- Учителю
- Конспект урока по чувашскому языку в 6 классе «Сухан – сиплĕ пахча çимĕç»
Конспект урока по чувашскому языку в 6 классе «Сухан – сиплĕ пахча çимĕç»
Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире 6-мĕш класра
«Сухан - сиплĕ пахча çимĕç»
темăпа ИКТ-па усă курса ирттернĕ уçă урокăн анлă планĕ
Урок тĕллевĕсем: 1. Ачасен пĕлĕвне пахча çимĕçсем çинчен анлăлатасси, суханăн сиплĕ енĕсемпе паллаштарасси.
2. Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.
4. Ачасене хăйсен сывлăхне упрама, усăллă апат-çимĕç хатĕрлесе çиме вĕрентесси.
Урокра усă курнă хатĕрĕсем: пахча çимĕç ÿкерчĕкĕсем, компьютер, урока валли темăпа хатĕрленĕ слайдсем, И.А.Андреев, Р.И.Гурьева «Чăваш чĕлхи» 6-мĕш класс учебникĕ.
Урок юхăмĕ.
I. Класа урока йĕркелени.
1. - Ачасем, сывлăх сунатăп. Пирĕн патра паян хăнасем пур, вĕсене те сывлăх сунар-ха. Чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр.
- Паян урокра кам дежурнăй?
- Паян урокра эпĕ дежурнăй.
- Класра кам çук?
- Класра пурте пур.
- Паян мĕнле число, мĕн кун?
2. Çанталăк çинчен калаçни:
- Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
- Паян мĕнле çанталăк?
- Паян хĕвел пăхать-и?
- Тÿпе мĕн тĕслĕ?
- Мĕнле çил вĕрет?
- Сире кĕркунне килĕшет-и?
3) Фонозарядка туса илесси:
Чи малтанах, ачасем, чĕлхене çемçетсе, вылятса илĕпĕр. Тепĕр майлӑ каласан, чĕлхе зарядки тӑвӑпӑр. Пурте харӑссӑн ман хыççӑн калатпӑр.
ӑ-ӑ-ӑ-кӑшман, йӑран, тутлӑ, усӑллӑ
ĕ-ĕ-ĕ- кишĕр, сиплĕ, ĕлĕк, вĕтĕ
ҫ-ҫ-ҫ-ҫарӑк, ҫĕр улми, ҫимĕҫ
ӱ-ӱ-ӱ-ӱсет, йӱçĕ, ӱслĕк
II Çĕнĕ темӑна ӑнлантарасси.
1. Эпĕ сире кроссвордри сăмахсене тупма сĕнетĕп. Сăмахсене тĕрĕс куçарсан эсир паянхи урок темине тупатăр. Анчах та пĕр клеткине хăвăрăн сас палли лартмалла пулать. Урок теми мĕнле -ши?
с
у
1
2 х
а
3
н
4
-
Капуста
-
Огурец
-
Репа
-
Свекла
Çаврака хӑй, çулçи симĕс
Кĕркунне сап-сарӑ пулать.
Кассан шур сĕт кӑларать,
Çисен - куççуль юхтарать.
Мĕн-ши вăл? Тĕрĕс - сухан.
Çапла вара, ачасем, урокра сухан çинчен аса илĕпĕр, хамăр тăрăхри суханпа тĕплĕнрех паллашăпăр, вăл паха та сиплĕ çимĕç пулни çинчен калаçăпăр.
2. Словарь ĕçĕ.
пуçлă сухан - репчатый лук
симĕс сухан - зеленый лук
вăрă суханĕ - семенной лук
шултра сухан - крупный лук
сухан йăранĕ - грядка
сухан хуппи - шелуха лука
сухан кукли - пирог из лука
вĕтĕ сухан - мелкий лук
сухан тути - вкус лука
-
Текстпа \ёлени.
а) Текста эпĕ вулама пуçлатӑп, эсир малалла вулӑр, çакӑн пек ыйту çине хуравлама хатĕрленĕр: «Сухан çинчен мĕн çĕнни пĕлтĕр?» (Текста учитель вулама пуçлать, ачасем черетпе вулаççĕ.)
ă) Текста çурма сасӑпа вулăр, ăнланма тăрăшăр.
б) Текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслетпĕр + е - лартăр: (слайд)
1) Пирĕн тăрăхра сухан ÿсмест.
2) Сухана яшкара, салатра усă кураççĕ.
3) Вӑрӑ суханне упрама çăмăл.
4) Кăнтăрта хĕрлĕ сухан ÿстереççĕ.
5) Пирĕн тăрăхра сарă хупăлли ытларах.
6) Суханăн çулçи çиме юрăхлă мар.
7) Симĕс суханпа окрошка хатĕрлеççĕ.
8) Асанне сухана хĕлле валли 7-8 банка хатĕрлет.
9) Сухан сывлăхшăн питĕ усăллă.
10) Сухан йÿççи куçа çиет, куççуль кăларать.
в) Ответсене тĕрĕслĕр:
-
-
-
+
-
-
-
-
-
+
-
-
-
+
-
-
-
+
-
+
г) Ачасем текст т=р=х п\р-п\рне ыйтусем пани (ретсемпе туп=шни).
- Сухан ăçта ÿсет?
- Сухана ăçта-ăçта усă кураççĕ?
- Пирĕн тăрăхра ытларах мĕнле сухан лартаççĕ?
- Юлашки вăхăтра ытларах мĕнле сухан ларта пуçларĕç?
- Кăнтăрта мĕнле сухан ÿстереççĕ?
- Суханăн мĕнле пайĕсем çиме юрăхлă?
- Суханран мĕн-мĕн хатĕрлеççĕ?
- Сухан сывлăхшăн усăллă-и?
- Суханра мĕн нумай?
д) Сухан «паспортне» туни. (ушкăнпа мĕçлесси)
д) Паспортпа усă курса сухан çинчен каласа памалла.
III. Темăна çирĕплетни.
Сухан сӑмахпа мĕнле глаголсем çыхӑнма пултараççĕ?
Çак глаголсемпе предложени тӑвӑр?
+УМЛА
КЁЛАР
СУХАН ТИП,Т
ТУРА
ЁШАЛА
IV. Урока пĕтĕмлетни.
- Ачасем, паян урокра мĕнле пахча çимĕç çинчен калаçрăмăр? Сухан çинчен эсир мĕн пĕлтĕр? Вăл мĕнле çимĕç?
Сухан
Панă сăмахсенчен тĕрĕс предложени йĕркеле.
1) Çăмарта, эпĕ, ăшаланă, килĕштеретĕп, суханпа.
2) йăмăк, хăймапа, сухана, юратать, çиме.
3) тăрать, пуçлă, пасарта, сухан, тенкĕ, вунă.
4) организмшăн, усăллă, сухан, çимĕç.
V. Киле ĕç парасси (Слайд № 12)
Сухан çинчен кĕскен каласси
Сухана альбом листи çине ӱкермелле е çыпăçтармалла. Хыçал енне унăн «паспортне» çырмалла. «Паспорт» тăрăх сухан çинчен каласа пама хатĕрленмелле.
2-мĕш хăнăхтарăва çырса пурнăçламалла.