7


  • Учителю
  • Рабочая программа по чувашскому языку для 3 класса национальной школы

Рабочая программа по чувашскому языку для 3 класса национальной школы

Автор публикации:
Дата публикации:
Краткое описание:
предварительный просмотр материала

Ĕҫ программине ҫак документсене тĕпе хурса йěркеленě:

  1. Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чăван шкулĕн 1-4 класĕсем валли (М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева,О.И.Печников, А.Р.Кульева) - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013.

  2. Федеральный закон «Об образовании в Российской Федерации № 273-ФЗ от 29.12. 2012 года;

  3. Федеральный государственный образовательный стандарт начального общего образования

  4. Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего (полного) общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент. 2007 год.



Кěтекен результатсем

«Вěренĕвĕн Универсаллă Действийě» (ВУД) вулав

Ку термина пĕтĕмшле илсен вĕренÿ ăслай тесе ăнланмалла, урăхла каласан, ВУД вăл - субьект унăн социаллă опыта ăнланса тата хастаррăн ăса хывнă май хăй тěллěнех аталанма пултарни. Вěренекен харпăр хăй тěллěнех ҫěнě пěлÿ сене ăнăҫлă ăса хывма, ăслайсемпе компетентноҫсене калăплама (ҫав вăхăтра вěренÿ ăслайне те) пултарнин никěсěнче - универсаллă вěренÿ действийěсем. Ҫапла вара вěренÿ ăслайне ăса хывасси вěренекенěн вěренÿ ěҫ-хěлěн мěн-пур компоненчěсене туллин ăса хывмаллине пěлтерет. Ку компонентсем шутне ҫаксем кěреҫҫě: пěлÿ сем туянас (познавательные) тата вěренÿ мотивěсем, вěренÿ тěллевě, вěренÿ задачи, вěренÿ ěҫěсемпе (учебные действия) операцийěсем, ориентировка, материала урăхлатни (преобразование материала), тěрěслев тата хаклав. Вěренес ăслай - ачасем предметлă пěлÿ сене ăса хывассин, ăслайсемпе компетенцисене калăплассин тухăҫлăхне ÿ стермелли тěп факторсенчен пěри.

Вěренěвěн Универсаллă Действийěсен тěп функцийěсем: вěренекенěн харпăр хăй тěллěнех пěлÿ сем туянас, вěренÿ тěллевěсене лартас, тивěҫлě хатěрсем шыраса тупса вěсемпе усă курас, ěҫ-хěл юхăмěпе результачěсене тěрěслес тата пахалас майсене тупма пулăшасси;

харкамлăха килěшÿ ллěн аталантармалли условисем туса парасси; пěлÿ сене ăнăҫлăн ăса хывассин, ăслайсене, хăнăхусене тата компентноҫсене калăпласа ҫивěчлетессин тухăҫлăхне ÿ стересси;

Вěренÿ ěҫěсен универсаллăхě ҫакăнта курăнать. Вěсем предмет шайěнчен тухса метапредмет шайне хăпараҫҫě; харкамлăхăн пěтěмěшле культура, харкам, пěлÿ сем туянас тата тěллěнех аталанассине пěрлěхлěн тарăнлатма май параҫҫě; пěлÿ сем туянас юхăмăн пур шайěсене те пěр тěвве ҫыхăнтарма май параҫҫě; ача-пăчан вăл е ку ěҫ-хěлне йěркелессин тата асăрхассин никěсě пулса тăраҫҫě.

Вěренěвěн Универсаллă Действийěн ушкăнěсем

Пěтěмěшле вěрентěвěн тěп тěллевěсемпе килěшÿ ллěн ВУД 4 ушкăнне уйăрма пулать: харкамлă (личностный), регулятивлă (саморегулятивлă та), пěлÿ сем туянас (познавательный) тата хутшăнуллă (коммуникативлă).

Харкамлă ВУДсем

Вěренÿ ěҫ-хěлěпе ҫыхăнтарса, харкамлă ěҫсен виҫě тěсне уйăратпăр:

  1. Професси тěлěшěнчен харкам вырăнне шырани.

2. Пěлтерěшлěх (вěренÿ тěллевěпе сунăмě, е, урăхла каласан, вěренÿ результачěпе унăн кирлěлěхě хушшинчи ҫыхăнăва палăртни). Вěренекенěн хăйне ҫак ыйтăва памалла та ăна хуравлама пултармалла: «Мěн тума тата мěн тěллевпе вěренетěп эпě?»

