура. Пĕри - çÿллĕ, тепри- лутра. Пĕрремĕшĕ хаваслǎ, иккĕмĕшĕ -тунсǎхлǎ. Пĕрин сылтǎм аллинче карточǎсем, теприн вара -сулахай аллинче.

- Халь вара эсир мана калǎр-ха , мĕнле сǎмахсем пирĕн паянхи хǎнасене пĕр-пĕринчен уйǎрма пулǎшрĕç? ( Хире-хирĕç пĕлтерĕшлĕ сǎмахсем).

- Çапла, ку сǎмахсене антонимсем теççĕ. Эсир мĕнле шутлатǎр, хǎнасене мĕнле чĕнеççĕ? ( Антонимсем). Вĕсем пире урокра пулǎшаççĕ те ĕнтĕ.

Паянхи урок темине доска çине çырасси.


Ачасем çывлǎх сунаççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ.

Тетрадьсем çине темǎна çырса хураççĕ.


Урока лайǎх ирттерсе яма хǎтĕрлесси


«Икĕ Асамçǎ «ÿкерчĕк.

Маларах вĕреннине аса илни.

Урок тĕллевĕпе паллаштарать . Маларах вĕреннĕ темǎсене аса илесси. Ыйтусем:

  1. Лексика мĕн çинчен вĕрентет?

  2. Лексика пĕлтерĕшĕсене асǎнса тухǎр.

  3. Мĕн вǎл омоним?

  4. Мĕн вǎл синоним?


Ачасем ыйтусене хуравлаççĕ. Урокǎн эпиграфне çырса хураççĕ. Пурте пĕрле вулатпǎр. «Вĕренни -çутǎ, вĕренменни -тĕттĕм».


Вĕренекенсене итлеме, ыйтусене хуравлама ,йǎнǎшсене тупма хǎнǎхтарасси

Слайд çинче ыйтусем:

1.Кǎсǎклантарни

Доска çинче сǎмахсене вуласси.


-Мĕнле сǎмахсене çырнǎ -ши унта?

-Тĕрĕс,ачасем. Вĕсем пурте хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сǎмахсем.

156 страницǎри ÿкерчĕке пǎхса хире-хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сǎмахсене тупǎпǎр.

- Антонимсем çинчен мĕн пĕлесшĕн эсир? ( Антонимсене калаçура мĕнле усǎ курасси, вĕсене мĕнле тупасси, антонимсен словарĕ пур-и?)

Карточкǎсемпе ĕçлесси. Вĕсене парса илекенĕсем Асамçǎсем.

- Ачасем, карточкǎсем çинче тупмалли юмахсем. Вĕсен тупсǎмне тупар-ха.

1-мĕш ушкǎн.

Автанран лутра, лашаран çÿллĕ. (Пĕкĕ)

Тултан сакǎр кĕтеслĕ, шалтан тǎват кĕтеслĕ. ( Пÿрт)

2-мĕш ушкǎн.

Тǎлǎпĕ пÿртре, çанни тулта. ( Мǎрье)

Хĕлле хĕлĕпе ĕçлет, çулла хǎяккǎн выртать. (Çуна)

3-мĕш ушкǎн

Лашаран çÿллĕ, курǎкран лутра ( Йĕнерчĕк)

Шǎлĕ пур, çǎварĕ çук ( Пǎчкǎ)

4-мĕш ушкǎн

Ани шурǎ, вǎрлǎхĕ хура. ( Кĕнеке)

Шалта йĕпе, тулта хура. (Хуран)


- Мĕнле йывǎрлǎхсене тĕл пултǎр? Тен, пире асамçǎсем пулǎшĕç?

- Антонимсене эпир тата ǎçта тĕл пулатпǎр? Ăçта вĕсене усǎ кураççĕ? ( Тупмалли юмахсенче, юмахсенче, калавсенче, сǎвǎсенче…) Сирĕн ытларах пĕлес килет-и?

- Ачасем, сирĕн партǎсем çинче карточкǎсем. Вĕсенче çыравçǎсене тата хайлавĕсене çырса панǎ. Сирĕн вара антонимсем пулакан произведенисене суйласа илмелле.

