- Учителю
- Конспект урока по культуре родного края 'Весенне-летние обряды древних чувашей'
Конспект урока по культуре родного края 'Весенне-летние обряды древних чувашей'
Урок теми: Çурхи-çуллахи йăла-йěрке.
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе (ЦОР) усă курса ирттернĕ урок
Урок тĕллевĕсем:
-
Хальхи ача-пăчана хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен пурнăçне ăнланса илме пулăшасси, халăх культурипе пурнăç уйрăлми çыхăнса тăнине кăтартасси.
-
Тăван халăх йăли-йĕркине чунтан парăнма вĕрентесси.
-
Хамăрăн несěлсен пурнăçне, йăли - йěркисене ăнланма тăрăшăпăр, халăх культурипе пурнăç уйрăлми çыхăнса тăнине курăпăр.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиапроектор, урок темипе хатĕрленĕ презентаци, валеçсе памалли карточкăсем, учебник, ĕç тетрачĕсем
УРОК ЙĔРКИ
1.КЛАСА УРОКА ЙĔРКЕЛЕССИ.
1) Сывлăх сунни, хампа паллаштарни.
2) Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни: 1 слайд
2.Иртнě темăна аса илни: 2-6 слайдсем.
.Пирěн несěлсем вăхăтěнче ěçлеме, вăхăтěнче савăнма, уявěсене, йăли-йěркисене ирттерме пултарнă. Иртнě урокра эсир çурхи-çуллахи йăла-йěркесем çинчен калаçн. Айтăр-ха аса илер иртнě урока:
2-6 слайдсем.
3.ÇĔНĔ ТЕМА ĂНЛАНТАРАССИ. Кěнекепе (189-193), ěç тетрачěпе ěçлесси (39-40).
1)7-10 слайд. «Акатуй» уявě пирки.
1) Çурхи - çуллахи уявсем татах та пулнă чăвашсен. «Акатуй» уявě. «Акатуй» сăмах икě пайран тăрать: ака (ака-суха, плуг) тата туй (уяв). Кěнеке тăрăх тупар-ха, хăçан ирттернě-ши ку уява?
Слайдсемпе ěçлесси: предложенисене кěнекесем çинче тупса вěçлесси, çав вăхăтрахх ěç тетрачěпе ěçлени.
Ку уява кашни диаспорарах ирттереççĕ. Видео.
РТ - №8, (9,10)
2) 11-12-мĕш слайд. «Çимěк»
Кěнеке тăрăх тупар-ха, хăçан ирттернě-ши ку уява?
Слайдсемпе ěçлесси: предложенисене кěнекесем çинче тупса вěçлесси, çав вăхăтрахх ěç тетрачěпе ěçлени.
РТ №11
3)13-мĕш слайд. «Уйчÿк»
Слайдсемпе ěçлесси: предложенисене кěнекесем çинче тупса вěçлесси, çав вăхăтрахх ěç тетрачěпе ěçлени.
Кашни çулах ирттернĕ. Çĕнĕ тыр-пула алла чипер илесчĕ тесе ирттернĕ, Турǎран пĕтĕм тĕнчене, çынсене, килти выльǎха ырлǎх пама ыйтнǎ.(с.21-22)
РТ- 12
4) 14-15 слайд. «Çумăр чÿк».
Слайдсемпе ěçлесси: предложенисене кěнекесем çинче тупса вěçлесси, çав вăхăтрахх ěç тетрачěпе ěçлени.
Хǎçан ирттернĕ?(Кĕнеке çинче тупаççĕ).Таллеров «Çăлтăр витěр çÿл курăнать» хайлавěнче.
Юрамасть: стр. 236
РТ (№13)
5) 16 слайд. «Çинçе»
Слайдсемпе ěçлесси: предложенисене кěнекесем çинче тупса вěçлесси, çав вăхăтрахх ěç тетрачěпе ěçлени.
Хǎçан ирттернĕ?(Кĕнеке çинче тупаççĕ).
РТ- №14, (15)
4.Кану саманчĕ (физкультминутка). Кĕвĕ «Акатуй».(Кĕвĕ май тĕрлĕ хусканусем тǎваççĕ)
Алсене, туссем, çěклер-и
Çÿлелле, пуç тăррине?
Шарт та шарт! Çупса илер-и-
Кам савмасть ал çупнине?
Халь ларар-и, ай тăрар-,
Ай ларар-и хăвăртрах?
Ай тăрар-и, ай ларар-и,
Ай тăрар-и харăсрах.
-
Çирěплетÿ. Ушкăнсене пайланса ěçлесси: вăйă «Интереслě ыйту».
1) -Акатуй вăхăтĕнче çамрăксем çăмартасемпе юмăç пǎхнǎ. Мěн пěлесшěн пулнă-ши вěсем?
(Çǎмарта çĕмĕрелмесен тыр-пул ǎнса пулать).
- Мĕншĕн авал акатуйра пуçлǎхсене суйланǎ е çамрǎкраххипе улǎштарнǎ. (çамрǎксем çĕнтернĕ, пуçлǎх çамрǎк пулмалла пулнǎ)
2) -Çумǎр чўк вǎхǎтĕнче патаксенчен çерçисем кǎкарнǎ. Мĕншĕн?
(Çынсем мĕн ыйтса каланине турǎсем патне çитерме - вĕçтерсе янǎ)
-
3) Мĕншĕн çимĕк вǎхǎтĕнче юрланǎ, ташланǎ, савǎнма тǎрǎшнǎ? (Çынсем вилнĕ таванĕсене савǎнǎç кўме тǎрǎшнǎ)
- Мĕншĕн вǎрмантан илсе килнĕ туратсене хапхасем, чўречесем çине тирсе хунǎ?
4)Çинçе вǎхǎтĕнче мĕншĕн ĕçлеме, чечек, курǎк татма е йывǎç çине улǎхма юраман?
(Çанталǎк типĕ тǎма, çил- тǎвǎл тухма е ытти инкексем пулма пултараççĕ тесе шутланǎ).
5) Уй чўк вǎхǎтĕнче апǎс кĕлĕ сǎмахĕсем каласа выльǎхǎн мǎйĕнчен пуçласа çурǎмĕ тǎрǎх шыв юхтарнǎ, мĕне пĕлтернĕ?
( выльǎх силленсе илсен çакǎ турǎсем парнене йышǎннине пĕлтернĕ.)
5. Пěтěмлетÿ. Карточкăсемпе ěçлесси. Хǎш ушкǎн ытларах «ǎс» пуçтарать.
6. АЧАСЕН ПĔЛĔВНЕ ХАКЛАССИ.
7 .КИЛЕ ВАЛЛИ ĔÇ ПАРАССИ: ĕç тетрадĕнчи 39-40 стр. 9, 10,13,15 ĕçсене пурнăçламалла.
Йăла-
йěрке
Уяв ячěсем
Çăва çине кайнă
Вилнисене асăннă
Ăмăртусем ирттернě
Юрланă, ташланă
Вăййа тухнă
Пăтă пěçерса чÿкленě
Акатуй
-
+
+
+
-
-
Çимĕк
+
+
-
+
+
-
Уй-чўк
-
+
-
+
+
+
Çумǎр чўк
-
+
-
-
-
+
Çинçе
-
-
-
+
+
-