3. Кăмăл-сипетлěх ориентацийě. Вěренсе ăса хывакан содержание харкамлăх тата социаллă опыта кура мораль тěлěшěнчен хаклани.

Регулятивлă ВУДсем

  1. Мěн пěлнине тата мěн пěлменнине шута илсе вěренÿ задачине палăртмалли тěллеве лартни.

  2. Ěҫсен йěркин планне туни; вěҫěнчи результата кура пайăр ěҫсен тěллевěсене палăртни.

  3. Прогноз туни. Урăхла каласан, результата тата туянакан пěлÿ сен шайне малтанах курса тăни.

  4. Ěҫ майне тата унăн результатне малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тěрěслени.

  5. Коррекци - результата вěренекен хăй, юлташěсем тата учитель хаклавне кура плана тата ěҫ майěпе йěркине улшăнусем кěртни.

  6. Хаклав - мěне вěреннине тата мěне вěренмеллине, вěреннин шайěпе пахалăхне вěренекен хăй палăртни; ěҫ результатне хаклани.

  7. Саморегуляци - йывăрлăхсене ҫěнтермелли майсене тупса палăртас пултарулăх.

Пěлÿ сем туянас ВУДсем

Кунта пěтěмěшле вěренÿ (1), паллăпа символ ěҫěсене (2)логика вěренÿ ěҫěсене(3) тата ыйтăва лартса ăна татса панине(4) кěртетпěр. Вěсене хăйсене ҫапларах вакласа яма пулать.

1. Пěтěмěшле вěренÿ универсаллă ěҫсем:

- пěлÿ сене туянас тěллеве харпăр хăй тěллěнех уйăрса палăртни;

- пуҫламăш шкулшăн шăл ҫемми ИКТ тата информацин ытти ҫăлкуҫěсемпе усă курса тивěҫлě информацие тупса уйăрни;

- пěлÿ сен тытăмне палăртни;

- сасăллă тата ҫыруллă пуплев ăслани;

- конкретлă условисенче задачăна шутламалли уйрăмах тухăҫлă мелсемпе майсене суйласа илни;

- ěҫ майěсемпе условийěсен рефлексийě, ěҫ юхăмěпе результачěсене тěрěслени тата хаклани;

- вулав тěллевне тата вулав тěсне суйласа илме ăнланса вулани; тěрлě жанрлă текстсене итлесе тивěҫлě информаци илни; тěп тата иккěмěшле информацие палăртни; илемлě, ăслăх, публицистика тата официаллă ěҫ стилěсемлě текстсене ирěклěнех ăнланса йышăнни; массăллă информаци хатěрěсен чěлхине ăнланса хак пани;

- проблемăна лартса калăплани, творчествăллă тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тěллěнех ěҫ алгоритмне туни.

2. Паллăпа символ ěҫěсем:

- калăпсем туни - обьекта туйăм форминчен калăпа (уҫлăхпа графика е паллăпа символ) куҫарни;

- пěтěмěшле законсене палăртас тěллевпе калăпа юсаса урăхлатни.

3. Логика вěренÿ ěҫěсем:

- анализ - обьекта тěп тата иккěмěшле паллисене кăтартас тěллевпе сÿ тсе пăрахни;

- синтез - пайсене пěр ҫěре пуҫтарни, ҫав шутра сиксе юлнă пайсене хушни те;

- обьектсене танлаштармалли, ушкăнламалли критерисемпе никěссене суйласа илни;

- ăнлав патне илсе ҫитерни, сăлтавпа тěллев ҫыхăнăвěсене кăтартни;

-рассужденисен логикăллă сăнчăрне йěркелени, ҫирěплетсе каланин тěрěслěхне сÿ тсе явни;

- доказательство;

- гипотезăсем кăларса тăратса вěсене сăлтавлани.

4. Ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани:

- ыйтăва лартни;

- творчествăллă тата шыравлă ыйтусене татса памалли майсене харкам тěллěн туни.

Хутшăнуллă ВУДсем

1.Учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса вěренессине планлани - кашни хутшăнаканăн тěллевěпе функцийěсене, хутшăну майěсене палăртни.

2.Ыйтусем лартни - информацие шырас тата пуҫтарас ěҫе хастар хутшăнса хăюллăнах ыйтусем лартни.