1. Çеçпĕл Мишши. «Пурнǎçпа вилĕм»

2. Денис Гордеев. « Анаталла тǎвалла»

3. Çемен Элкер. «Хурапа шурǎ»

4. Александр Алка. «Хĕçпе çурла»

5. Александр Угольников. «Шур тÿмеллĕ хура купǎс»

6. Хветĕр Уяр. « Виçĕ кун, виçĕ каç»

7. Георгий Краснов . «Çитетпĕр хĕрĕхе, иртетпĕр хĕрĕхрен»

8. Александр Алка « Хурама та хурǎн»

Халĕ сирĕнпе тĕпчев ирттерĕпĕр . Сǎмахǎн лексика пĕлтерĕшне мĕнле тупмалла?

Малтан «Сǎмах пĕлтерĕшĕсен синонимĕсемпе антонимĕсем» таблицǎпа ĕçлĕпĕр.


Сǎмах пĕлтерĕшĕсем

Синонимсем

Антонимсем

1.

Чĕрĕ çын

Сывǎ çын

Вилĕ çын

2.

Чĕрĕ хĕр

Çивчĕ,йǎрǎ хĕр

Сÿрĕк хĕр

3.

Чĕрĕ курǎк

Нÿрĕ (йĕпе) курǎк

Типĕ курǎк

4.

Чĕрĕ куç

Çивĕч (витĕр) куç

Вǎйсǎр (хавшак) куç

5.

Чĕрĕ шыв

Вĕретмен шыв

Вĕретнĕ шыв

6.

Чĕрĕ сывлǎш

Нÿрĕ сывлǎш

Типĕ (вĕри) сывлǎш

7.

Чĕрĕ тǎвар

Нÿрĕ тǎвар

Типĕ тǎвар

8.

Чĕрĕ пулǎ

Лайǎх пулǎ

Пǎсǎк (çĕрĕк) пулǎ


Панǎ сǎмахсен антонимĕсене тупǎр

С

И

В

Ĕ

К

И

В

Ĕ


Й

Ÿ

Ç

Ĕ

В

Ĕ

Т

Ĕ


Ачасем доска çинчи сǎмахсене тетрадьсем çине çырса хураççĕ.

Вĕренекенсем хуравлаççĕ.

Ачасем хире-хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сǎмахсене тупаççĕ.

Ачасем ушкǎнǎн -ушкǎнǎн ĕçлеççĕ, тупмалли юмахсен тупсǎмĕсене тупаççĕ.


Ачасем хуравлаççĕ.


Ачасем ушкǎнпа ĕçлеççĕ


Ачасем таблицǎна пǎхса сǎмахсен пĕлтерĕшĕсене аса илеççĕ

Вĕренекенсем кроссворд тупаççĕ

Тǎлǎп, йĕнерчĕк сǎмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕс ǎнланма пулǎшасси


Çĕнĕ пĕлÿ илнине тĕрĕслени

Пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси

Слайд çинче сǎмахсем:

Кĕр- тух

Пĕчĕк- пысǎк

Çамрǎк- ватǎ

Тус -тǎшман

Тǎлǎп, йĕнерчĕк ÿкерчĕк пǎхасси


«Сǎмах пĕлтерĕшĕсен синонимĕсемпе антонимĕсем» таблица

2.Ăнланса илни

Панǎ сǎмахсен синонимне тата антонимне тупǎпǎр. Пĕрремĕш юпана синонимсене, иккĕмĕш юпана антонимсене çырса тухǎпǎр


. Предложенисене вулǎр, паллǎ тунǎ антонимсене мĕн тĕллевпе усǎ курнине калǎр.

Кǎмǎллǎ арçын ача хĕр ачана алǎк уçса маларах кĕртсе ярать. Кǎнттам ача ыттисене тĕртсе ярса хǎй малтан кĕрсе каять.

Ăслǎ çын аслисем асǎрхаттарсан чĕнмест. Ухмах çын асǎрхаттарнине итлесе пĕтермест, çынна йывǎр сǎмахпа кÿрентерет.

Тĕпчев « Антонимсемпе илемлĕ литературǎра усǎ курни»

Эпир сирĕнпе халĕ К Ивановǎн «Нарспи» поэма çыпǎкĕпе паллашǎпǎр. Антонимсене тупса вĕсен пĕлтерĕшĕсене калǎр


Учебникри 386-мĕш хǎнǎхтарǎва тǎвасси

Ачасем, сирĕн валли асамçǎсем ĕçсем хатĕрлесе килнĕ. Вĕсем антонимсем çинчен йǎлтах пĕлеççĕ.

- Эпир хǎвǎрт каламаллисене юрататпǎр. Кам вĕсене пĕр такǎнмасǎр калама пултарать? Унти антонимсене тупǎр.

Курǎка курать курак,

Курǎк курака курмасть.