3.Конфликтсене татса пани - проблемăна асăрхани, конфликта тепěр майлă татса памалли майсене шырани тата пахалани, юрăхлă майпа усă курни.

4.Партнер хăтланчăкне (поведение) ертсе пыни - тěрěслени, тÿ рлетни, унăн ěҫěсене хаклани.

5.Харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну задачисемпе условийěсене кура туллин те тěрěс палăртни; монологла тата диалогла пуплев тунă чухне тăван чěлхен грамматика нормисемпе тěрěс усă курни.





Программăн тĕп пайĕ (3 класс - 102 сех)

Урок тематики:

1-2-мĕш класра вĕреннине аса илесси - 6 сех.

Сасă сас пали - 23 сех

Предложени - 25 сех

Сăмах -12 сех

Пуплев пайĕсем. Япала ячĕ - 9 сех

Глагол - 15 сех

Паллă ячĕ- 7 сех

3-мĕш класра вĕреннине аса илсе ҫирĕплетесси - 5 сех



Вĕрентӳн тĕп содержанийě.

Пуплевре пур енлěн аталантарнă май чăлхене ансат тишкерме, терминсемпе усă курма вěрентесси.

2 класра мĕн вĕрентнине шута илсе, вулав урокĕсемпе тачă ҫыхăнтарса ачасен ҫыхăнуллă калаҫас, тăнласа ăнкарас, вулас тата ҫырас мехелĕсене малалла аталантармалла. Вуламалли, тăнламалли, ҫыхăнуллă каласа памалли, калаҫăва хутшăнмалли, ҫырмалли хăнăхтарусем ҫине таянса вĕсемпе ҫыхăнуллăн чĕлхе тытăмĕн тĕрлĕ сийĕпе (фонетика, лексика, морфологи, синтаксис, стилистика) усă курма пĕлнине лайăхлатмалли хăнăхтарусем куллен йĕркелемелле. Вулаттарнă, пуплеве тăнлаттарнă, ҫыхăнуллă пуплев тутарнă, ҫыртарнă май вĕренекенсене чĕлхен тĕрлĕ енĕсене (аспекчĕсене) ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн кирлĕрех терминĕсемпе, янтă пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентмелле.

Ҫыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăҫри пĕлтерĕшĕ.

Текст. Ăна темăпа ҫыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн ҫинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиҫе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.

Ÿ керчĕксемпе ĕҫлесси. Ÿ керчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене ҫырасси.

Изложении ҫинчен ăнлантарасси.

Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă хыҫҫăн вĕрентÿ ҫĕ пулăшнипе 30-45 сăмахлă текст тăрăх изложени ҫырасси.

Ачасен пурнăҫĕпе ҫыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул ҫинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.

Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сыв пуллашу сăмахĕсем.

Ĕҫ хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне ҫыру ҫырасси.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уҫă тата хупă сасăсем. Хытă тата ҫемҫе сасăсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуҫланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаҫтарма хăнăхтарасси (пуҫламăш сас палли тăрăх).

Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япала ĕҫне пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япалан тата унăн ĕҫĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕҫле _пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿ ҫĕ). Ҫывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; ҫÿ рен, турă, хăла, ула, сарă-хăла (лаша ҫинчен); ă) ҫынна хаклакан сăмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕҫчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине ҫирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуемăй) тата кĕҫĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).

Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем тума тата ҫырма хăнăхтарасси. Вĕсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра, мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн?) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.

Пунктуаци. Предложени вĕҫне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уҫă сасăллă сыпăк е сăмах вĕҫĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыҫҫăн ҫемҫелĕх палли (ь) ҫырса палăртасси.

2) Уйăракан ҫемҫелĕх палли (ь) ҫырасси.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек сас паллипе палăртасси.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куҫарасси.

5)Ҫын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуҫласа ҫырасси.

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех ҫырасси.



Вẽренекенсем ҫак ǎслайсене хǎнǎхмалла:

45-50 сǎмахлǎ текста каллиграфи тẽлẽшẽнчен тẽрẽс те таса, саспаллисене сиктерсе хǎвармасǎр, пǎтраштармасǎр пǎхса ҫырма;

45-50 сǎмахлǎ текста итленипе (диктант) ҫырма;

сǎмаха сыпǎклама, пẽр йẽркерен тепẽр йẽркене тẽрẽс куҫарма;

ҫемҫе хупǎ сасǎсене ҫырура тẽрẽс палǎртма, вǎрǎм хупǎ сасǎллǎ сǎмахсене (программǎра кǎтартнисене) тẽрẽс ҫырма;

ҫын ячẽпе хушаматне, ашшẽ ятне, выльǎхсемпе чẽр чунсен уйрǎм ячẽсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячẽсене пысǎк саспаллипе пуҫласа ҫырма;

сǎмахсен сасǎ тытǎмне тишкерме (вẽсене сыпǎклама, уҫǎ тата хупǎ сасǎсене, сасǎсемпе саспаллисен йẽркине тата хисепне палǎртма);

япалана, унǎн ẽҫне, паллине пẽлтерекен сǎмахсене ыйту лартса тупма;

предложенин тẽп членẽсене - подлежащипе сказуемǎя - тупма;

ыйтусем тăрăх ансат предложени членẽсем хушшинчи ҫыхǎнǎва палǎртма;

предложение пысǎк саспаллирен пуҫласа ҫырма, ун вẽҫне, интонацие кура, пǎнчǎ, ыйту е кǎшкǎру палли лартма;

50-55 сǎмахлǎ текст тǎрǎх ыйтусене хурвласа изложени ҫырма; пẽрлехи шухǎшлǎ 2-3 предложени тума, вẽсене ҫырма.

Предметăн пайрăм результачěсем:

- тăван чěлхери тěп сасăсене, хытă тата ҫемҫе сасăсене сăмахра паллама, ҫырура палăртма пěлни;

- сас паллисене, вěсен ҫыхăнěвěсене, сăмахсене, предложенисене тěрěс евěрлесе ҫырса илме, тěрěслеме вěренни;

- уйрăм сăмахсене, 3-4 сăмахран тăракан, тытăмěпе ансат предложенисене илтнě тăрăх ҫырма пултарни;

- чěлхе пěлěвěн ăнлавěсемпе терминěсене уҫăмлани.

Харкам результатсем:

- ачасем Тăван ҫěршыв, тăван халăх, тăван чěлхе ăнлавсене ăша хывни: хăйсем хăш халăх ывăл-хěрě пулнине ăнланни, вěсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуҫлани:

- ачасем таврари пурнăҫ, этем, ҫут ҫанталăк ҫинчен мěн пěлнине анлăлатни, тавракурăм йěркеленсе пыни:

- харпăр хăйěн тата тантăшěсен ěҫě-хěлне сăнас-хаклас ăслай-хăнăхусене алла илсе пыни.

Пур предметсене вěрентнě май кěтекен результатсем:

- ачасен шухăшлавě пур енлěн аталанса, вěсем тишкерÿ , пěтěҫтерÿ , пěтěмлетÿ ěҫěсене вěренсе пыни:

- ачасен пуплевě пур енлěн аталанса, вěсем пуплев ěҫě-хěлěсене вěренсе пыни:

- кěнекепе ěҫлеме вěренсе пыни.

Хутла вěрентнě май ачасен универсалă вěренÿ ěҫěсене йěркелесси

Вěрентÿ ěҫěнче кашни предмет шалашěнчех тěп пахалăх тěллевěсене шута илсе ěҫлемелле. Хутла вěрентес ěҫре вěсем ҫаксем шутланаҫҫě.

- ачасен нумай пěлес-вěренес, харпăр хăй ěҫ-хěлне йěркелеме хăнăхас кăмăлне чěртсе ярасси, аталантарасси;

- вěсене хăйсен харкамлăхне ăнланма пулăшасси, таврари тěнчене хăйне евěр курма-йышăнма, харпăр хăй хăтланăшěсене хак пама, йывăрлăхсене ҫěнтерме вěрентсе пырасси, вěсен ăславлă мехелне аталантарасси;

- ачасене ҫынсем хушшинче ҫураҫуллă пурăнма, ыттисене пулăшма хавас пулма, пěтěм этемлěх пахалăхěсене ăнланса ăша хума пулăшасси;

- ачасене вěсем кашнийě хăйěн тăван ҫěршывěн пěчěк гражданинě пулнине ăша хума пулăшасси;

- вěренекенсене тавралăха, ҫут ҫанталăка, харпăр хăйне, сывлăхне упрама вěрентесси.

Йěркелÿ ěҫěсем ачасене вěрентÿ ěҫ-хěлне, унăн тапхăрěсене (ěҫ тěллевне уҫăмласси, планласси, ěҫе пурнăҫласси, результачěсене хакласси-пахаласси , тÿ рлетесси) уҫăмласа йěркелеме хăнăхтарассипе ҫыхăннă. Ку вăл питех те кăткăс ěҫ. Хутла вěрентнě май ҫак хăнăхусем майěпен йěркеленсе пыраҫҫě.

Универсаллă пěлÿ ěҫěсене йěркелессипе ҫыхăннă хăнăхтарусем вěрентÿ комплексěн кашни компонентěнчех тěп вырăнта. Ыттисен тата хăйсен пуплевне тимлесе ачасем чěлхен элеменчěсене асăрхама, вěсем пěр-пěринпе мěнле ҫыхăннине курма хăнăхаҫҫě. Пуплеври предложенисене, предложенири сăмахсене, сăмахри сасăсене уйăрни, каялла сасăсенчен сăмахсем, сăмахсенчен предложенисем, предложенисенчен текст калăпланă май вěсем тишкерÿ , пěтěҫтерÿ ěҫěсене вěренсе пыраҫҫě.

Предметăн пайрăм задачисем:

- ачасен пуплевне пур енлěн аталантарасси:

- ҫěнě терминсемпе паллаштарасси, вěсемпе усă курма хăнăхтарасси;

- тěрлě енлě тишкерÿ вěрентесси;

- капăшсене пěрлěхлě курма тата унăн пайěсене палăртма хăнăхтарасси;

- ачасен вěтě моторикине аталантарасси.

Харкам задачҫсем:

- ачасене шкул пурнăҫне, йěркесене, вěренекен яваплăхěсене ăнланма, ăша хывма, пурнăҫласа пыма пулăшасси;

- пěр-пěринпе, аслисемпе кăмăллăн хутшăнма вěрентсе пырасси;

- хутшăну тата пуплев этикетне малалла тăсасси;

- «ҫемье»: «йăх»: «ял-йыш» ăнлавсене уҫăмлама, ăса хума пулăшасси.

Пур предметсене те вěрентнě май пурнҫăламалли задачăсем:

- вěренÿ ěҫ-хěлěн уйрăмлăхне ăша хума, задачисене алла илсе, пурнăҫласа пыма пулăшасси;

- тантăшěсен тата харпăр хăй ěҫне сăнама, ҫитменлěхсемпе ăнăҫусене палăртма хăнăхтарса пырасси;

- пулăмсемпе япаласене, капăшсене тишкерме, танлаштарма, пěр пеклěхсемпе уйрăмлăхсене палăртма вěрентесси.





Тематика планĕУрокăн №

Урок теми

Уроксен шучĕ

Ачасен ĕçĕ-хĕлĕ

1

1-мĕш,2-мĕш классенче вĕреннине аса илесси. Текст.

1

Сюжетлă ÿкерчĕк тăрăх калаçу йĕркелеççĕ.

Текст çинчен вĕреннине аса илеççĕ.

2

Предложени.

1

Сăмахсенчен предложенисем йĕркелеççĕ, подлежащипе сказуемăй тупаççĕ.

3

Сăмах. Çырса илни. Туссем.

1

Текста тетераде çырса илеççĕ.

4-5

Сасăсемпе сас паллисем.

2

Сăмахра сасă тата сас паллисен шутне уйăраççĕ, сăмахсене сыпăксем çине уйăраççĕ, çемçе хупă сасса пĕлтерекен сас паллисене паллă тăваççĕ.

6

Ÿкерчĕк тăрăх калав йĕркелесе çырасси.

1

Ачасем вĕрентекен пулăшнипе йĕркеленĕ текста астуса юлни тăрăх çыраççĕ.

7-8

Сасă. Сас палли.

Вăрăм хупă сасăсене икĕ сас паллипе палăртасси.

2

Сăмахсене мĕнле çырнине сăнаççĕ, вăрăммăн илтĕнекен хупă сасăллă сăмахсене тупаççĕ, çыраççĕ, сыпăксем çине уйăраççĕ.

9

Диктант. Авăн уйăхĕ.

2

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

10-11

Ч сасă умĕнчи л, н хупă сасăсен çемçелĕхне ятарласа палăртманни.

2

Ч сасă умĕнчи хупă сасăсем мĕнле илтĕннине сăнаççĕ, сăмахсене çыраççĕ.



12

Изложени. Пиччĕшĕпе шăллĕ.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

13-14

Сăпайлăх сăмахĕсем.

2

Сывлăх сунмалли сăмахсене кĕртсе текст çыраççĕ.

15-16

Ç, ч сас паллисем хыççăн ы е и çырасси.

2

Чы, чи, çы, çи сыпăклă сăмахсене çыраççĕ, предложенисенчен текст йĕркелеççĕ, точкăсем вырăнне и е ы сас паллисене лартаççĕ.

17

Калав содержанине кĕскен çырасси.

1

Ачасем калав содержанине хăйсен сăмахĕсемпе çыраççĕ.

18-20

Вырăс чĕлхинчен çыру урлă йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисем çырасси.

3

Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене çыраççĕ, орфографи словарĕпе ĕçлеççĕ.

18

Телефонпа калаçасси.

1

Телефонпа калаçнине рольсемпе выляççĕ.

21

Изложени Çăкăр.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

23-26

Э, е, ю, я сас паллисемпе усă курма пĕлесси.

4

Э, е, ю, я сас паллиллĕ сăмахсене çыраççĕ, вĕсене хăçан çырнине палăртаççĕ.

27

Диктант. Туслăх.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

28-29

Библиотекăран илнĕ кĕнекесен списокне тăвасси.

1

Вуланă кĕнекесен списокне алфавит йĕркипе çыраççĕ.

30

Сочинени. Хура кĕркунне.

1

Пĕчĕк калав йĕркелеççĕ, тетраде çырса хураççĕ.

31

Предложени.

Предложени çинчен мĕн пĕлнине аса илесси.

1

Сăмахсенчен предложенсем, предложенисенчен текст йĕркелеççĕ.

32

Текст тата предложени.

1

Ÿкерчĕксене сăнаççĕ, предложенисем тата текст йĕркелесе çыраççĕ.

33

Калуллă предложенисем. Диктант. Çерçисем.

1

Текст вулаççĕ, калуллă предложенисене уйăраççĕ.

34

Ыйтуллă предложенисем.

1

Калуллă предложенисенчен ыйтуллă предложенисем йĕркелеççĕ.

35

Хистевлĕ предложенисем.

1

Текстра хистевлĕ предложенисене уйăраççĕ, çырса илеççĕ.

36

Изложени. Ватă тилĕ.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн ущкăнпа сŸтсе яваççĕ, астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

37

Кăшкăруллă предложенисем.

1



38-39

Предложенин тĕп членĕсем.

2

Предложенисем çыраççĕ, тĕп членсене туртаççĕ.

40-41

Предложенин кĕçĕн членĕсем.

2

Сăмахсенчен предложенисем йĕркелеççĕ, кĕçĕн членсене тупаççĕ.

42-43

Сăмах майлашăвĕ. Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ.

2

Панă сăмахсене кирлĕ пек улăштарса предложенисем йĕркелеççĕ, çырса хураççĕ.

44

Диктант. Кăмпа çумăрĕ.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

45-47

Ансăр тата анлă предложенисем.

3

Ансăр предложенисне тивĕçлĕ кĕçĕн членсем хушса анлăлатаççĕ, анлă предложенисенчен ансăр предложенисем тăваççĕ.

48

Пĕр-пĕр чĕр чуна сăнласа текст çырасси.

1

Ÿкерчĕкри чĕр чуна сăнласа текст çыраççĕ.

49-50

Предложени çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни.

2



51-53

Тăванлăх сăмахĕсем. Çырса илни. Ват асатте уявĕ.

3

Тăванлăх сăмахĕсемпе паллашаççĕ.

54

Сочинени. Манăн асатте (асанне).

1

Пĕчĕк калав йĕркелеççĕ, тетраде çырса хураççĕ.

55

Сăмах. Сăмах тытăмĕ. Тымар тата аффикссем.

1

Сăмахсене вулаççĕ, тымарĕсене, аффиксĕсене тупаççĕ.

56

Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффиссем.

1

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

57

Хăнана чĕнесси.

1

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

58

Çĕнĕ сăмахсем -çă(çĕ), -лăх(лĕх) аффикссем хушăнса пулни.

1

Сăмахсем çумне аффиксем хушса çĕнĕ сăмахсем тăваççĕ.

59

Çĕнĕ сăмахсем -у(ÿ), -лă(лĕ) аффикссем хушăнса пулни.

1

60

Изложени. Чаплă утарçă.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн ущкăнпа сŸтсе яваççĕ, астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

61

Пĕр тымартан пулнă сăмахсем.

1

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

62

Диктант. Кăмпара.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

63-65

Аффикслă сăмахсене çырасси.

3

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

66

Заметка çырасси.

1

Пăтранса кайнă предложенисенчен заметка йăркелеççĕ.

67-69

Пуплев пайĕсем. Япала ячĕ.

Япала ячĕн пĕлтерĕшĕ тата ыйтăвĕсем.

3

Ушкăнпа ĕçлеççĕ, кам? мĕн? ыйтури сăмахсене ушкăнлаççĕ, предложенисене кирлĕ сăмахсем вырнаçтарса çыраççĕ.

70-71

Япала ячĕсем хисеп тăрăх улшăнни.

2

Ÿкерчĕксемпе ĕçлеççĕ, сăмахсене нумайлă хисепе лартса çыраççĕ.

72

Изложени. Каюра.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн ущкăнпа сŸтсе яваççĕ, астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

73-74

Ш,с, ç сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене нумайлă хисепре тĕрĕс çырасси.

2

Панă сăмахсене нумайлă хисепе лартса çыраççĕ, предложенисенчен çыхăнуллă текст йĕркелеççĕ.

75

Диктант. Сивĕ Мучи.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

76

Глагол.Глагол пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем.

1

Хăнăхтарусене вулаççĕ, ĕçе пĕлтерекен сăмахсене тупаççĕ.

77

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем.

1

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсене тупаççĕ.

78

Зоопаркра. Калава вĕçлесси.

1

Ачасем вĕрентекен пулăшнипе пуçланă калава вĕçлеççĕ, çыраççĕ.

79

Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем.

1

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсене тупаççĕ.

80

Глагол улшăнăвĕ.

1

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, ĕçе пĕлтерекен сăмахсене 3 ушкăна уйăраççĕ.

81-82

Хальхи вăхăт.

2

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, хальхи вăхăтри глаголсене тупаççĕ, вĕсем çумне ыйтусем лартаççĕ.

83

Изложени. Алăсем.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн ущкăнпа сŸтсе яваççĕ, астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

84-86

Иртнĕ вăхăт.

3

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, иртнĕ вăхăтри глаголсене тупаççĕ, вĕсем çумне ыйтусем лартаççĕ.

87

Диктант. Ир тухакан кăмпасем.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

88-89

Пулас вăхăт.

2

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, пулас вăхăтри глаголсене тупаççĕ, вĕсем çумне ыйтусем лартаççĕ.

90

Ÿкерчĕк тăрăх калав туса çырасси.

1

Планпа усă курса калав йĕркелесе çыраççĕ.

91-92

Паллă ячĕ.Паллă ячĕн пĕлтерĕшĕ,ыйтăвĕсем. Паллă ячĕ улшăнни.

2

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

93

Паллă ячĕ япала ячĕпе тата глаголпа çыхăнни.

1

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, паллă ячĕсене тупаççĕ, вĕсем çумне ыйтусем лартаççĕ.

94

Çывăх пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем.

1

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, çывăх пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсене тупаççĕ.

95

Çулĕпе аслă çынсене хисеплесе чĕнесси.

1



96

Изложени.Çĕмĕрт.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итленĕ хыççăн ущкăнпа сŸтсе яваççĕ, астуса юлнине йĕркипе çыраççĕ.

97

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем.

1

Хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ, хирĕçле пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсене тупаççĕ.

98

Комплекслӑ тĕрĕслев ĕҫĕ

1



99

3 класра вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.

Сасăсемпе сас паллисем.

2

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

100

Тĕрĕслев диктанчĕ. Пысăк пуху.

1

Ачасем вĕрентекен вуласа панă текста итлесе пынă май çыраççĕ.

101

Сăмах тытăмĕ.

2

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.

102

Пуплев пайĕсем.

2

Кĕнекери хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ.







 
 
X

Чтобы скачать данный файл, порекомендуйте его своим друзьям в любой соц. сети.

После этого кнопка ЗАГРУЗКИ станет активной!

Кнопки рекомендации:

загрузить материал