Çемен çимен пиçене,

Çемен çинĕ иçĕме.


_Халĕ вара даймонд çырǎпǎр. Вǎл çичĕ йĕркерен тǎрать:

  1. Япала ячĕ.

  2. Пĕрремĕш йĕркери япала ятне ǎнлантаракан икĕ паллǎ ячĕ.

  3. Пĕрремĕш йĕркери сǎмахпа çыхǎннǎ виçĕ ĕç-хĕл.

  4. Тǎватǎ сǎмахран тǎракан предложени, вĕсенчен иккĕшĕ 1-мĕш йĕркери япала ятне уçса параççĕ., иккĕшĕ -7-мĕш йĕркерине.

  5. Çиччĕмĕш йĕркери самахпа çыхǎннǎ виçĕ ĕç-хĕл

  6. Çиччĕмĕш йĕркери япала ятне ǎнлантаракан икĕ паллǎ ячĕ.

  7. Пĕрремĕш йĕркери япала ятне хирĕçлекен япала ячĕ.

1. Çуркунне.

2. Ешĕл, хаваслǎ.

3.Ешерет, çухатать, салатать.

4.Çуркунне - пултǎран, кĕркунне- шǎрттан.

5. Пуçтарать, тǎрантарать, пуйтарать.

6. Тунсǎхлǎ, ылтǎн.

7. Кĕркунне.


Физкультминутка ирттерни


Алсене вǎр-вар çĕклер-и?

Çÿлелле пуç тǎррине.

Шарт та шарт çупса илер-и?

Кам савмасть ал çупнине

Ачасем синонимсемпе антонимсене тупаççĕ

Ачасен хуравĕ:

(Кǎмǎллǎ ,кǎнттам; ǎслǎ,ухмах ) антонимсем


Ачасем антонимсене тупаççĕ


Ачасем хǎнǎхтарǎва çыраççĕ


Хǎвǎрт каламаллисене калаççĕ,антонимсене тупаççĕ


Ачасем даймонд çыраççĕ


Ачасем сǎмахсем каласа хусканусем тǎваççĕ

Вĕренекенсен шухǎшлавне аталантарасси


Йĕркеллĕ пулма вĕрентесси

Пĕлĕве тупма, унпа усǎ курма хǎнǎхтарасси

Ачасен ĕçĕсене тĕл пулакан йǎнǎшсене асǎрхасси


Ачасен хǎнǎхǎвĕсене тĕрĕслени


)

3. Рефлекси (пĕтĕмлетÿ)


Ачасем, паянхи урокра килĕштерсе ĕçленĕшĕн тавах, çавǎн пекех асамçǎ антонимсене те пулǎшу панǎшǎн. Эпĕ шансах тǎратǎп антонимсем çинчен эсир каласа пама пултарасса.

Урока ачасемпе пĕтĕмлетесси.

- Паян урокра мĕн вĕренсе çитрĕмĕр эпир? «Антонимсем» таблицǎпа усǎ курса пĕтĕмлетесси


Синонимсем


Пĕр пуплев пайне кĕрекен çывǎх пĕр тан ǎнлава пĕлтерекен,анчах пĕр-пĕринчен е пĕлтерĕш сĕмĕпе,е стиль тĕлĕшĕпе уйрǎлса тǎракан сǎмахсем


Япала ячĕ


Паллǎ ячĕ


Глагол


Наречи


Кÿршĕ-пускил

Аш яшки-аш шÿрпи- какай яшки

Çурт-кермен

Хĕр-пике

Нуша-терт-асап


Илемлĕ-чипер-капǎр-хÿхĕм-хитре-маттур

Тÿрĕ- яштака-йǎрǎс

Аслǎ- пысǎк- мǎнттай


Калаç-сǎмахла-юмахла- пупле-пакǎлтат-сÿпĕлтет

Çи-апатлан- чых-кÿп

Шǎвǎн-пǎчлан- вĕç

Хǎра-шиклен


Тÿрех-халех-çийĕнчех

Ÿлĕм-кайран

Ерипен-вǎрах-хуллен- майĕпен

Пуçватмǎш


Ы

Р

Ă


О

П

Ы

Т

Я

Л

А

Н

С

А

В

Ă

Н


Т

Ă

Р

у

К

Т

У

Х

Ă

Ç

Л

Ă


1. Сулахай енчи клеткǎсене сылтǎм енче кǎтартнǎ сǎмахсен синонимĕсене тупса çырǎр.



 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал